Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урапа сăмах пирĕн базăра пур.
урапа (тĕпĕ: урапа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ шапах пуҫра палӑртса хунӑ ҫав кантрана урапа перӗнмелли минутра Олеся сасартӑк ӳкнӗ евӗр туса илет-мӗн те, кун пек чух вара, хӑй каланӑ тӑрӑх, чи ҫирӗп ҫын та ӳкмесӗр юлма пултараймасть…

В ту минуту, когда я должен прикоснуться ногой к этой воображаемой веревке, Олеся вдруг делает падающее движение, и тогда, по ее словам, самый крепкий человек должен непременно упасть…

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Анчах, йӑнӑшмастӑп пулсан, ҫак хӑйне евӗр мыскаран тӗшши ҫапларах: вӑл, ман хыҫран утӑмпа утӑма, урапа урана пӗр пек пусса тата ман ҫине куҫ илмесӗр пӑхса, ҫав вӑхӑтрах манӑн кашни хусканӑва, чи-чи пӗчӗккине те, хам евӗрех туса пырать, урӑхла каласан, хӑйне манпа пӗрешкеллетет.

Но, если не ошибаюсь, этот своеобразный фокус состоит в том, что она, идя за мною следом шаг за шагом, нога в ногу, и неотступно глядя на меня, в то же время старается подражать каждому, самому малейшему моем движению, так сказать, отожествляет себя со мною.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Тӑвӑр сукмакпа иртсен, эпир пылчӑка пула хуп-хура курӑнакан, лаша ури ҫӑрса та урапа кустӑрми каскаласа-ватса пӗтернӗ вӑрман ҫулӗ ҫине тухрӑмӑр, ун лакӑмӗсене чап-туллиех шыв тулса ларнӑ, вӗсенче каҫ шуҫӑмӗн пушарӗ хӗмленет.

Пройдя узкую тропинку, мы вышли на лесную дорогу, черную от грязи, всю истоптанную следами копыт и изборожденную колеями, полными воды, в которой отражался пожар вечерней зари.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ун тӑрӑх Евгений Онегин пек тумланнӑ кучер ларакан карета иртсе каять е пӑр тиенӗ урапа кӗмсӗртеттерсе иртет, ӑна курсан тата шӑрӑх пек пулать, пушшех ӗҫес килни сисӗнет.

То катила карета с английским кучером, одетым, как Евгений Онегин, то с громом проезжала фура с искусственным льдом, тогда становилось особенно жарко и особенно сильно хотелось пить.

XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ку урапа ҫине ҫӳлӗ купаланӑ пушӑ ещӗксем йӑтӑнса аннӑ чухне пулакан сасӑ пекех илтӗнчӗ.

Можно было подумать, что везли на ломовике пирамиду пустых ящиков и внезапно они развязались и рухнули на мостовую.

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кукӑр куҫлӑхне тытса, вӑл пурте вулакан вырӑна хӑвӑрт вуласа тухрӗ те, тӗлӗнсе кайнӑ извозчика хӗрлӗ сухалӗнчен тытса виҫӗ хутчен чуптурӗ, унтан, урапа ҫине сиксе ларса, пӗтӗм урама илтӗнмелле ҫухӑрса ячӗ: «Эрехлӗх аллӑ пус! Хӑвала, выльӑх!» — терӗ те куҫран хӑвӑрт ҫухалчӗ.

Быстро прочитал, приложив к носу кривое пенсне, знаменитое место, затем трижды поцеловал ошалевшего извозчика в медно-красную бороду, плюхнулся на дрожки и, заорав на всю улицу: «Полтинник на водку! Гони, скотина!», пропал из глаз так же быстро, как и появился.

XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Халӑх ушкӑнӗ патне урапа пырса тӑчӗ.

К толпе подкатили дрожки.

XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

(Петя шучӗпе хысна вӑл — урапа ҫине ларнӑ, тимӗрпе тыттарнӑ ещӗк пулнӑ.)

(Петя думал, что казна имела вид кованого ящика на колесах).

XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Гаврик урапа патне чупнӑ, анчах вӑл участок хапхи патӗнче чарӑнса тӑнӑ.

Гаврик бросился к дрожкам, но они уже остановились у ворот участка.

XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унӑн пуҫӗ сиккелесе, урапа пусмине шаккаса пынӑ.

Его голова бессильно прыгала и билась о подножку.

XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Чӑнах та урапа ҫинче краҫҫын тултарнӑ таса бидонсем ларнӑ.

Действительно, в тележке стояли чистенькие бидоны с керосином.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах каллех тӗлӗнмелли тупӑнчӗ: ку — пони кӳлнӗ урапа.

Но вот что вызвало изумление — тележка, запряженная пони.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пианино ҫинчи ваза чӗтресе ларать, ку урам тӑрӑх урапа иртсе кайнине пӗлтерет.

На крышке пианино дрожала вазочка: это по улице проезжали дрожки.

X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пароход сӑмси айӗнче куҫа курӑнман урапа шавлать, хуп-хура шыва пӑтрантарса шултӑра чӗнтӗр пек кӑпӑкпа витет.

Под пароходной рубкой шумело невидимое колесо, взбивая почти черную воду, покрытую крупным кружевом пены.

VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Урапа кустӑрмисем чул сарнӑ урам тӑрӑх шӑтӑртаттарса пыраҫҫӗ.

Колеса застучали по мостовой.

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кучер, урапа кустӑрми ҫине тӑрса, дилижанс тӑррине дачӑран каякансен пир карнӑ кровачӗсене тата баклажан тултарнӑ ҫаврака корзинкисене ҫыхса вырнаҫтарса тӑрать.

Кучер, взобравшись на колесо, привязывал к крыше складные парусиновые кровати уезжающих дачников и круглые корзины с синими баклажанами.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫӗкленнӗ май, эпӗ темшӗн аманнӑ урапа уксахла пуҫларӑм — ку чӑнах та кӑмӑллах мар ӗнтӗ, пуринчен ытла, ҫапӑҫура вӗҫнӗ чух ура хӑйне мӗнле тыткалӗ-ши тесе шухӑшларӑм.

Нервничая, я почему-то начинал прихрамывать на раненую ногу — вот это было неприятно, особенно когда я думал о том, как нога будет вести себя в обстановке боевого полёта.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурте савӑк кунта: ҫӳлтен юхӑнса анакан музыка сасси те, ачасем выляса ҫуйӑхни те, ҫавра хӑйра ҫавӑрни те, асфальт ҫине пурӑпа ҫырса тунӑ «классем» те, сӑпкаллӑ урапа тӗртсе пыракан амӑшсем те, подъезд умӗнче шӑкӑлтатса ларакан кинемейсем те, пурте, пурте…

Любила гулкий сумрак ворот и льющиеся откуда-то сверху звуки рояля или радио, дворовую ребячью разноголосицу, визг точильного камня, мелом начерченные классы на асфальте, матерей с колясками, старых бабушек, сидящих на табуретках у подъезда и ведущих тихую беседу о том о сем…

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Калӑн ҫав, эпӗ ӑна нихҫан та питӗнчен урапа тапман тесе.

И как будто я никогда не бил его ногой по морде.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана урапа ҫине лартрӗҫ.

Меня посадили в тележку.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех