Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урамрах (тĕпĕ: урам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурҫӗр Двина шывӗн хӗрринче китаецсем урамрах кӗписене ҫӑваҫҫӗ те вӗсене пысӑк чулсем ҫине сара-сара хӗвел ҫинче типӗтеҫҫӗ, пыр тӗпӗнчен тухакан сасӑпа хӑйсем темен сӳпӗлтетеҫҫӗ.

Китайцы стирали рубахи в Северной Двине, прямо под набережной, и, громко болтая на своём гортанно-глухом языке, растягивали их под солнцем между большими камнями.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ак хула та — комендатура патрулӗ кашни урамрах мана чарса документӑмсене тӗрӗслет.

Вот и город — на каждой улице меня останавливает и проверяет документы комендантский патруль.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Урамрах апельсинсем ӳсеҫҫӗ.

Апельсины растут на улицах.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр урамрах виҫӗ хура пӳрт ларатчӗ.

На одной улице рядышком стояли три дома по-черному.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Ҫакӑн пек ырӑ ята тивӗҫнисем кашни урамрах пур.

Куҫарса пулӑш

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Эльза бидон анине марльӑпа витрӗ, кӑпӑкӗ сирӗлме ӗлкӗреймен сӗте урамрах ярса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Эльза бидон анине марльӑпа витрӗ, кӑпӑкӗ сирӗлме ӗлкӗреймен сӗте урамрах ярса пачӗ.

Эльза укрыла горловину бидона марлей, и прямо на улице начала переливать молоко, с которого еще не взошла пена.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

17. Амӑшӗсемпе ача ӗмӗртекенӗсем вара тин ҫуралнӑ ачисене унта та кунта — хӑшне килӗнче, хӑшне урамрах хӑварса сӑваплӑран та сӑваплӑ Турӑ Ҫурчӗ патне чупнӑ.

17. А матери и кормилицы, оставляя и здесь и там новорожденных детей, иные в домах, другие - на улицах, неудержимо сбегались во всесвятейший храм.

3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Урамрах.

На улице же.

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех