Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун умӗн вӑл Зиновьев аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ, нумайччен Ленин аллине силлесе тӑчӗ, вара тин утса кайрӗ те, вӑрман хӗрринче чарӑнса тӑрса, куҫӗпе ӳплене, утӑ капанне тата пӗтӗм уҫланкӑна йӗрлесе тухрӗ, унтан йӑл кулса илсе, йывӑҫсем хушшине кӗрсе ҫухалчӗ.
13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ленина тӗл пулас умӗн ҫавӑн пек хытӑ пӑлханасси ҫакӑнтан та килчӗ.Это волнение от предстоящей встречи с Лениным усугублялось еще одним обстоятельством.
10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Анчах кунта, кӳлӗ ку енчи ҫаранлӑха, килес умӗн юлашки икӗ кун хушшинче ҫав пӗр-пӗрне хирӗҫлекен икӗ туйӑм виҫҫӗмӗшпе, пушшех те кӑткӑссипе, улшӑнса ылмашрӗ: Зиновьева Ленин юри ҫеҫ хӑйне патвар та хаваслӑ пек кӑтартнӑн, тӗрӗссипе вара вӑл революципе ӗҫ тухманнине, хӑйсене асаплӑ шӑла кӗтнине, ку чухнехи пилатсем — Плехановсем, Потресовсем тата Черновсем ҫакӑншӑн хӗпӗртесе ним чӗнмесӗр ларнӑ хушӑра Вӑхӑтлӑх правительство палачӗсем вырӑссен телейсӗр Робеспьерӗпе унӑн юлташӗсене асаплантарса вӗлерессине пӗлнӗн туйӑнчӗ.
3 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ленина кунта илсе килес умӗн вӑл ҫакӑнти вырӑнсене темиҫе хутчен те тӗплӗ пӑхса ҫӳрерӗ, пӗррехинче ҫӗрле те килсе кайрӗ.Он досконально изучил местность перед тем, как везти сюда Ленина, однажды даже приезжал сюда ночью.
2 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Кӗнеке В.И. Ленинӑн Аслӑ Октябрьти социализмла революци умӗн пытанса ӗҫленӗ вӑхӑта, вӑл патша шыравҫисенчен Разлив кӳлли патӗнче епле пытанса пурӑннине уҫса парать.
Кӑвак тетрадь // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Кӑнтӑрлахи апат умӗн ҫеҫ вӑранчӗ вӑл.
Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Манӑн пӗтӗм чун-чӗререн ҫакӑн пек закон кӑларттарас килет: ҫав закон тӑрӑх, кашни ҫулҫӳревҫӗ хӑй курса ҫӳренисем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекене пичетлесе кӑларма ирӗк илес умӗн лорда е верховнӑй канцлера тупа тутӑрччӗ, ҫав тупара вӑл хӑй пичетлесе кӑларма хатӗрлекен кӗнекере пурин ҫинчен те хам курнисем ҫинчен тӗрӗс ҫыртӑм, тесе шантарса каланӑ пултӑрччӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫав тумтирсемпе япаласем пурте ҫӗнӗччӗ, ҫапах та хам ҫине тӑхӑнас умӗн эпӗ вӗсене талӑкшар хушши уҫӑ сывлӑша ҫакса уҫӑлтараттӑм.Все эти вещи были совершенно новы, и все же я проветривал их целые сутки, прежде чем надеть на себя.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хула урамӗнчи ҫынсем ман тавра пухӑнса ан тӑччӑр тесе, ҫыран ҫине анас умӗн капитан мана хӑйӗн плащне тӑхӑнтарчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Манӑн хуҫам кашни гуигнгнм вилес умӗн темиҫе кун маларах вӑйсӑрланса ҫитсе йывӑрланать е тата ӑнсӑртран аманма пултарать тесе шутлать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хам каютӑран тухас умӗн эпӗ те хам кӗсъесене ҫавнашкал япаласем чиксе тултартӑм.Несколько таких вещиц я рассовал по карманам, покидая свою каюту.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Раштав умӗн хытах шӑнтса пӑрахрӗ, тата юр ҫуса тултарчӗ.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫула тухса каяс умӗн матроссем манран эпӗ хӗрес тӗлӗшпе тумалли йӑласене тунипе туманни ҫинчен час-часах ыйтрӗҫ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ ҫапӑҫу пуҫланас умӗн хӑйсен ҫарӗсене ертсе пыракан Цезаре те, Помпее те куртӑм.Я видел Цезаря и Помпея во главе их войск, готовых вступить в сражение.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫавӑнпа та ҫак доктор пӗрремӗш министр патне кӗме ирӗк илнӗ кашни ҫынна хӑйӗн ӗҫӗсем пирки кӗскен те ӑнланмалла каласа парсан, ун патӗнчен тухса каяс умӗн министра е сӑмсинчен туртма, е хырӑмӗнчен урапа тапма, е хӑпарса тухнӑ ури ҫине виҫӗ хут таптама, е хӑлхинчен туртма, е ӳчӗ ҫине булавкӑпа чикме, е аллинчен кӑвакарса кайичченех чӗпӗтме хушать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ирсенче паллаканӗсемпе тӗл пулсан, лапутянсем чи малтан хӗвел сывлӑхӗ ҫинчен, анса ларас умӗн тата тухас умӗн вӑл мӗн тӗслӗ пулни ҫинчен, ҫывхарса килекен кометӑна пырса ҫапӑнассинчен сыхланса юлма май пуррипе ҫукки ҫинчен ыйтса пӗлеҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Аякран килнӗ хресченсем хӑйсен ураписене ҫав картишсене лартнӑ та халӗ вара киле каяс умӗн лашисене кӳлсе ҫавӑнтах кӗленчерен сӑра ӗҫеҫҫӗ.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Лина ӑна ювелир лавкки умӗн вун ҫичӗ хут уттарса ирттерчӗ ӗнтӗ, кашнинчех ҫӗрӗ туянса пама ыйтать.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
— Вӑрӑм ҫула тухас умӗн ӑна апатлантармалла пуль.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Сӑмах каласа пӗтерес умӗн кунти ҫынсен йӑли тӑрӑх аслӑ патша ҫемйинчи аслӑ ҫынсене кӑмӑла каякан илемлӗ сӑмахсем хушса каларӑм.В конце я пустил в ход несколько принятых здесь в обращении к августейшим особам выражений.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.