Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умӗн (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла, кирек мӗнле сӑмах калас умӗн те малтан ҫиччӗ виҫсе пӗрре касмалла, унсӑрӑн суд сакки ҫине ларма тивӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑмах ҫерҫи мар, уншӑн – 5 пин тенкӗ // Хаҫат редакцийӗ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Революци умӗн Николай Таланцев хула старости пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Аккредитацие суйлав умӗн виҫӗ кун маларах парӗҫ.

Аккредитацию выдадут за три дня до выборов.

Журналистсем суйлава ирӗклӗн хутшӑнаймӗҫ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11772.html

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ҫуркуннен пӗрремӗш тата ҫутӑ уявӗ умӗн республикӑри пултаруллӑ та пуҫаруллӑ хӗрарӑмсен пысӑк ушкӑнне патшалӑх наградисемпе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

конкурс пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ умӗн Чӑваш Ен тӗп хулинче саккӑрмӗш хут иртрӗ.

конкурс в преддверии 8 марта в столице Чувашии прошел уже восьмой раз.

Ӑслӑ, илӗртӳллӗ // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Хӗрарӑмсен кунӗ умӗн Нӑрваш Шӑхалӗнчи Узалуковсен ҫемйинче пулнӑ хыҫҫӑн ҫакна тепӗр хут туйса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Ҫулталӑкри чи илемлӗ уяв умӗн ӗҫлӗ калаҫу пуҫарчӗҫ Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн хастарӗсем.

Куҫарса пулӑш

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

ГЛПСпа чирлес мар тесен ҫакна манмалла мар: ҫын чирленӗ вырӑнта шӑшисене пӗтермелле; канмалли учрежденисенче шӑшисем кӗмелле мар мероприятисене туса пымалла, вӗсем йӗри-тавра канавсем, шӑшисене пӗтерекен нумай вӑхӑта пыракан точкӑсем пулмалла; ялсене тирпей-илем кӗртмелле, вӗсене тасамарлӑхран тасатсах тӑмалла; учрежденисемпе организацисен шӑшисене пӗтерекен организацисемпе килӗшӳсем тумалла; пӳлӗме тасатса тирпейленӗ чухне тутапа сӑмсана хӳтӗлеме йӗпетнӗ маска тӑхӑнмалла; пур чухне те апат-ҫимӗҫе шӑшисем вараласран сыхламалла, апат ҫиес умӗн алӑсене яланах ҫумалла; ҫӗр ҫинчен пуҫтарнӑ мӑйӑрсене ҫӑвара хыпса катмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

ЧР Пуҫлӑхӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулас умӗн Дмитрий Медведев тӗп хулари халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Пӗлтерӗшлӗ мероприяти умӗн маларах килсе ҫитнӗ Ольга Юрьевна Шупашкарти 201-мӗш ача садӗнче тата 5-мӗш гимназире пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ҫавӑнпа акас умӗн ӑна им-ҫампа чӳхени пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Спорта юратакансене тата паттӑр ентеш ятне асра тытакансене старт умӗн ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов, ЧР ачасен прависемпе уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов, Шупашкар район пуҫлӑхӗ Андрей Николаев, райадминистраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Зоя Маслова, Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсен ҫар комиссарӗ Александр Кочуров, Афган вӑрҫин ветеранӗсен районти канашӗн председателӗ Анатолий Сергеев тата Ҫурҫӗр Кавказри хирӗҫтӑру ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн районти ертӳҫи Николай Алексеев хавхалантарса сӑмах илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Ҫӗнӗ ҫул умӗн тепӗр ачана снайпер ҫурӑмран лектернӗччӗ.

Перед Новым годом снайпер попал и в третьего молодого человека в спину.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех