Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ума (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ак мӗн тума, — терӗ Лёша, ман ума хӗҫ тимӗр татки тытса, — вуласа пӑх!

Куҫарса пулӑш

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Ак тата кунта, пирӗн ума, хыр лӗпӗшӗ пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

«Спичкӑ шӑрпӑкӗ тума кӑна ҫавӑн чухлӗ йывӑҫ кирлӗ. Ытти япаласем, ҫуртсем тума мӗн чухлӗ кирлӗ!» — шухӑшпа виҫме ҫук шут хисепӗ тухса тӑчӗ ман ума.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Пӗр кӑйӑкӗ аялалла аннӑҫем анчӗ те шӑпах ман ума вӗлтӗрт! пырса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

Камран ыйтса пӗлес?.. — тупсӑмӗ ҫук ыйту тухса тӑчӗ халь пирӗн ума.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Сасартӑк ума халтӑр Семен Петрович тухать, вӑл ал ҫупсах халӑха киле пӑрахса кайма хистет.

Куҫарса пулӑш

VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Ҫыр, — чернил кӗленчи пырса лартрӗ вӑл ман ума.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ман ума ирӗксӗрех иртнӗ кунсем тухса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Таҫта, шап-шурӑ шупӑрлӑ черешньӑсемпе чиесен садӗнчен хӑйӗн куҫӗ тӗслӗ вӗтӗ-вӗтӗ шурӑ ункӑллӑ платье тӑхӑннӑ Ганна ума тухса тӑчӗ, вӑл ерипен ман паталла ҫывхарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ҫак самантра темшӗн ман ума вун ултӑ ҫул каяллахи Ҫтаппан мучин сӑнӗ тухса тӑчӗ, ҫурӑк чан пек сасси хӑлхара янӑраса кайрӗ: «Эсех айӑплӑ» тени.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Тухрӗ ял ума чиперрӗн, Чунӑм кайрӗ ӑшӑнса.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Таҫтан пирӗн ума сарӑ лӗпӗш вӗҫсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Чӗлхе ҫине килни ума килет тенӗ, ан асӑн.

— Типун тебе на язык, не вовремя их поминаешь!

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эс симӗс ҫуркунне пек ман ума Ҫитсе те тухрӑн.

Куҫарса пулӑш

«Эс ҫӗн каҫсен ҫӗн шухӑшӗ пекех...» // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 41 с.

«Эпӗ хам ума тӗллев лартрӑм — епле пулсан та компьютерпа ӗҫлеме вӗренмелле.

Куҫарса пулӑш

Интернет урлӑ ҫӗнӗ тӗнче уҫнӑ // Н.МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%b8%d0%b ... 3c%d0%bda/

Хамӑр ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлас тӗлӗшпе район, ял тӑрӑхӗсен администрацийӗсемпе, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертӳҫисемпе тачӑ ҫыхӑну йӗркелени те нумай пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Енчен те эпир унччен палӑртнӑ тата халь ума лартнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫласа пырсан паянхи чӑрмавсене ҫӗнтерме, ҫӗршыва планпа килӗшӳллӗн аталантарса пыма, унӑн экономикине тата хӳтӗлев пултарулӑхне ҫирӗплетме пултарӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тулли мар мобилизаци пуҫланнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d1%82%d1%8 ... bd%d0%bda/

Президент пирӗн ума лартнӑ тӗллевсене кура отпуска вӑхӑтсӑр татма йышӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Тулли мар мобилизаци пуҫланнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d1%82%d1%8 ... bd%d0%bda/

Ҫырни авалхине хускатрӗ Ӑна кӑларчӗ халь ума.

Куҫарса пулӑш

XXXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Аса илни каллех хумхатрӗ Аран лӑпланнӑ чӗрене, Ӗшеннӗ ӑс-тӑна вӑратрӗ, Ума кӑларчӗ иртнине.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех