Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ума (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хаклӑ тусӑмсем, — мӑйӑхне алса тӳрчӗпе шӑлкаласа пирӗн ума ҫывхарчӗ бригадир.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Улӑх-ҫаранлӑ, вӑрманлӑ-уйлӑ тӑван енӗм ума шуса тухать…

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пуйӑспа талӑк хыҫҫӑн талӑк ыткӑнса пыратӑн-пыратӑн та вара — ума ҫӗкленет-тухать тинӗс пичӗ ҫап-ҫуттӑн та тикӗссӗн.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Юриех кӑшт тайӑлтӑм та — ума Калис тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аликовпа тӗл пулса калаҫнӑ хыҫҫӑн темиҫе тӗрлӗ ҫӗнӗ ыйту тухса тӑчӗ ман ума, темиҫе тӗрлӗ ҫӗнӗ шухӑш ӳкрӗ ман пуҫ ҫине…

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пуррине пӗлнӗ хыҫҫӑн, хӑвӑрт хускалса, тепӗр ҫын вунӑ-вуникӗ утӑм тӑвас ҫӗрте иккӗ-виҫҫӗ пуссах пирӗн ума ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кунхинче вара чӑннипех те ҫӗнӗ ӗҫ, кӑткӑс ӗҫ йӑтӑнса тухрӗ ман ума.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ шала иртрӗм те чӳрече умне вырнаҫрӑм, курни-илтнине ҫырам тесе, ума блокнот кӑларса хутӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Каятӑн та-и? — ман ума ҫитсе тӑчӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ман ума килсе тӑчӗ те кам килсе кайнине каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫтаппан сылтӑмри алӑксенчен пӗрне уҫрӗ те, ума чылаях пуян библиотека тухса тӑчӗ: тӑватӑ шкафра туп-туллиех кӗнеке — изоискусство, архитектура, театр, кино ыйтӑвӗсемпе ҫырнисем, чаплӑ писательсен подпискӑпа туяннӑ томӗсем, энциклопедисем.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ума лартнӑ тӗллевсем ҫӑмӑллӑн пурнӑҫланӗҫ.

Поставленные задачи с лёгкостью реализуются.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Комплекслӑ модернизаци программине ӗҫлеттерсе яма пуҫласан эпир хамӑр ума ачасемпе вӗрентекенсем валли хӑтлӑ условисем туса пама тӗллев лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Пӗр сӑмахпа каласан, хамӑр ума лартнӑ тӗллевсене вӑхӑта вӑраха тӑсмасӑр тӗплӗн пурнӑҫламалла, яваплӑха туймалла, тухӑҫлӑха ӳстерессишӗн ҫине тӑрсах ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Анчах ман ума ҫитсен вӑл кӑшт ҫеҫ тӑчӗ те, сывлӑшра хумханкаласа-чӗтренсе илсе, ҫӳлелле вӗҫсе кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Яшкине те пире хӑех антарса пачӗ, ман ума ыттисенчен илемлӗрех кӑвак хӗрриллӗ турилккепе лартнӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эпӗ хӑвӑрт сирӗн ума тухса тӑтӑм та, хам калама ҫук пысӑк ӑссӑрлӑх тунине пӗлсех, пӗр сӑмах чӗнмесӗр, Ванькина кӑкӑрӗнчен тытрӑм, унтан ӑна питӗнчен ҫапрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Пирӗн ума вара ирӗксӗрех Гамлет ыйтӑвӗ тухса тӑчӗ: пулмалла-и, пулмалла мар-и?

Куҫарса пулӑш

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Паллах, вӑл ҫакӑн пек жулик пулнине кӑшт та пулин пӗлнӗ пулсан, хам ума ылтӑн купи кӑларса хурсан та килӗшмен пулӑттӑм, маншӑн ырӑ ят укҫаран хаклӑрах… —

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫырӑва хам ума хутӑм та столовӑйри йӗркесӗрлӗхсем ҫинчен ҫырнӑ йӗркесене кӑранташпа хура йӗр туртсах паллӑ тума пикентӗм.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех