Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ума (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн ачи-пӑчи ман ума чӗрӗ ҫынсем пекех тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Улӑм купаланӑ акӑш-макӑш капансем пек курӑнакан мӑнаҫлӑ йӑмрасем хыҫӗнчен шап-шурӑ сухаллӑ патмар мучи кӑштӑртатса тухассӑн туйӑнчӗ, анчах ман ума йӳҫӗ тӗтӗмлӗ пирус хӗмлентерсе лутра пӳллӗ кутамас каччӑ пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ой, Раман, пирӗн ума ӑҫтан татӑлса антӑн эсӗ паян?

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Нумаях та утаймарӑмӑр — улмури пысӑкӑш тырӑ купи хыҫӗнчен пирӗн ума симӗс накидка тӑхӑннӑ Упандиров тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Кӗвӗҫекенсем, япӑх сунакансем сирӗн ума кӑларса тӑратнӑ пур чӑрмава та парӑнтаратӑр.

Удастся преодолеть все препятствия, которые создадут на вашем пути завистники и тайные недоброжелатели.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Республикӑри энергосбыт компанийӗн ӗҫне йӗркелесе пыма тытӑннӑранпах эпир хамӑр ума пысӑк тӗллевсем лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

«Нарспи» поэмӑра пирӗн ума чӑваш халӑхӗн иртнӗ ӗмӗрти пурнӑҫӗ тухса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Тӳпери ҫӑлтӑр хӑҫан пирӗн ума Манит пулса анни пур?

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ман ума шурӑ халатлӑ фельдшер пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ытти чухне лӑпкӑ пулнӑ Андрей халӗ урӑх чӑтса выртма пултараймарӗ, сасартӑк шуралса кайнӑскер, ман ума чупса пычӗ те чӗтрекен сасӑпа кӑшкӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ман ума Наташа ҫитсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Унтан тӑварланӑ пулӑ ман ума шап! пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Вӑл каллех сунтӑха ухтарма тытӑнчӗ те ман ума туххӑмах хуҫса-авса пӗтернӗ вилка кӑларса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Хӑй ларма те пӗлмест, пирӗн ума панулми, ҫырла, кукӑльсем хурать.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Йывӑҫсем сайралчӗҫ те ума уҫланкӑ тухса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫакна курсан, Микиш, юнӑхса ларнӑ питне-куҫне, шӑйрӑк тутине пӗркелесе, шӑлне ҫыртса вырӑнӗнчен тӑчӗ те ман пата мӑштӑр-мӑштӑр уткаласа пычӗ, вара васкамасӑр ман ума чӗркуҫленсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

С ума сошел?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ума сиксе тухать-и шӑрчӑк, Ҫӳрет-и кӑткӑ та ӗҫпе Кунта пӗрне те ман сасартӑк Таптас килмест хӗрхеннипе.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Айтӑр ҫакӑнта ларса канар кӑштах, ҫакӑн пек ырӑ каҫӑн илемлӗ вӑхӑтне ҫывӑрса ирттерер мар ӗнтӗ, — юрлакансене чарсах ума тухса тӑчӗҫ каччӑсем, ытти чухне вӑййа пухӑннӑ вырӑна ҫитсен.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Марине хӑйӗн мулне ума сарса хунӑччӗ, Арҫук таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех