Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр тӗслӗх: «Тӗнченӗн мехелӗ ҫапла куран: пӗри пӗтнӗ ҫӗре тепри пулса тӑрать» (вырӑсла: «ко времени гибели одного возникает другое»).
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Малалла ывтӑнакан тӗнченӗн ҫак хӑватлӑ вӑй-халӗ умӗнче ниепле те лӑпкӑ пулаймӑн, мӗншӗн тесен геройла оптимизм халӗ ҫав тери хавхалантарать…»
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ирӗклӗ ҫыннӑн хӑйӗн ирӗк, ҫул тӗнченӗн», — ответленӗ Лиза.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
16. Вӗсем те, Ман пекех, тӗнченӗн мар.
Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпӗ вӗсене Санӑн сӑмахна каласа патӑм, тӗнче вӗсене курайми пулчӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем те, Ман пекех, тӗнченӗн мар.14. Я передал им слово Твое; и мир возненавидел их, потому что они не от мира, как и Я не от мира.
Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл килӗ те тӗнче ҫылӑх ҫинчен, тӳрӗлӗх ҫинчен, сут ҫинчен тӗрӗс мар шухӑшланине кӑтартса парӗ: 9. ҫылӑх ҫакӑ — Мана ӗненмеҫҫӗ; 10. тӳрӗлӗх ҫакӑ — Эпӗ Аттем патне каятӑп, эсир Мана урӑх курас ҫук; 11. сут ҫакӑ — ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ айӑпа юлнӑ.
Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эсир тӗнченӗн пулнӑ пулсан, тӗнче хӑйӗнне хӑй юратӗччӗ; эсир — тӗнченӗн мар, сире Эпӗ тӗнчерен суйласа илтӗм, тӗнче сире ҫавӑнпа кураймасть.
Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Манӑн сирӗнпе калаҫасси нумаях юлмарӗ: ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ килет, Манра ун валли нимӗн те ҫук.30. Уже немного Мне говорить с вами; ибо идет князь мира сего, и во Мне не имеет ничего.
Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпир пӗлтерекен Ырӑ Хыпар ӑнланмалла мар пулсассӑн та, вӑл пӗтекеннисемшӗн, 4. ӗненменнисемшӗн ҫеҫ ӑнланмалла мар — Христос мухтавӗ ҫинчен каланӑ Ырӑ Хыпар ҫутине ан курччӑр тесе, вӗсенӗн ӑсне ҫак тӗнченӗн турри туйми тунӑ; Христос вара — курӑнми Туррӑн сӑнарӗ.
2 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сирӗн хушшӑрта кам та пулин ҫак тӗнчере хӑйне ӑслӑ тесе шухӑшлать пулсассӑн, вӑл ӑслӑ пуласшӑн ӑссӑр пултӑр, 19. мӗншӗн тесессӗн ку тӗнченӗн ӑслӑлӑхӗ Турӑ умӗнче — ӑссӑрлӑх.
1 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ӑҫта ӗнтӗ ӑслӑ ҫын? ӑҫта кӗнекеҫӗ? ӑҫта ку тӗнченӗн ыйтса тӗпчекен ҫынни?
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑн чухне Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ те Хӑй суйласа илнисене тӗнченӗн тӑватӑ енчен — ҫӗр хӗрринчен пуҫласа тӳпе хӗррине ҫитичченех — пуҫтарӗ.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫав асаплӑ кунсем хыҫҫӑн сасартӑк хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх хӑй ҫутине кӑтартмӗ, тӳперен ҫӑлтӑрсем тӑкӑнӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ; 30. ҫавӑн чухне тӳпере Этем Ывӑлӗн палли курӑнӗ; ҫавӑн чухне ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ те пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑн, аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ; 31. Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене вӑйлӑ сасӑллӑ трупасемпе ярӗ те, вӗсем тӗнченӗн тӑватӑ енчен — тӳпенӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех — Унӑн суйласа илнӗ ҫыннисене пуҫтарӗҫ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кун хыҫҫӑн эпӗ тата ҫакна куртӑм: ҫак ара, тинӗсрен ҫӗкленнӗскере, хирӗҫ ҫапӑҫма тӗнченӗн тӑватӑ енчен те имсӗр-сумсӑр ҫын пуҫтарӑнчӗ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Анчах Иуда ҫынннисем тӗнченӗн аслӑ Патшине — Иисус вӑхӑтӗнче хӳмене ҫӗмӗрекен машинӑпа сӑпрайсӑрах Иерихон хулине аркатнӑскерне — пулӑшӑва чӗнсе хӳме ҫине тискер кайӑкла сиксе ӳкнӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй, эй! ҫурҫӗрти ҫӗршывран тарса килӗр, тет Ҫӳлхуҫа: Эпӗ сире тӗнченӗн тӑватӑ енне салатса янӑччӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Зах 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл ҫапла ҫӗкленнӗ хыҫҫӑн унӑн патшалӑхӗ арканса кайӗ те тӗнченӗн тӑватӑ енне кура пайланӗ, хӑйӗн тӑхӑмне куҫмӗ, ӗнтӗ ун вӑхӑтӗнчи пек пулаймӗ, мӗншӗн тесессӗн унӑн патшалӑхӗ пайланса кайӗ; унӑн патшалӑхне туртса илӗҫ те юттисене парӗҫ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Качака таки ҫавӑн хыҫҫӑн шутсӑрах вӑйланса кайрӗ; анчах та, хӑватланса ҫитсессӗн, пысӑк мӑйраки хуҫӑлчӗ, ун вырӑнне вара тӗнченӗн тӑватӑ еннелле кӑнтарӑнса тӑракан тӑватӑ мӑйрака шӑтса тухрӗ.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӑслӑлӑх тӗнченӗн малтанхи ашшӗне, пӗртен-пӗр пултарнӑ этеме, упранӑ, ӑна пӗтесрен ҫӑлса хӑварнӑ: 2. вӑл ӑна мӗн пуррине пуҫ пулмашкӑн вӑй-хӑват панӑ.
Ӑсл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫулӗн пуҫламӑшӗнчех, Вӑл мӗн пуррине пултаричченех, мӗн авалтанах, пулнӑ; 23. эпӗ ӗмӗртен малтанах, пуҫламӑшӗнчех, ҫӗре пултаричченех, пулнӑ. 24. Эпӗ тӗпсӗр шывсем пуличченех, тулӑх ҫӑлкуҫӗсем пуличченех ҫуралнӑ. 25. Эпӗ тусене лартичченех, сӑртсенчен маларах ҫуралнӑ, 26. ун чухне Ҫӳлхуҫа ҫӗре те, уй-хире те, тӗнченӗн пуҫламӑш тусан пӗрчине те пултарманччӗ. 27. Вӑл тӳпене йӗркеленӗ чухне те эпӗ унта пулнӑ. Вӑл тӗпсӗр шыв ҫийӗн йӗр туса ҫаврӑннӑ чухнех, 28. ҫӳлте пӗлӗтсене вырӑнаҫтарнӑ чухнех, тӗпсӗр шывсен ҫӑл таппийӗсене тӗреклӗлетсе лартнӑ чухнех, 29. шывсем сарӑлса ан кайччӑр тесе тинӗс валли чиккисене палӑртнӑ чухнех, ҫӗрӗн никӗсне хывнӑ чухнех пулнӑ: 30. ҫавӑн чухне эпӗ Ун ҫумӗнчи ӳнерҫӗ пулнӑ, куллен-кунхи савӑнӑҫ пулнӑ, Ун умӗнче вӗҫӗмсӗр хавасланса тӑнӑ, 31. Унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ умӗнче савӑннӑ, этем ывӑлӗсемпе хӗпӗртенӗ. 32. Ҫапла ӗнтӗ, ачамсем, итлӗр мана; манӑн ҫула уяса тӑракансем телейлӗ!
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2