Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗнтермест (тĕпĕ: тӗлӗнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑшӗ каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ, хӑшӗ аяккалла кайса тӑнӑ, пурте пӗр-пӗрне: салтаксем ҫинчен пӗлетпӗр, вӑл пире тӗлӗнтермест тесе кӑтартасшӑн пулнӑ.

Иные оглянулись назад, другие отошли в сторону, и все старались показать друг другу, что о солдатах — они знают, это не удивляет их.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Женя мӗншӗн ҫакӑн пек маттур каччӑ пулни халь мана пачах та тӗлӗнтермест.

Теперь меня не удивляет, почему Женя такой классный парень.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ҫав вӑхӑтрах Гаврика армансем ҫукки пӗрре те тӗлӗнтермест.

Между тем Гаврик не обнаруживал ни малейшего удивления по поводу их отсутствия.

XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Игорь именсе хӗрелни те ытларах тӗлӗнтермест: уншӑн пулсан, пулӑ ҫинчен астутарни кӑмӑллах мар ӗнтӗ, ку историе Водохранилище ҫывӑхӗнче пурӑнакан ачасем пӗлнӗ пулас.

И то, что Игорь покраснел, было неудивительно: для него напоминание о рыбе было неприятно, об этой истории, должно быть, узнали ребята, живущие близ водохранилища.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пиллӗкмӗш, улттӑмӗш, ҫиччӗмӗш хут дневнике хамӑн копипе вуласа (халӗ ӗнтӗ мана вуласси тӗлӗнтермест) эпӗ капитан ҫав ҫӗре уҫнӑ пирки мӗн каланине ытларах сӑнарӑм.

В пятый, в шестой, в седьмой раз перечитывая дневник уже по моей копии (так что мне больше не мешал самый процесс чтения), я обратил внимание на записи, в которых говорилось о том, как капитан относился к этому открытию.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку тӗлӗнтермест, компанин дебитор парӑмӗсен калӑпӑшӗ ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле 63 млрд тенкӗрен иртнӗ вӗт.

Куҫарса пулӑш

«Хӗле йӗркеллӗ кӗтӗмӗр», Анчах «лару-тӑру питӗ ҫивӗч» // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

Ял ҫыннисене ҫакӑ пӗртте тӗлӗнтермест иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пасар уҫӑлчӗ // Татьяна НИКИТИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех