Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑхӑнмалла (тĕпĕ: тӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗпе-тумтире ӑҫта тӑхӑнмалла пулассине, ӳсӗм уйрӑмлӑхӗсене пӗлни те кирлӗ.

Необходимо еще знать, где что носить, а также считаться с особенностями возраста.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Вырӑнтан вырӑна ҫӳрекен ҫулҫӳревҫӗ кану ҫуртне е санаторие килнӗ ҫынран урӑхларах тӑхӑнмалла.

Турист, которому предстоят переезды из одного места в другое, должен одеваться отлично от того, кто приехал в дом отдыха или в санаторий.

Ҫула тухсан // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Аттине пит чипер ҫӗленӗ, сӑранӗ ҫемҫе, тӗпӗ хулӑн — атӑ ӑстине тав туса кӑна тӑхӑнмалла ӗнтӗ.

Сшитые из мягкой кожи, с толстыми подметками, они были очень ладные, словно по заказу, — точь-в-точь на его ногу.

X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Стёпкӑпа майорӑн та шурӑ халатсем тӑхӑнмалла пулчӗ.

Степке и майору пришлось тоже надеть белые халаты.

24. Кӗрешӳ тата вӑрӑма пырать-ха // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Шурӑ кӗпине пӑрса та пулин тӑхӑнмалла ӗнтӗ, кӑваккипе юрамасть.

И решил все же надеть белую рубаху — не ходить же в праздник в синей!

VII. «Ҫинҫе шывӗ сивӗ мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ӗҫленӗ вӑхӑтра сӑмса-ҫӑвара 4 сийлӗ мамӑк-марля ҫыхӑпа е ятарлӑ респираторпа хупламалла, алса е перчетке, хытӑ пусмаран ҫӗленӗ ҫи-пуҫ, резина атӑ тӑхӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Геморраги сивчирӗнчен асӑрханӑр // Алина ЛУКИЯНОВА. Сывлӑх, 2015.06.03

Санӑн ху тумтирне хывса урӑх тумтир тӑхӑнмалла.

Тебе будет нужно переодеться.

II. Мужик ӑс-тӑнӗ полководец пӗлнин тӗшне тӑрать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Унӑн, суя документпа усӑ курса, ют ятпа пурӑнмалла, шпионсенчен пытанса урӑхла тумтир тӑхӑнмалла, вулама чарнӑ кӗнекесене хуласем тӑрӑх пӑчӗ-пӑчӗпе илсе ҫӳремелле, ссылкӑна янӑ юлташсене тарма пулӑш-малла, вӗсене ют ҫӗршыва ӑсатмалла пулнӑ.

Ей приходилось жить под чужим именем, пользуясь фальшивым документом, переодеваться, скрываясь от шпионов, возить пуды запрещенных книг по разным городам, устраивать побеги для ссыльных товарищей, сопровождать их за границу.

IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Спецовка айӗнчен тӳмелле кофточка тӑхӑнмалла, мӑя, хулпуҫҫине тусан ларасран хуплама пуҫри тутӑра парӑс пек туса ҫыхмалла.

Надо под спецовку белую кофточку с пуговками и на голову платок парусом, чтобы закрывал от пыли и шею и плечи.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хыпаланнипе кӗпине те тӳнтер тӑхӑннӑ, ӑна ҫӗнӗрен хывса тӑхӑнмалла пулнӑ.

Второпях он надел рубаху наизнанку, пришлось стянуть ее и надеть второй раз.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Анчах пуҫа мӗн тӑхӑнмалла?

А на голову что надеть?

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӗсем волейболла вылясшӑн, ҫавӑнпа Женьӑн туфлине хывса пӑрахса тапочка тӑхӑнмалла.

Затевалась игра в волейбол, и Женя должна была сменить туфли на тапки.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Фрак тӑхӑнмалла мар-и ӗнтӗ пирӗн?

Уж не фраки ли нам надеть?

XVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Вӗсенни хурӑм тӗкӗр кӗпе тупса тӑхӑнмалла!

— Надо отыскать и надеть такое же зеркальное платье, как у них!

Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.

Анчах тӑхӑнмалла.

Но надо надеть.

Ҫара тихасем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 98–104 с.

Паян пылчӑклӑ пулсан та ҫӗнӗ пушмак тӑхӑнмалла — Мӑнкун уяв пекех пултӑр ӗнтӗ…

А сегодня, хотя на улице по-прежнему грязно, надо надеть новые ботинки — пусть Пасха станет настоящим праздником…

Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.

Парнене тӑхӑнмалла.

Премного обязан.

Кӗрӗк // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Акӑ мӗншӗн ку вӑхӑтчен упранса юлнӑ тумтире манӑн хӗрхенерех тӑхӑнмалла пулчӗ.

Надо было получше использовать те запасы одежды, которые у меня еще оставались.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хӑшпӗр чухне кил хуҫи арӑмӗ, ҫак пӳлӗме кӗрсе, ӑна юсама, тасатма шут тытсан, Захар ҫине тӑрсах ҫапла пӗлтерет: щеткӑсем, вакса, атӑсем ӑҫта выртнине пӗлесси — хӗрарӑм ӗҫӗ мар, унӑн ҫи-пуҫӗ урайӗнче купаланса выртнипе, тӳшекӗ кӑмака хыҫӗнче, тусан ҫинче выртнипе никамӑн та ӗҫ ҫук, вӑл ҫи-пуҫа Захар хӑй тӑхӑнмалла, вӑл тӳшек ҫинче хӑй ҫывӑрмалла, кил хуҫи арӑмӗ мар.

Если Захар заставал иногда там хозяйку с какими-нибудь планами улучшений и очищений, он твердо объявлял, что это не женское дело разбирать, где и как должны лежать щетки, вакса и сапоги, что никому дела нет до того, зачем у него платье лежит в куче на полу, а постель в углу за печкой, в пыли, что он носит платье и спит на этой постели, а не она.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Пӗр эрне хушшинче, тейӗ, повереннӑй валли тӗплӗ инструкци ҫырса хатӗрлемелле те ӑна яла кӑларса ямалла, Обломовкӑна залог шучӗпе хумалла, ҫӗр туянмалла, ҫурт-йӗр тумалли план ярса памалла, хваттере урӑх ҫынна памалла, паспорт илсе ҫур ҫула ют патшалӑха каймалла, ытлашши ҫӑва пӑрахмалла, самӑрлӑха чакармалла, тахҫан ӗлӗк юлташпа пӗрле ӗмӗтленнӗ сывлӑшпа сывламалла, халатсӑр, Захарсӑр, Тарантьевсӑр пурӑнмалла, хӑвӑнах чӑлха тӑхӑнмалла, атта хӑвӑн хывмалла, ҫӗрле ҫеҫ ҫывӑрмалла, пурте кайнӑ ҫӗрелле, чугун ҫулӗпе, пӑрахутпа каймалла, унтан…

«В неделю, скажет, набросать подробную инструкцию поверенному и отправить его в деревню, Обломовку заложить, прикупить земли, послать план построек, квартиру сдать, взять паспорт и ехать на полгода за границу, сбыть лишний жир, сбросить тяжесть, освежить душу тем воздухом, о котором мечтал некогда с другом, пожить без халата, без Захара и Тарантьева, надевать самому чулки и снимать с себя сапоги, спать только ночью, ехать, куда все едут, по железным дорогам, на пароходах, потом…

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех