Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑхӑнмалла (тĕпĕ: тӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн ялав ҫӗклемелле, тумтир улӑштарса тӑхӑнмалла, ҫырса пынисене илсе кимӗ ҫине лармалла та карапа хирӗҫ каймалла.

Мы должны поднять флаг, переодеться, взять письма и выехать в лодке навстречу судну.

Карап ҫине! // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Кимӗсене хатӗрлес пулать, ҫаврашкасем тӑхӑнмалла.

Надо лодки готовить, пояса надевать.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Пуринчен малтан Уэлдон миссисӑн, Джокӑн, Бенедикт пиччен тата Нэпӑн шыв ҫинче тытакан ункӑсене тӑхӑнмалла.

Прежде всего миссис Уэлдон, Джек, кузен Бенедикт и Нэн должны были надеть спасательные пояса.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Алӑсене уяс, пӑсас, ҫуркалантарас мар текен ҫынсем ӗҫре тиртен, пусмаран, резинӑран ҫӗленӗ перчеткесем тӑхӑнмалла.

Те, кто заинтересованы в том, чтобы руки хорошо сохранить, должны, если возможно, носить на работе резиновые, кожаные или текстильные перчатки, в зависимости от характера работы.

Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Перчеткесене ҫуллахи пальтопа, шлепкесӗр чухне те тӑхӑнма юрать, анчах кун пек чухне чӑлха тӑхӑнмалла.

Их можно надевать и без головного убора даже к летнему пальто, но тогда обязательны чулки.

Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Мӗнле кӗпе тӑхӑнасси пирки сирӗн шухӑшсем пӗр пек пулмарӗҫ пулсан, пӗр-пӗр тӗксӗм, сӑпайлӑ кӗпе тӑхӑнмалла.

Если трудно решить, что лучше подойдет к данной обстановке, правильнее остановить свой выбор на скромном туалете.

Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫак тиртен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк ҫук пулсан, пуҫа ҫӑм калпак е урӑх япала тӑхӑнмалла.

Если нет шапки из того же меха, что и воротник, можно носить соответствующего цвета берет или кепку.

Ҫамрӑксен тумтирӗ // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Тулли хӗрарӑмсен тӗксӗмрех материалтан ҫӗленӗ тум тӑхӑнмалла.

Полные женщины вынуждены выбирать себе туалеты более темных тонов.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӗрӗн кӗпи вӑрӑм пулсан, ытти хӗрарӑмсен те вӑрӑм кӗпе тӑхӑнмалла.

Если невеста в длинном туалете, то другие женщины в такой же одежде.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӑнасене йышӑнакан ҫын хӑнасенчен сӑпайлӑрах тӑхӑнмалла.

Хозяин приема старается быть одетым несколько скромнее, чем гости.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пӑрахут ҫинче каннӑ чухне ҫанталӑка май (ӑшӑ чухне — ҫӑмӑлрах, сивӗ чухне — ӑшӑрах) тӑхӑнмалла.

На пассажирском корабле гардероб должен, в первую очередь, соответствовать погоде и, по возможности, туалетам окружающих.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫиелтен кӗске пальто уртма юрать, пуҫа калпак тӑхӑнмалла.

Можно накинуться коротким спортивного покроя пальто и беретом.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Конькипе е йӗлтӗрпе ярӑнаканӑн урисене шӑнтмалла мар, ҫавӑнпа урана ҫӑм чӑлха тӑхӑнмалла.

У лыжника и конькобежца ноги должны быть в тепле, поэтому необходимы шерстяные носки.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ту ҫинчен ярӑнса анакан йӗлтӗрҫӗпе (слаломист) трамплинран сикекен йӗлтӗрҫӗн ӑшӑрах тӑхӑнмалла.

Слаломист и лыжник, прыгающий с трамплина, должны быть одеты теплее, чем тот, кто находится все время в движении.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ӗҫ хыҫҫӑн хӑнана е театра каймалла чухне праҫник тумӗ ҫийӗн халат уртса ямалла е мӗнле те пулин пиншак тӑхӑнмалла.

Если после работы надо идти в театр или в гости, то праздничную одежду можно спрятать под халат или надеть такое платье.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Металл шӑратакан цехсенче тата ҫавӑн пак хӗлхем вӗҫекен ытти шӑрӑх производствӑсенче асбест материалӗнчен е тиртен ҫӗленӗ тумтир тӑхӑнмалла.

В литейных цехах и других аналогичных производствах, где жарко и летают искры раскаленного металла, рабочий носит спецодежду из асбеста или кожи.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӑмахран, механизмсемпе машинӑсем хушшинче ҫӳремелли ӗҫре рабочин вӗлтӗртетсе вӗҫекен тумтир (тутӑр вӗҫӗсем, усӑнакан пиҫиххи, шалпар ҫанӑллӑ кӗпесем, сарлака юбкӑсем) тӑхӑнмалла мар.

Например, рабочий, который двигается между машинами и механизмами, во избежание несчастного случая, должен носить одежду из материала, которая тяжело спадает и не имеет развевающихся деталей (концы косынки, завязки пояса, а также рукава и юбки с широким покроем и т. д.).

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Вӑтам е ӑшӑ ҫанталӑкра, тарласа ӗҫлемелли ӗҫре ҫӳхе шурӑ пир-авӑртан ҫӗленӗ кӗпе-йӗмпе ҫӑм асуртка тӑхӑнмалла.

При средней и несколько повышенной температуре и при работе, вызывающей повышенное потоотделение, лучше носить трикотажное белье из легкой хлопчатобумажной ткани и такую же, а еще лучше шерстяную куртку.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Шӑрӑхра лакпа сӑрланӑ туфли тӑхӑнмалла мар.

В жару лакированную обувь не одевают.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Чӗнтӗрсемпе тӗрӗсем тытнӑ кӗпе модӑра тенине илтнӗ хӗрарӑмсем хӑшпӗр чухне вӗсене тӑхӑнмалла мар ҫӗре те тӑхӑнаҫҫӗ.

Теперь, когда кружева и вышивки в моде, некоторые женщины злоупотребляют ими.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех