Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ, акӑ, партире те тӑмастӑп, партбюро решени йышӑнсан, уншӑн пӗтӗм чунтан тӑрӑшма кӑмӑллӑ.Я вот и беспартийный, а привык, ежели партбюро решило, то я всей душой.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Командирсене ӗненнӗ вӑл, вӗсем мӗн хушнине чунтан парӑнса, пӗр хирӗҫмесӗр туса пыма хӑнӑхнӑ, пур ҫӗрте те вӗсемшӗн тӑрӑшма хӑнӑхнӑ, — кирлех пулсан, вӗсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварассишӗн вилме те хатӗр пулнӑ.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Правительство, пурне те пуҫӗсене ыраттармаллах йӑлӑхтарса ҫитернӗ учительсемшӗн тӑрӑшманскер, сасартӑк учительсен хутне кӗмен чиновниксемшӗн те тӑрӑшма пӑрахрӗ.
Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.
Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе Славка Корольковшӑн тӑрӑшма тивни те Володьӑна кӳрентернӗ; Славка хӑйӗн репликисене сцена хыҫӗнчен хулӑн тутисене картонтан тунӑ рупор ӑшне чиксе калать, мӗншӗн тесен ырӑ та тӳрӗ купца, вӑрманти тискер кайӑкӑн, тинӗсри хӑрушӑ чӗрчунӑн керменне лексен, хуҫине курмалла пулман, унӑн хӑрушӑ сассине ҫеҫ илтме пултарнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тӗрӗссипе каласан, уншӑн тӑрӑшма та кирлӗ марччӗ, юрӗ ӗнтӗ, ыйтатӑр пулсан, туса парӑп.Не стоит, правда, для него стараться, ну ладно, раз уж просят — сделаю вам…
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Светлана хӑйӗн тӑрӑшма юратман подшефникӗ юлашки вӑхӑтра ӗҫсӗр ларманнине ӑҫтан пӗлме пултартӑр-ха!И где же было Светлане догадаться, что ее нерадивый подшефник все это время не сидел без дела!
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ромашов ҫав каҫ, тӑтӑшшӑнах тӗттӗм енӗпе пыма тӑрӑшма, хула тӑрӑх вӑрах хушӑ ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ, анчах мӗнле урамсемпе утнине хӑй те лайӑххӑн пӗлмерӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Сирӗншӗн тӑрӑшма питех те хавас, подпоручик, питех те хавас.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Куратӑп, Солтыс, эсӗ тӑрӑшма пуҫласшӑн ӗнтӗ.
XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Мӗнле ӗҫлемеллине вӑл часах ӑнланса илчӗ, унтан вара тӑрӑшса ӗҫлеме тытӑнчӗ, ку ӗҫ мӗншӗн кирлӗ пулнине пӗлсен, вӑл тата та хытӑрах тӑрӑшма пуҫларӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Егорушка, ирччен вӑхӑт тата мӗн чухлӗ нумай юлнине аса илсе, диван хыҫӗ ҫумне ҫамкипе тӗртӗнчӗ, халӗ ӗнтӗ тӗтреллӗ те асаплӑ курӑмсенчен хӑтӑласчӗ тесе тӑрӑшма та пӑрахрӗ.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Заманов тӗшмӗртни хӑй тӑрӑшма пултарнӑ пекех вырӑнлӑ иккен.Сообразительность Заманова, оказывается, была под стать его усердию.
V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
«Ҫитсенех, — терӗ вӑл, — эпӗ часрах натурализаци илессишӗн тӑрӑшма тытӑнтӑм.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кирсанов ку хӗршӗн тӑрӑшма юранине курать хайхи, — пулӑшма май пулмӗ-ши?Кирсанов увидел, что такая девушка заслуживает, чтобы заняться ею, — нельзя ли помочь?
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эсир тума хушнӑ ӗҫ питӗ кирлӗ пулнине те, эсир пирӗн интерессене сыхлас енӗпе тӑрӑшма пултарассине те питӗ шанатӑп эпӗ, ӗненӗр.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак япаласене туса ҫитерме Вера Павловнӑпа Мерцаловӑн нумай тӑрӑшма тивнӗ.Это опять стоило довольно долгих хлопот Вере Павловне и Мерцаловой.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах эпӗ ӑна, Александр Матвеича, лайӑх пӗлеттӗм; унӑн шухӑшӗсене пӗлесшӗн тӑрӑшма та кирлӗ пулман манӑн.Но я хорошо знал его; мне не было надобности узнавать его мысли для того, чтобы узнать их».
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ачасем пулнӑ пулсан, татахчӗ хуть; ун чухне хамӑр уйрӑлсан, вӗсен шӑпи мӗнле пулса каясси ҫинчен нумай шухӑшлама тиветчӗ: вӗсен шӑпи начар енне улшӑнать пулсан, вӑл апла ан пултӑрччӗ тесе, темле вӑй хума тӑрӑшма та юрать, результат вара — ху юратакан ҫынсен лайӑх шӑпине сыхласа хӑварас тесе тунӑ ӗҫсемшӗн савӑнни, — ҫак результат темле пысӑк вӑй хурса асапланнине те мантарса савӑнтарать.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакӑншӑн эсир киленсех хӑвӑрӑн аталанушӑн тӑрӑшма пуҫлатӑр: унта телей.Для этого вы будете с наслаждением заботиться о своем развитии: в нем счастье.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ килӗшместӗп пулсан, эсӗ килӗштерес тесе тӑрӑшма та пултараймастӑн, эпӗ мӗншӗн килӗшменни ҫинчен ыйтма та пултараймастӑн.Если я отказываюсь, ты не можешь претендовать, не можешь и спрашивать, почему я отказываюсь.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.