Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшать (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раҫҫей ют ҫӗршывсемпе хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене пӗр-пӗрне хисеплени тата пӗртанлӑх принципӗсем ҫинче йӗркелет, терроризмпа ҫине тӑрса кӗрешет, тӗнчери лару-тӑрӑва лайӑхлатассишӗн тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей вӑй-хӑвачӗн пысӑк уявӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 09.06.17

Чӑнах та чӑвашсем ҫинчен халӑх аристокрачӗсем теме май пур пуль: чӑваш хӑйне сӗтел хушшинче тирпейлӗ тытать; ӗҫре питӗ чыслӑ; ӗҫе юратса, тӗплӗн пурнӑҫлать; тус-тӑванпа килӗштерме тӑрӑшать; ҫут тӗнче ҫине ырӑ сунса пӑхать; ытти халӑх ҫыннисене те ырӑ сунать; кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен ҫӳллӗ шайра пулнине юратать; ҫипуҫ тирпейлӗхне пысӑка хурать; ҫын ӗҫре маттур-тӑк, йӗркеллӗ, чыслӑ пурӑнать-тӑк «ку — лайӑх ҫын» тесе палӑртать; ҫын ӳркевлӗ-тӗк, пысӑкрах ҫулпа утать-тӑк, «ку — начар ҫын» тесе палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Хамӑрӑн студентсемшӗн те тӑрӑшать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Техникӑна та юсавлӑ тытать, ыттисене пулӑшма тӑрӑшать.

И технику держит в порядке, старается помогать остальным.

Ҫамрӑк, пултаруллӑ // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Аслисем каланине ӑса хывма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк, пултаруллӑ // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

— Ҫитӗнӳсенче аттен тӳпи питӗ пысӑк, вӑл маншӑн тӑрӑшать.

- В победах большая участь отца, он старается для меня.

Шкул ятне ҫӳлте тытаканскер // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.09.29, 38№

Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче пурӑнаканскер халӗ те ачасене хӑвӑрт утма вӗрентекен спорт шкулӗн филиалӗнче тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Тӑрӑшуллӑ, пултаруллӑ ҫамрӑк ҫӗнӗлӗхсем шырама, вӗсене пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Пӗчӗк ачана пӑхса ҫитӗнтернӗ евӗр тӑрӑшать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Чи кӗҫӗнни — Ирина — медицина ӗҫченӗ, Шупашкарта больницӑра тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Кашни сахалтан та виҫӗ хутлӑ ҫурт лартма тӑрӑшать.

Каждый старается минимум построить трехэтажный дом.

«Мы нищеброды что-ли?» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2852.html

Паянхи кун кашни ыттисенчен чаплӑрах курӑнма тӑрӑшать — ҫуртне кӳршӗсенчен ҫӳллӗрех лартать, тимӗр лашине хӑватлӑраххине туянма тӑрӑшать, тата ытти те.

Сегодняшний день каждый старается превзойти других - дома строят выше, чем у соседей, железных коней стараются купить покруче, и т. д.

«Мы нищеброды что-ли?» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2852.html

1990 ҫултан телекуравпа радио хыпарлавӑн патшалӑх комитечӗн фонотекарӗнче тӑрӑшать.

С 1990 года работает в фонотеке государственного комитета телевидения и радиовещания.

Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Вӗсене хумхантаракан ыйтусене татса пама тӑрӑшать Елена Порфирьевна.

Куҫарса пулӑш

Нимӗчкасси старости // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.08

Район центрӗнче инженер-механикра тӑрӑшать.

В районном центре работает инженером-механиком.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Нина Николаевна хӑйне шанса панӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлать, ҫултан-ҫул ӗҫ кӑтартӑвне ӳстерсе пыма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей грамотине тивӗҫрӗ // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.07.29

2008 ҫултан вара Нина Николаевна Хӗрлӗ Чутайри почта уйрӑмӗн начальникӗн ҫумӗнче тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей грамотине тивӗҫрӗ // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.07.29

Ҫавӑнпа прокуратура та халӑх патне ҫывӑхрах пулма тӑрӑшать — ӗҫ ҫыннин прависене хӳтӗлес, наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшне тӗрӗслес, ҫут ҫанталӑка сыхлассипе саккуна пӑхӑнас тӗлӗшпе хӗрӳ лини йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Мӗн курнине вӑл йӑлтах вулакансем патне ҫитерме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Лара-тӑра пӗлмен таврапӗлӳҫӗ // Нина РАЗУМОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Вӑл ялан ҫӗнӗлӗхсем шырать, кашни урок, мероприяти ачасен чунӗсенче ырӑ туйӑмсем хӑвартӑр тесе тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Воспитани центрӗн ертӳҫи // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех