Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӳлхуҫа ӗненекенсемшӗн ҫавӑн пекех тӑрӑшать: 30. эпир — Унӑн тӑл-пӗвӗн пайӗсем-ҫке; эпир Унӑн ӳтӗнчен, Унӑн шӑмми-шаккинчен пулнӑ.как и Господь Церковь, 30. потому что мы члены тела Его, от плоти Его и от костей Его.
Эф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Тит ҫинчен ҫакна калам: вӑл — манӑн юлташӑм, манпа пӗрле сирӗншӗн тӑрӑшать; ытти тӑванӑмӑрсем ҫинчен калам: вӗсем — ӗненекен ушкӑнсем янӑ ҫынсем, Христос вӗсем урлӑ мухтава тухать.
2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӗсемпе пӗрле эпир хамӑрӑн тепӗр тӑванӑмӑра та ятӑмӑр, вӑл тӑрӑшнине эпир нумай ӗҫре темиҫе хут та сӑнаса пӗлнӗ; халӗ вӑл сире ҫирӗп шаннипе тата ытларах тӑрӑшать.
2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Арӑмпа хӗр хушшинче те уйрӑмлӑх пур: 34. качча кайманни ӳчӗпе те, чунӗпе те таса пуласшӑн, Ҫӳлхуҫана епле юрас-ши тесе, Турӑ ӗҫӗсемшӗн тӑрӑшать; качча кайни, упӑшкине епле юрас-ши тесе, пурӑнӑҫшӑн тӑрӑшать.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авланман ҫын, Ҫӳлхуҫана епле юрас-ши тесе, Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсемшӗн тӑрӑшать; 33. авланнӑ ҫын, арӑма епле юрас-ши тесе, пурӑнӑҫшӑн тӑрӑшать.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. «Апат-ҫимӗҫ хырӑм валли, хырӑм апат-ҫимӗҫ валли» — анчах Турӑ ӑна та, кӑна та пӗтерӗ; ӳт аскӑнлӑх валли мар, Ҫӳлхуҫа валли, Ҫӳлхуҫа ӳтшӗн те тӑрӑшать.
1 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Ӑна шанса тӑрӑр.
1 Пет 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Саккунпа пророксем Иоанн киличчен ҫеҫ пулнӑ, халӗ вара Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарӑлать; кирек кам та унта кӗме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать.
Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлти Турӑ саккунне чунтан парӑнса, ун ҫинчен тимлӗн шухӑшлакан — ун пек мар: вӑл авалхисен ӑслӑлӑхне тӗпчесе йӗрлет, пророксен сӑмахӗсене тишкерет: 2. вӑл ятлӑ ҫынсен сӑмахӗсене сӑнаса-астуса тӑрать, ытарлӑ сӑмах-юмахӑн пӗлтерӗшне ӑнланма тӑрӑшать; 3. вӑл каларӑшсен тӗп шухӑшне тӗпчет, ытарӑш тупсӑмне шырать.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Чӳлмекҫӗ те ҫавӑн пекех — хӑйӗн ӗҫне тимлет, урипе кустӑрма ҫавӑрса ларать, 33. ялан хӑйӗн ӗҫӗшӗн тӑрӑшать, мӗн-мӗн тумалли уншӑн пӗтӗмпе паллӑ: 34. вӑл тӑм йӑвалать, ӑна урипе ҫӑрса ҫемҫетет; 35. пӗтӗм чунтан тӑрӑшать — савӑтне ҫиелтен сӑрласа пахаран та паха туса ҫитересшӗн, ӗнтӗ часрах кӑмакине тасатасшӑн.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Тимӗрҫӗ те ҫавӑн пекех — сунтал умӗнче тимӗртен мӗнле япала тӑвасси ҫинчен шухӑша кайса ларать: унӑн ӳт-тирне тӗтӗм ҫиет, вучахран вӗри ҫапнине те тӳсет вӑл; 30. ҫапкӑч сассисӗр пуҫне нимӗн те илтмест, хӑй савӑт ӗлки ҫинчен куҫне илмест; 31. пӗтӗм чун хавалӗпе вӑл ӗҫне пӗтересшӗн тӑрӑшать, вӑл ӑна пахаран та паха туса ҫитересшӗн.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑн пекех йывӑҫ каскалакан та, унӑн пуҫлӑхӗ те каҫа кӑнтӑр кунӗ пек ӗҫлесе ирттерет: чул каскалаканӗ хӑйӗн эрешне тӗрлӗ-тӗрлӗ тума тӑрӑшать; 28. вӑл пӗтӗм чун хавалӗпе ӳкерчӗкне тӗрӗс ӳкересшӗн тимлет, вӑл хӑйӗн ӗҫне пахаран та паха туса ҫитересшӗн.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын пурин ҫинчен те тӗплӗн шухӑшлама тӑрӑшать, тӑнсӑр та мӑнаҫлӑ ҫын вара шиклене пӗлмест.
Сир 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ырӑ чӗреллӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын ӗҫми-ҫими тӗлӗшӗнчен те тӑрӑшать.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑвӑнпа пӗр шая лартса ан калаҫ унпа, нумай сӑмахне ытлашшиех ан ӗнен: вӑрах калаҫтарса вӑл сана сӑнать, шӳтленҫи пулса ӑшӑнти шухӑшна пӗлме тӑрӑшать.
Сир 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӑшӗ ӗҫлет, пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать, васкать — пӗрех кая юлса пырать.11. Иной трудится, напрягает силы, поспешает, и тем более отстает.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫаран хӑраканӗ ашшӗне хисеплет, хӑйне ҫуратакансемшӗн патшасемшӗн тӑрӑшнӑ пек тӑрӑшать.7. Боящийся Господа почтит отца и, как владыкам, послужит родившим его.
Сир 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пуринӗн те Ҫӳлхуҫи никамран та хӑрамӗ, аслӑлӑхран та шикленмӗ: кӗҫӗннине те, аслине те Вӑл пултарнӑ, Вӑл пуриншӗн те пӗр пекех тӑрӑшать; 8. анчах пуҫлӑхра тӑракансене ҫирӗп тӗрӗслев кӗтет.
Ӑсл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тӳрӗ ҫынсем вара ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнаҫҫӗ; вӗсенӗн тивлечӗ — Ҫӳлхуҫара, вӗсемшӗн Ҫӳлти Турӑ тӑрӑшать.15. А праведники живут во веки; награда их — в Господе, и попечение о них — у Вышнего.
Ӑсл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тимлӗ ҫын тулӑх пурӑнма тӑрӑшать, хӗвӗшекен ҫын вара ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнать.5. Помышления прилежного стремятся к изобилию, а всякий торопливый терпит лишение.
Ытар 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.