Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫурт умӗнчи ҫерем ҫинче унӑн отрядӗнчи кавалеристсем ӑна аллӑн кӗтсе тӑратчӗҫ.На площадке перед домом стояли пятьдесят спешившихся кавалеристов.
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Матвей Иванович пирӗн япаласене илчӗ те, эпир вара тухрӑмӑр, унта, аялта, Опанас пиччепе Маруся пире кӗтсе тӑратчӗҫ.Матвей Иванович взял наши вещи, и мы пошли, а там внизу были дядя Опанас и Маруся.
Эпир колхозран тухса кайни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Унта йывӑҫсем айӗнче тенкелсем тӑратчӗҫ.
Дзыгӑ ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Маруся ӑна тӳрех сӗтел ҫинчен ярса илчӗ, качака путекӗ чечексене ҫисех ярайманччӗ-ха, вӗсем ун пичӗ ҫинче ҫакӑнса тӑратчӗҫ.Маруся её прямо со стола схватила, а козочка цветы ещё не доела, и они у неё на мордочке висели.
Эпӗ хӑрани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Урамра ачасем тӑратчӗҫ.
Эпӗ слива ҫисе чирлерӗм // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Унта каллех пусмасем тӑратчӗҫ, вӗсен ҫине инкесем хӑпарнӑ та слива татаҫҫӗ, анчах сарӑ тӗслине мар, кӑвак тӗслине.
Эпӗ слива ытлашши ҫини // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Ҫӳлте витресем тӑратчӗҫ.
Днепр шывӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Вӗсем пӗчӗк сад пахчи патӗнче тӑратчӗҫ.
Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Ҫакна ҫеҫ калам: площадьре броневиксем тӑратчӗҫ.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Кунӗпех йӗпхӳ пӗрӗхнине пула, портик йӗри-тавра ҫынсем нумайӑн кӗпӗрленсе тӑратчӗҫ.Портик был окружен сплошной стеной людей, так как на улице шел снег, и дождь.
IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Гладиаторсем тӗрмесенчен арена ҫине тухма сигнал парасса кӗтсе тӑратчӗҫ.Гладиаторы приготовились к выходу из камер, они ждали только сигнала.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Унӑн савӑнӑҫлӑ ҫӳҫ кӑтрийӗсем пит сайраланнӑччӗ, хӑлхисем хӑпартланса тӑратчӗҫ, куҫ шуррисем ҫине тата хыртарса янӑ питҫӑмартисен сафьян пек ӳт-тирӗ ҫинче вӗт-вӗт хӗрлӗ юн тымарӗсен ҫӑра карӑмӗ тухса кайнӑччӗ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тата йывӑр япаласем пурте, хӑйсем пит нумай пулин те, тӗреклӗн выртмастчӗҫ, тӗреклӗ ларма тирӗке шыв чӳхентернӗ пек, вӗсем мана суллантарса тӑратчӗҫ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫулсеренех темиҫе вунӑ ҫул хушши Ярмаркӑна шыв илет, ҫуртсене, сарнӑ чулсене пӑсать; ҫав ҫулсерен шыв илнисем ҫынсене шутсӑр пысӑк сиен кӳреҫҫӗ, ҫав шыв илессисем хӑйсем тӗллӗн пӗтсе ларас ҫуккине пурте пӗлсе тӑратчӗҫ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ те, хуйхӑ пуснӑ пек пулнӑскер, уя пӑрахса утрӑм; асӑмра кӑранклатакан сӑмахсем: «Ариил хулине хуйхӑ!..» тенисем янах кайса янтӑраса тӑратчӗҫ.Я тоже пошел с поля, удрученный; в памяти гулким эхом звучали карающие слова: «Горе граду Ариилу!..»
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Праҫниксенче, кӑнтӑрларанпа тӑхӑр сехетчен, эпӗ уҫӑлса ҫӳреме тухса каяттӑм, каҫхине вара Ямская урамӗнчи трактирте лараттӑм; трактир хуҫи, мӑнтӑр та ялан тарласа ҫӳрекен ҫын, юрланине шутсӑрах юрататчӗ, ҫавна чиркӳсен хорӗсенче юрлакансем пурте тенӗпе пӗрех пӗлсе тӑратчӗҫ те ун патне пуҫтарӑнатчӗҫ; вӑл вӗсене юрланӑшӑн эрех, сӑра тата чей ӗҫтеретчӗ.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ардальон чышкипе хӑмсарса хӗрарӑма хӑваласа ҫитрӗ: хӗрарӑмӗ ун патне кӑкӑрӗпе ҫавӑрӑнса тӑчӗ; сӑнӗ-пичӗ унӑн хӑрушӑччӗ, куҫӗсем курайманнипе ҫунса йӑлкӑшса тӑратчӗҫ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ним те хуйхӑрма пӗлмен, харсӑрскерсем, вӗсем мана кукаҫей бурлаксем ҫинчен каласа кӑтартнисене аса илтеретчӗҫ, бурлакӗсем унта ҫӑмӑллӑнах вӑрӑ-хурахсем тата пӗр-пӗччен турра кӗл туса пурӑнакан ҫынсем пула-пула тӑратчӗҫ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл эрех сайра ӗҫетчӗ тата нихҫан та тенӗ пек ӳсӗрӗличченех ӗҫместчӗ; хӑйӗн ӗҫне пит аван пӗлсе тӑратчӗ, ӗҫе юратса ӗҫлетчӗ, ун аллинче кирпӗчсем вӗҫсе кӑна тӑратчӗҫ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑн пек калаҫнисем пурте ман ӑша темшӗн вӑркаттарса, мана яланах хумхантарса тӑратчӗҫ.Все эти разговоры держали меня в постоянном напряжении, возбуждая смутную тревогу.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.