Шырав
Шырав ĕçĕ:
Патша вара, хаяр чухне Фаларисран та тискерскер, иудейсем манӑн паянхи ыйхӑма тав тума тивӗҫлӗ тенӗ, 13. «эсӗ вара ҫав усал иудейсене пӗтермешкӗн сӑлансене ыранхи куна та паянхи пекех хатӗрлесе тӑрат» тенӗ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй Лахис хӗрӗ-арӑмӗ, урапуна хӑвӑрт чупакан утсем кӳлсе тӑрат; эсӗ — Сион хӗрӗ тунӑ ҫылӑхӑн пуҫламӑшӗ, Израилӗн усал ӗҫӗсем санра курӑна пуҫларӗҫ.
Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсӗ, этем ывӑлӗ, кирпӗч ил те ӑна хӑвӑн умна хур, ун ҫине Иерусалим хулине ӳкер; 2. ӑна хупӑрласа ил, ӑна хирӗҫ тӗрексем ларт, ун тавра тӑпра хӳме купаласа ҫавӑр, ӑна хирӗҫ тапӑр вырӑнаҫтар, йӗри-тавра ӑна хирӗҫ хӳме ишмелли сӑпрай лартса тух; 3. ху валли тимӗр хӑма ил те ҫавна хӑвӑнпа хула хушшине тимӗр хӳме вырӑнне тӑрат, хула ҫине пӑх, ӑна хупӑрласа илмелле, хупӑрласа ил ӑна.
Иез 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Эй ҫулпуҫсем, тӑрӑр, хулкансене сӗрӗр!» 6. Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: кай та хурал тӑрат; вӑл мӗн курнине пӗлтерсе тӑтӑр, терӗ.6. Ибо так сказал мне Господь: пойди, поставь сторожа; пусть он сказывает, что увидит.
Ис 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӑкӑр мӑйне сӳсменпе чӗн пушӑ, усал чурана тӑлӑпа суран авать; 28. чуруна ялан ӗҫлеттер, ахаль ан тӑтӑр вӑл: ӗҫсӗрлӗх этеме тем тӗрлӗ усала та вӗрентнӗ; 29. хӑйне тивӗҫлӗ ӗҫ патне тӑрат ӑна, итлемесессӗн — сӑнчӑрпа сӑнчӑрла.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӑшманна ӗмӗрне те ан ӗнен: унӑн усаллӑхӗ — пӑхӑра ҫиекен тутӑх пек: 11. йӑвашланать-и вӑл, пуҫне пӗксе ҫӳрет-и — эсӗ чунупа сыхӑ тӑр, сыхлан унран, вара ун умӗнче эсӗ тӗкӗр тасатакан пек пулӑн: вӑл тутӑх йӑлтах тасалманнине курать; 12. тӑшманна хӑвӑн ҫумна ан тӑрат — хӑвна тӗртсе ярса сан вырӑнна ан тӑрайтӑр; ӑна хӑвӑнтан сылтӑм енне ан ларт — хӑҫан та пулин санӑн пуканна ан сӑхлантӑр, кайран ман сӑмахӑма ӑнланса илӗн те хурлана-хурлана ман ӳкӗтӗме аса илӗн.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй ывӑлӑм! Ҫӳлхуҫа Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма тытӑнатӑн пулсассӑн, чунна хатӗрле — тӳсмелле пулӗ; 2. чӗрӳне сыхӑ тӑрат, ҫирӗп пул, инкек ҫитсессӗн ан васка, ан вӗтелен; 3. кайран ҫӗкленсе каймашкӑн Турӑ ҫумне ҫыпӑҫӑн та — ан хӑп Унран.
Сир 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй Ҫӳлхуҫа, чӗлхе-ҫӑварӑма сыхӑ тӑрат, чӗлхе-ҫӑварӑм алӑкне картала; 4. чӗреме чее сӑмах енне ан сулӑнтар: ҫылӑхлӑ ӗҫӗмсене тӳрре кӑларасшӑн усал ӗҫ тӑвакансемпе пӗрле ан пулам, вӗсен пылак ҫимӗҫне те ан тутанам.
Пс 140 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
133. Манӑн урана Хӑвӑн сӑмахун ҫулӗ ҫине тӑрат, нимӗнле йӗркесӗр ӗҫ те мана ан ҫӗнтерейтӗр; 134. этем пусмӑрлассинчен хӑтар мана, Эсӗ хушнӑ йӗркесене уяса пурӑнам; 135. чуруна Хӑвӑн сӑну ҫутипе ҫутӑлтар, Хӑвӑн йӗркӳсене вӗрент мана.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн ҫулу ҫине тӑрат мана, Санӑн чӑнлӑху ҫулӗпе ҫӳрем; чӗреме Хӑвӑн ятунтан хӑрамалла туса ҫирӗплет.
Пс 85 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Манӑн урана Хӑвӑн ҫулусем ҫине тӗреклӗ тӑрат, ура ан такӑнтӑр, ан шутӑр.5. Утверди шаги мои на путях Твоих, да не колеблются стопы мои.
Пс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫырӑвӗнче вӑл ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Ӑҫта чи вирлӗ ҫапӑҫу пулать, Урияна ҫавӑнта тӑрат, хӑвӑр унран пӑрӑнӑр, вӑл вилмелли вырӑнта тӑтӑр, вилтӗр» тенӗ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: ан хӑра, ан сехӗрлен; вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑха ерт те Гай хули ҫине кай; акӑ Эпӗ санӑн аллуна Гай патшипе унӑн халӑхне, унӑн хулипе ҫӗрне паратӑп; 2. Иерихон хулипе унӑн патшине мӗнле пӗтертӗн, Гай хулипе унӑн патшине те ҫаплах пӗтер, анчах унӑн пурлӑхӗпе выльӑхӗ-чӗрлӗхне хӑвӑр хушшӑрта валеҫӗр; хула хыҫне ҫар пытарса тӑрат, тенӗ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тӑванун ҫул ҫинче ӳкнӗ ашакне е вӑкӑрне курсассӑн, вӗсене пӑрахса ан кай, вӗсене тӑванупа пӗрле ҫӗклесе тӑрат.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 6. Левий йӑхне илсе кил те ӑна Аарон священник умне тӑрат, вӗсем ӑна пӑхӑнса ӗҫлесе тӑччӑр; 7. вӗсем вара уншӑн та, пӗтӗм халӑхшӑн та пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмашкӑн яланах кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр; 8. пуху чатӑрӗн мӗнпур япалине вӗсем сыхласа усраччӑр, Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗҫлесе тӑмашкӑн кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр; 9. левитсене Аарона [хӑвӑн пиччӳне] тата унӑн [священникра тӑракан] ывӑлӗсен аллине пар: Израиль ывӑлӗсенчен вӗсем Аарон аллинче пулччӑр; 10. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене [Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне] пар: вӗсем хӑйсен священника тивӗҫ ӗҫне туса тӑччӑр [тата парне вырӑнӗпе чаршавӑн шал енче мӗн пуррине пурне те пӑхса тӑччӑр]; унта кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла, тенӗ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл [аяккарах, ӑна] хирӗҫ ларнӑ та йӗре пуҫланӑ, кӑшкӑрсах йӗнӗ; 17. Турӑ ачанӑн сассине [вӑл выртнӑ вырӑнтан] илтнӗ; Турӑ Ангелӗ Агаре тӳперен чӗнсе каланӑ: Агарь, мӗн пулчӗ? ан хӑра; Турӑ ачанӑн сассине вӑл выртакан вырӑнтан илтрӗ; 18. тӑр, ачана ҫӗклесе тӑрат та аллинчен ҫавӑт ӑна, Эпӗ унран аслӑ халӑх кӑларӑп, тенӗ.
Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.