Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пс 140

Пай: Библи –> Псалтирь

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.16 22:16

Пуплевӗш: 11; Сӑмах: 141

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

Давид псаломӗ.

1. Эй Ҫӳлхуҫа! Сана тархаслатӑп: ман патӑма васкасам,
Хӑвна тархасланӑ чухне йӑлӑнакан сассӑма тӑнласам.

2. Манӑн кӗллӗм Санӑн умна фимиам пек пытӑр,
аллӑмсене ҫӗклени Сана каҫхи парне пек пултӑр.

3. Эй Ҫӳлхуҫа, чӗлхе-ҫӑварӑма сыхӑ тӑрат,
чӗлхе-ҫӑварӑм алӑкне картала;
4. чӗреме чее сӑмах енне ан сулӑнтар:
ҫылӑхлӑ ӗҫӗмсене тӳрре кӑларасшӑн
усал ӗҫ тӑвакансемпе пӗрле ан пулам,
вӗсен пылак ҫимӗҫне те ан тутанам.

5. Мана тӳрӗ ҫын хаса патӑр: ку вӑл — ырӑлӑх; мана ҫавӑ питлетӗр:
манӑн пуҫӑма ҫылӑхлӑ ҫын ҫӑвӗ ан сӗрӗнтӗр;
манӑн кӗллӗмсем — вӗсен усал ӗҫӗсене хирӗҫ.

6. Вӗсен тӳрисене ту ҫинчен пӑрахӗҫ,
вара манӑн сӑмахӑмсене илтӗҫ, вӗсем — кӑмӑллӑ сӑмахсем.

7. Ҫӗре касса ватнӑ пек ватаҫҫӗ, тӗпретеҫҫӗ пире;
пирӗн шӑмӑсем тамӑк ҫӑварне тӑкӑнаҫҫӗ.

8. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Туррӑм, куҫӑм Сан енне тӗмсӗлет;
Сана шанатӑп, чунӑма ан пӑрахсам!

9. Ман валли карса хунӑ серепесенчен,
усал ҫынсен танатисенчен сыхласам мана.

10. Вӗсем пурте пӗрле хӑйсен танатине кӗрсе ӳкчӗр,
эпӗ унта ҫакланам мар.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех