Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑнӑшӑн (тĕпĕ: тӑнӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тая ӑшӗнче вӑраннӑ хӗрарӑмлӑх хӑйӗн юратӑвӗ вӑрланӑ япала пек пулса тӑнӑшӑн асапланать.

Проснувшаяся в Тае женщина страдала оттого, что любовь ее была как будто краденой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Иккӗмӗшӗ — лаша ҫинчен анма сире тепӗр хут хушатӑп, хӑвӑр чӑнах та инвалид пулсан та, эсир ҫар службинче тӑнӑшӑн эпӗ айӑплӑ мар.

Во-вторых, еще раз приказываю слезть с лошади, а если вы инвалид, то я не виноват, что вы находитесь на военной службе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Ҫынна ырӑ тума яланах хатӗр тӑнӑшӑн Мак-Набса унӑн юлташӗсем ырӑ сунса та тӑраймарӗҫ, ҫав вӑхӑтра инҫетрен ахӑрашнӑ сасӑ илтӗнчӗ.

Спутники Мак-Набса не успели выразить майору признательность за его всегдашнюю готовность оказать услуги, как вдали послышался какой-то рёв.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗркун станцире хӑйсене хирӗҫ тӑнӑшӑн тавӑрасшӑн.

Сводят счеты за последнюю бузу на станции.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Каҫар, вӑрах ҫырмасӑр тӑнӑшӑн: Арсен Ваганович чунӗ патне час ҫитме йывӑртарах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Кусем те, лешсем те ӑна мӑнкӑмӑллӑ тесе шутланӑ; кусем те, лешсем те ӑна калама ҫук лайӑх аристократ манерӗсемшӗн, унӑн ҫӗнтерӗвӗсем ҫинчен илтӗнекен хыпарсемшӗн, вӑл питӗ лайӑх тӑхӑннӑшӑн, яланхи лайӑх гостиницӑн чи лайӑх номерӗсенче чарӑнса тӑнӑшӑн, лайӑх апат ҫинӗшӗн, пӗррехинче Людовик-Филипп патӗнче Веллингтонпа апатланнӑшӑн, пур ҫӗрте те хӑйпе пӗрле кӗмӗл несессерпа ҫул ҫинче ҫӑвӑнмалли ваннӑ илсе ҫӳренӗшӗн; унран яланах хӑйне уйрӑм йышши «ырӑ» духи шӑрши кӗнӗшӗн; вистла лайӑх выляса яланах укҫа янӑшӑн; юлашкинчен тата, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн юратнӑ.

И те и другие считали его гордецом; и те и другие его уважали за его отличные, аристократические манеры, за слухи о его победах; за то, что он прекрасно одевался и всегда останавливался в лучшем номере лучшей гостиницы; за то, что он вообще хорошо обедал, а однажды даже пообедал с Веллингтоном у Людовика-Филиппа; за то, что он всюду возил с собою настоящий серебряный несессер и походную ванну; за то, что от него пахло какими-то необыкновенными, удивительно «благородными» духами; за то, что он мастерски играл в вист и всегда проигрывал; наконец, его уважали также за его безукоризненную честность.

VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Хӑй вӗсемпе тӗл пулма хӗпӗртесе хатӗрленсе тӑнӑшӑн та, ҫав генерал ятне ҫӗртекен генералсемшӗн те вӑл темле кӑмӑлран ӳксе кӳренчӗ.

Ему стало даже как-то обидно и за свое торжественное приготовление к встрече, и за этих позорящих генеральское звание генералов.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Иртнишӗн, ылханлӑ ҫын айӑпне пула пурнӑҫӗ тӗссӗрленсе юлнӑшӑн, малтанхи тулли савӑнӑҫ вырӑнне чуна выҫӑ тунсӑх кӑшласа тӑнӑшӑн, пушанса юлнӑ кун-ҫулшӑн хӗпӗртесе кайсах тавӑрнӑ пулӗччӗ халь Григорий.

За давнее сладко отомстил бы Григорий — за то, что по вине проклятого человека выцвела жизнь и осталось на месте прежней полнокровной большой радости сосущая голодная тоска, линялая выцветень.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тата пирӗн пата Питӗртен ҫырусем ҫырса, хаҫатсем ярса тӑнӑшӑн та сана питӗ пысӑк тав…

И очень даже благодарственны, что письмишки нам из Питера писал и газеты опять же…

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мирон Григорьевичӗ Наталья Григорие куҫран пӑхса мӗскӗнленнӗшӗн, унтан ырлӑх кӗтсе тӑнӑшӑн тарӑхать.

Мирон Григорьевич злился на Наталью за то, что она унижается перед Григорием, ждет от него милостыни.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй сӑрт ҫинче ытларах чарӑнса тӑнӑшӑн ӳкӗнсе те илчӗ.

Она каялась, что задержалась лишнюю минуту на высоте.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пӗр кун та, пӗр минут та тӑхтаса тӑма юрамасть: ӗҫе вӑраха янӑшӑн, тӑхтаса тӑнӑшӑн пурнӑҫпа тӳлемелле пулать.

Медлить нельзя ни одного дня, ни одного часа: за промедление и нерешительность можно поплатиться головой.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ӑшӑ тумтирсем тӑпӑлтарса тухса ҫӳренӗ чух, гитлеровецсем хӑйсене хирӗҫ тӑнӑшӑн икӗ хӗрарӑма хӗнесе пӗтерни ҫинчен каҫа хирӗҫ ял ҫине хыпар сарӑлчӗ.

Перед вечером по деревне разнеслась весть о том, что гитлеровцы избили двух женщин, прятавших теплые вещи.

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Андрей телейлӗ, хӑй салтак пулнӑшӑн телейлӗ, хӑй халь те, каҫхине те, ирхине ҫапӑҫу пуҫланнӑ вырӑнтах тӑнӑшӑн телейлӗ.

Андрей был счастлив, что стал солдатом, что вечером стоит на том же самом месте, где утром начал бой.

XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Мана ӑна нимех те пулман пек туйӑнчӗ; вӑл ӳкнине куракансем ҫул ҫинче никам та пулмарӗ; ҫавӑнпа та эпӗ рикша, кирлӗ-кирлӗ мар ӗҫе хутшӑнса, хӑйне инкек шырать тесе тата мана чарса тӑнӑшӑн кӑмӑлсӑрланса кайрӑм.

Мне казалось, что серьезно пострадать она не могла, да вдобавок никто и не видел случившегося, и я негодовал на то, что рикша вмешивается не в свое дело, нарывается на неприятности и задерживает меня.

Пӗр пӗчӗк ӗҫ // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 13–16 стр.

— Вӑл мана Назанскипе туслӑ тӑнӑшӑн сӑмах тӗртрӗ, ҫавӑншӑнах ак, юриех!

— Она выговаривала мне за дружбу с Назанским, так вот же назло!

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Кандов хӑйне кунта вӑйпа тытса тӑнӑшӑн, йӗркелӗхе ним чухлӗ те уяса тӑманшӑн каллех хирӗҫсе кайрӗ.

Кандов снова принялся выражать протест против насилия над его личностью и нарушения элементарной справедливости.

XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эсир хӑвӑр хӗрӗн ӑс-тӑнне, шухӑш-кӑмӑлне пӳлсе тӑнӑшӑн хӑвӑр айӑплӑ кунта, ан чарӑр, ан пӳлӗр ӑна, вара унӑн ӑс-тӑнӗ, шухӑш-кӑмӑлӗ, тӗрӗслӗх сирӗн енче пулсан, пӗтӗмпех сирӗн енне ҫаврӑнӗ.

Вы сами виноваты, что связали его в вашей дочери, развяжите его, и он переведет ее на вашу сторону, когда правда на вашей стороне.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эсир вӑл хӗрарӑм ҫинчен мӗн шухӑшламаллине, хӑвӑра унпа мӗнле тыткаламаллине пӗлмесӗр, шухӑша кайса, именсе тӑнӑшӑн сире каҫарма пулать.

Вам простительно было смутиться, остановиться в раздумье, не знать, как думать о ней, как обращаться с нею.

XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Паллах, Марья Алексевна, вӑл ун ҫинчен шухӑшламасть, ҫапах та эсир асӑрхаса тӑнӑшӑн эпӗ сире, Марья Алексевна, питӗ тав тӑватӑп.

— Конечно, у него не то на уме, Марья Алексевна, а я все-таки очень вам благодарен, Марья Алексевна, за ваше наблюдение.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех