Шырав
Шырав ĕçĕ:
24. Тимофей хӑй Досифейпа тата Сосипатрпа пӗрле пулнисен аллине лекнӗ, темӗн тӗрлӗ чееленсе хӑйне чӗрӗлле кӑларса яма тархасланӑ: ун патӗнче [иудейсен] чылайӑшӗн ашшӗ-амӑшӗ, хӑшӗсен вара тӑванӗсем тыткӑнра имӗш, эхер те вӑл вилсессӗн, вӗсене ӗнтӗ хӗрхенсе тӑрас ҫук.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унта ҫакӑн пек ҫырнӑ пулнӑ: «Ҫӗр ҫитмӗл иккӗмӗш ҫулхи елул уйӑхӗн вунсаккӑрмӗш кунӗнче, — ку вӑл Симон виҫҫӗмӗш ҫул аслӑ священникра ларнӑ чухне пулнӑ, — 28. Сарамельте пире халӑхпа священниксен, халӑх пуҫлӑхӗсемпе ҫӗршыври аслӑ ҫынсен пысӑк пухӑвӗнче ҫапла каласа пӗлтернӗ: 29. ҫак ҫӗршывра нумай хутчен вӑрҫӑ пулнӑран Иарив йӑхӗнчен тухнӑ Маттафия ывӑлӗ Симон тата унӑн тӑванӗсем, Иудея халӑхӗн сӑваплӑ Ҫурчӗпе саккуна сыхласа хӑварас тесе, хӑрушлӑхран хӑрамасӑр хӑйсен халӑхӗн тӑшманӗсене хирӗҫ тӑчӗҫ, хӑйсен халӑхне пысӑк мухтава кӑларчӗҫ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл хӑй те, унӑн тӑванӗсем те, вӗсен пӗтӗм ӑрӑвӗ, ҫирӗп тӑрса, Израиль тӑшманӗсене сирсе ячӗҫ, Израиле ирӗке кӑларчӗҫ, тенӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Александр ӗнтӗ Димитрий ҫырӑвӗ ҫинчен, вӑл Ионафаншӑн мӗн-мӗн тума пулни ҫинчен илтнӗ; ӑна тата Ионафанпа унӑн тӑванӗсем вӑрҫнӑ вӑрҫӑсем ҫинчен, вӗсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен, вӗсем тӳссе ирттернӗ йывӑрлӑхсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫулӗ питӗ вӑрӑм пулнӑ пулин те, ҫапла вӗсем Рим хулине тухса кайнӑ, унта канаша пухӑннисем патне кӗрсе ҫакӑн пек каланӑ: 20. Иуда Маккавейпа унӑн тӑванӗсем, пӗтӗм Иудея халӑхӗ пире сирӗн патӑра туслӑ пурӑнасчӗ тесе тату тума ячӗҫ, пирӗн халӑх хӑйне хӑвӑр юлташӑрсемпе тусӑрсен шутне кӗртме ыйтать, тенӗ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Никанор Иерусалима пысӑк ҫарпа пырса кӗнӗ те Иудӑпа унӑн тӑванӗсем патне килӗшӳ тума килтӗмӗр тесе улталама ҫынсем янӑ: 28. «манпа сирӗн хушшӑмӑрта вӑрҫӑ ан пултӑр; сирӗнпе кӑмӑллӑн калаҫас тесе, сирӗн сӑнна курас тесе эпӗ сирӗн патӑра пӗчӗк йышпа ҫеҫ кӗрӗп» теме хушнӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсем ҫула тухнӑ та Иудея ҫӗрне пысӑк ҫарпа пырса кӗнӗ; Вакхид вара Иудӑпа унӑн тӑванӗсем патне ултавлӑ шухӑшпа килӗшӳ тума сӗнсе ҫын янӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсем патша умӗнче халӑха айӑпласа калаҫнӑ: «Иудӑпа унӑн тӑванӗсем санӑн тусусене пӗтерчӗҫ, пире те хамӑр ҫӗр ҫинчен хӑваласа кӑларса ячӗҫ. 7. Унта хӑвӑн шанчӑклӑ ҫыннуна яр; кайтӑр та, вӗсем пире тата патша ҫӗршывне еплерех сӑтӑр тунине хӑй куҫӗпе хӑй курса, вӗсене хӑйсене те, вӗсене пулӑшакансене те тавӑртӑр» тенӗ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иудӑпа унӑн тӑванӗсем, кӑнтӑр енчи ҫӗре кайса, Исав ывӑлӗсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, Хеврон хулипе унӑн ялӗсене парӑнтарнӑ, ун тӗрекне аркатса тӑкнӑ, ун таврашӗнчи пашнесене ҫунтарса янӑ, 66. унтан, ют халӑх ҫӗрне кайма тесе, вӗсем тӑвалла хӑпарнӑ, Самари ҫӗрӗ витӗр тухнӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Иудӑпа унӑн тӑванӗсем вара пӗтӗм Израиль умӗнче, вӗсен ятне илтнӗ халӑхсем умӗнче чапа тухнӑ, — 64. вӗсене мухтаса ырӑ сунма нумайӑшӗ ятарласа пухӑна-пухӑна пынӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Израиль халӑхӗ вӑйлах пӑлханса ӳкнӗ, мӗншӗн тесессӗн хӑйсен паттӑрлӑхне кӑтартма ӗмӗтленсе вӗсем Иудӑпа унӑн тӑванӗсем хушса хӑварнине итлемен, 62. Иосифпа Азария ӗнтӗ Израиле хӑтарма пӳрнӗ ҫынсен йӑхӗнчен пулман.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑнтан вӗсем Иудӑпа унӑн тӑванӗсем патне акӑ ҫапла каласа ҫыру ҫырса янӑ: хамӑр таврари суя тӗнлӗ ҫынсем, пире пӗтерес тесе, пире хирӗҫ пуҫтарӑнчӗҫ, 11. вӗсем ӗнтӗ, тапранса тухса, эпир тарса килнӗ кереме тапӑнма хатӗрленеҫҫӗ, вӗсенӗн ҫарне Тимофей ертсе пырать.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Иудӑпа унӑн тӑванӗсем тата пӗтӗм Израиль халӑхӗ вара ҫапла йышӑннӑ: парне вырӑнне ҫӗнетнӗ кунсене ҫулленех хӑй вӑхӑтӗнче — хаслев уйӑхӗн ҫирӗммӗшӗнчен пуҫласа сакӑр кун хушши — савӑнса-хӗпӗртесе уявламалла.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Иудӑпа унӑн тӑванӗсем каланӑ: хамӑр тӑшмансене ҫапса аркатрӑмӑр акӑ, атьӑр ӗнтӗ улӑхар та сӑваплӑ Ҫурта тасатса ҫӗнетер, тенӗ.36. Иуда же и братья его сказали: вот, враги наши сокрушены, взойдем очистить и обновить святилище.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Иудӑпа унӑн тӑванӗсем ӗнтӗ пысӑк хӑрушлӑх ҫитнине, тӑшман ҫарӗсем вӗсен ҫӗрӗ ҫинчех тапӑрӑн ларса тухнине курнӑ; патша халӑха пӗтерсе тӗп тума хушнине те пӗлнӗ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӑна хӑй тӑванӗсем те, ашшӗпе пӗр майлӑ пулнисем те пурте пулӑшса тӑнӑ, вӗсем Израильшӗн савӑнсах вӑрҫӑ вӑрҫнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӗнтӗ ывӑлӗ ашшӗне хӑртать, хӗрӗ — амӑшне хирӗҫ, кинӗ хунямӑшне хирӗҫ тӑрать; ҫыннӑн тӑшманӗсем — хӑйӗн килӗнчи тӑванӗсем.
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑнпа ҫуратаканӗн ҫуратас вӑхӑчӗ киличчен Вӑл вӗсене пӑрахса хӑварӗ; ҫуратсассӑн — Израиль ывӑлӗсем патне чӗрӗ юлнӑ тӑванӗсем те таврӑнӗҫ.
Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ефрем хӑйӗн тӑванӗсем хушшинче ӗрчевлӗ пулин те, тухӑҫ ҫилӗ килсен, пушхиртен Ҫӳлхуҫа ҫилӗ ҫӗкленсен унӑн ҫӑлӗ типсе ларӗ, ҫӑлкуҫӗ иксӗлсе юлӗ; ҫав ҫил мӗнпур хаклӑ савӑт управӑшне пушатса хӑварӗ.
Ос 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн йӑхӗ те, тӑванӗсем те, кӳршисем те тӗп пулӗҫ; текех вӑл хӑй те пулмӗ.Истреблено будет племя его, и братья его и соседи его; и не будет его.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.