Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухаҫҫӗ (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Типсе кайнӑ пурҫӑн евӗрлӗ хуппи витӗр шупка, анчах тӗреклӗ сухан калчисем шӑтарса тухаҫҫӗ.

Из шелковой истощенной шелухи луковицы прорезывалась бледная, но крепкая стрела.

XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫуркунне вӗсем каллех тухаҫҫӗ.

Весной опять начнут.

XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Картишсенче пытанса тӑнӑ кӑтра ҫӳҫлӗ ҫӗршер донецсем, сасартӑк хапхаран сирпӗнсе тухаҫҫӗ те сылтӑмалла та сулахаялла сулса саламатсемпе хӗртеҫҫӗ.

Чубатые сотни донцов, спрятанных во дворах, стремительно выскакивали из ворот, лупя направо и налево нагайками.

XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ачасем порта та кӗрсе тухаҫҫӗ, Дюковски пахчана, Ген заводне те, пур ҫӗре те ҫитеҫҫӗ, Ҫывӑхри Армансен урамне ҫеҫ пӗрре те пӗрле кайман.

Мальчики заходили в порт, на Чумку, в Дюковский сад, на Пересыпь, на завод Гена, они побывали всюду, кроме Ближних Мельниц.

XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӑш чухне унтан тӑватшар лаша кӳлнӗ урапасем пӗрин хыҫҫӑн тепри сирпӗнсе тухаҫҫӗ.

Иногда оттуда вырывались одна за другой четверки бешеных лошадей в яблоках.

XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Сасӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри килсе тухаҫҫӗ.

Голоса появлялись один за другим.

XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ун вырӑнне шӑвӑҫран тунӑ взрыв пайӑркисем сиксе тухаҫҫӗ.

На его мосте выскакивал жестяной веер взрыва.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пушӑ вырӑн еннелле писарьсем пурӑнакан пӳлӗмсен чӳречисем тухаҫҫӗ.

На полянку же выходили и окна писарских квартир.

XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӗр ҫӑлтӑрсем дачӑсем хыҫне анса ларса ҫухалаҫҫӗ, теприсем — ҫӗннисем, тинӗсрен тухаҫҫӗ.

Одни звезды опускаются за дачи, другие, новые, выходят из моря.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пирӗн карташне машинӑсем килсех тӑраҫҫӗ, вӗсем ҫинчен офицерсем васкаса сиксе анаҫҫӗ, часрах пысӑк ҫурт подъездне чӑмаҫҫӗ, каялла тухаҫҫӗ, вара автомобильсем вырӑнтанах пысӑк хӑвӑртлӑх илсе, уласа, сӑнчӑрсемпе кӗмсӗртетсе, тӗк татнӑ пек вӗҫтереҫҫӗ.

Во двор то и дело въезжали машины, из них выскакивали офицеры, скрывались в подъезде дома, быстро возвращались обратно, и машины, взяв с места большую скорость, воя и гремя цепями, выезжали со двора.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр вагон ҫулӑмпа ҫунать, унӑн чӳречисем витӗр, пусмисем урлӑ, алӑри япалисене ҫӗклесе, пиҫсе пӗтнӗ ҫынсем сике-сике тухаҫҫӗ.

Один вагон горел, и из него — из окон, с подножек — выпрыгивали обожженные люди, вытаскивая узлы и чемоданы.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах ҫутӑ ярӑмӗсем хӗсӗнсе тухаҫҫӗ те ҫул ҫине ӳкеҫҫӗ, ҫул тӑрӑх пынӑ чух эпир пӗрне-пӗри ҫухататпӑр та, тупатпӑр та.

Но светлые полоски пробиваются, падают на дорогу, по которой мы идём, то находя, то теряя друг друга.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла вӗсем экспедицине тухаҫҫӗ.

И они пошли в такую экспедицию.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫавӑн пек ҫынсем хушшинче пӗррехинче пӗр ҫын килсе кӗчӗ, ӑна эпӗ халӗ те — иртнӗ пӑшӑрханусемпе асапсем мӗнле пӗчӗккӗ пулсан та, вӗсем кулӑшла пек тухаҫҫӗ пулсан та — ҫав ҫынна аса илмесӗр иртме пултараймастӑп.

Среди этих людей однажды мелькнул человек, о котором я не могу не вспомнить теперь, когда всё изменилось и прежние волнения и заботы кажутся незначительными и даже смешными.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ту ҫурӑкӗсем вӑрӑм-вӑрӑмскерсем, пирӗн пӗтӗм шанчӑка ҫухатаканскерсем, ҫаплах мӗлтлете-мӗлтлете юлаҫҫӗ, пӗрре ҫухалаҫҫӗ, унтан каллех куҫ умне тухаҫҫӗ.

Они мелькнули и пропали, потом снова мелькнули — длинные и совершенно безнадёжные.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Гаер Кулий, Сковородников старик, ҫынсен ҫырӑвӗсене пикенсех вуласа ларакан Даша инке куҫ умне тухаҫҫӗ.

Гаер Кулий, старик Сковородников, тетя Даша, читающая чужие письма с поучительным выражением.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ выртан тӗлти кӑвак пӗлӗт тӑрӑх (ҫапла пулать Расщепей картининче) пӗрин хыҫҫӑн тепри сӑмахсем шуса тухаҫҫӗ: «Хресченсем, пирӗн шанчӑклӑ халӑх, хӑйсене мӗн пӳрнине турӑран илччӗр».

А надо мной по небу — так задумал Расщепей, — надо мной медленно проступают слова: «Крестьяне, верный наш народ, да получат мзду от бога».

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пирӗн палатӑн чӳречисем сад енне тухаҫҫӗ, ҫилпе хумханакан йывӑҫ тӑррисем питӗ лайӑх курӑнаҫҫӗ.

Окна нашей палаты выходили в сад, и видны были вершины деревьев, качавшиеся от ветра.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав перкелешӳсенче яланах тутӑ, ӳсӗр тата лайӑх лашаллӑ хурахсем ҫиеле тухаҫҫӗ, хулӑн ырхан утлӑ ҫарӗ вӗсене ниепле те ҫӗнме пултараймасть.

В этих перестрелках перевес был обыкновенно на стороне злодеев, сытых, пьяных и доброконных, тощая городовая конница не могла их одолеть.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Ан шарла, мучи, — пӳлчӗ ӑна ҫулҫӳревҫӗ, — ҫӑмӑр ҫусассӑн, кӑмписем те тухаҫҫӗ, кӑмписем шӑтсан — татмашкӑн кунтӑкӗ те тупӑнать.

— Молчи, дядя, — возразил мой бродяга, — будет дождик, будут и грибки; а будут грибки, будет и кузов.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех