Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупма (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫула тухма мар-ха, ӑна валли тупма пулӗ.

Не в путь-дорожку, для этого можно найти выход.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Ун урлӑ эсир хӑвӑр тавара сутма, кирлине туянма, пулӑшу тупма пултарасса шанатпӑр.

Мы рассчитываем, что через него вы сможете продать свои товары, купить нужное, найти помощь.

Сайтра пӗлтерӳсем пама май пур // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12702.html

Анчах чӑвашла пуплени вӗсемпе пӗр чӗлхе тупма нимӗнпе те чӑрмантарман.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Хальхинче уҫҫи-хуппине тупма май килӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

— Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫ тупма ҫук.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Ӗҫ-хӗле йӗркелеме пӗлни, ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупма пултарни...

Куҫарса пулӑш

Ака-суха пултаруллисене килӗштерет // И.СЕРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӗсем пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пултарччӑр тетпӗр.

Хотим, чтобы они в жизни могли найти свое место.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӗсем йывӑрлӑха лекнӗ ҫыннӑн ыйтӑвне социаллӑ ӗҫченсем пек кӑна мар, психолог, педагог, юрист, социолог, медик пулса та уҫӑмлатмашкӑн май тупма пултарни, професси ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫаврӑнӑҫулӑх кӑтартни обществӑри кӑткӑслӑха ҫемҫетме, вун-вун ҫыннӑн чӗринче шанчӑк хӗлхемне вӑй илме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Чӑваш Ен полицийӗ вӑхӑтра мерӑсем йышӑннине кура Ҫӗмӗрлере преступлени тунӑ хыҫҫӑн республикӑран тухса кайма ӗлкӗрнӗскерсене тупма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«Еврей! Вырӑс тупма пултараймарӑн-им?!» — тенӗ.

Говорил: «Еврей! Русского не могла найти?!»

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Каярахпа ҫак опыт пысӑк сцена ҫинче хама юрӑҫ пек тупма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Участоксен адресӗсене партин регионти уйрӑмӗн сайтӗнче chuvash.er.ru («Предварительное голосование» вкладкӑра) тупма пулать.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Вӑйӑ пӳлӗмӗсене арендӑна илнине ҫирӗплетекен килӗшӳсене Мускав облаҫӗнчи предпринимательсен ячӗпе тунӑ — вӗҫне-хӗрне тупма хӗн.

Куҫарса пулӑш

Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫамрӑк ӑру мӗнлерех пулнинчен, вӑл пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупма пултарнинчен республика тата Раҫҫей пуласлӑхӗ килет.

От того, каким станет молодое поколение, сможет ли оно найти свое место в жизни, зависят будущее республики и будущее России.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Автор 9-10 сыпӑк таранччен тӑванлӑх тымарне тупма пултарни - тӗлӗнмелле пархатарлӑ ӗҫ, чӑн-чӑн ҫырулӑх палӑкӗ.

Куҫарса пулӑш

Черетлӗ чун ҫимӗҫӗ // Николай МАЛЫШКИН. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Ҫумра ҫывӑх ҫынсем пурри ҫав чун ыратӑвне ирттерсе яма, канӑҫ тупма вӑй-хал парать.

Присутствие близких людей помогает преодолеть эту душевную боль, дает силы приобрести покой.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Пӑшалтан персе лектернӗ кайӑка тупма шӑрша лайӑх пӗлекен утрав тата континенталь йыттине, ретривери е спаниели ӑрачӗллине чуптармалла.

Куҫарса пулӑш

Кайӑкҫӑсем, каяр сунара! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Вӗсенчен 77-шне кирлӗ ӗҫ тупма пулӑшнӑ, 20-не обществӑлла ӗҫе явӑҫтарнӑ, 8-шӗ вӑхӑтлӑх ӗҫе вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

- «Халӑха ӗҫ тупма пулӑшасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн асӑннӑ пулӑшупа пӗлтӗр 2 ҫын усӑ курнӑ, 2014 ҫулта виҫҫӗн харпӑр хӑй ӗҫне пуҫӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Унпа пӗрлех ӗҫ шыракансене ӗҫ тупма 2 ярмӑркка йӗркеленӗ, професси суйласа илессипе 135 ҫынна пулӑшса сӗнӳсем панӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех