Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумаҫҫӗ (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Муниципалитетсем вара усӑсӑр выртакан лаптӑксене тирпейсӗр хуҫасенчен туртса илес енӗпе нимех те тумаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20

Ҫулталӑк тӑршшӗпе мӗн кӑна тумаҫҫӗ вӗсем: чӑваш халӑх уявӗсемпе ҫыхӑннӑ, писательсемпе поэтсен ҫуралнӑ кунне халалланӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ, конкурссене хутшӑнаҫҫӗ.

Чего только они не делают в течение года: проводят мероприятия связанные с чувашскими народными праздниками, посвященные дням рождений писателей и поэтов, участвуют в конкурсах.

Туслӑх Ҫурчӗшӗн канмалли кун ҫук // Ирина Трифонова. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... li-kun-cuk

М. Кипек позицийӗ К. Турханӑнни пек мар, уҫӑмлӑ: унӑн ырӑ геройӗсем Ятманов пек начар пуҫлӑхсен ҫитменлӗхӗсемпе, тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ чух каялла чакмаҫҫӗ, компромис тумаҫҫӗ.

Позиция М. Кибека более ясная, чем у К. Турхана: в борьбе за справедливость его добрые герои не отступают, не идут на компромисс с недостатками таких плохих руководителей, как Ятманов.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Анчах ордер илесшӗн йӑшӑлт та тумаҫҫӗ, паспорт йӗркине сӗмсӗррӗн пӑсса пурӑнаҫҫӗ.

Но на счет получения ордера и не шевелятся, живут, нагло нарушая паспортный режим.

Вӗҫлемен ӗҫ — тӗплемен витре // Н.Краснов. «Капкӑн», 1987, 10№

Лешсем хӑнк! та тумаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шухӑ водительсем саккуна уямаҫҫӗ, ҫынсене шеллемеҫҫӗ // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

11. Эпир ӗнтӗ ҫакна илтрӗмӗр: ҫапах та сирӗн хушшӑрта хӑшӗ-пӗрисем йӗркесӗр пурӑнаҫҫӗ иккен, хӑйсем нимӗн те тумаҫҫӗ, хӑйсем пур ӗҫе те пуҫне чикеҫҫӗ тет.

11. Но слышим, что некоторые у вас поступают бесчинно, ничего не делают, а суетятся.

2 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Эпӗ вӗсем Турра ӗҫлесе тӑрас тӗлӗшпе питӗ тӑрӑшуллӑ пулнине пӗлсе тӑратӑп, анчах ӑна вӗсем пӗлсе тумаҫҫӗ.

2. Ибо свидетельствую им, что имеют ревность по Боге, но не по рассуждению.

Рим 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Саккуна пӗлмесӗр ҫылӑха кӗнисем пӗтеҫҫӗ, анчах вӗсене саккун тӑрӑх сут тумаҫҫӗ; саккуна пӗлсех ҫылӑха кӗнисем вара саккун тӑрӑх айӑпа юлӗҫ.

12. Те, которые, не имея закона, согрешили, вне закона и погибнут; а те, которые под законом согрешили, по закону осудятся

Рим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Унтан тата каланӑ: чӑн калатӑп сире: хӑй ҫуралнӑ ҫӗршывра пӗр пророка та хапӑл тумаҫҫӗ.

24. И сказал: истинно говорю вам: никакой пророк не принимается в своем отечестве.

Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус халӑха тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: 2. Моисей вырӑнне кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем ларнӑ; 3. ҫавӑнпа вӗсем мӗн каланине итлӗр, мӗн хушнине пурне те пурӑнӑҫласа тӑрӑр; анчах та вӗсем пек ан тӑвӑр: вӗсем каласса калаҫҫӗ, хӑйсем тумаҫҫӗ.

1. Тогда Иисус начал говорить народу и ученикам Своим 2. и сказал: на Моисеевом седалище сели книжники и фарисеи; 3. итак все, что они велят вам соблюдать, соблюдайте и делайте; по делам же их не поступайте, ибо они говорят, и не делают:

Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Эпӗ ун чарусӑрлӑхне пӗлетӗп, тет Ҫӳлхуҫа, ку вӑл — шанчӑксӑр япала; унӑн сӑмахӗсем пушӑ: апла тумаҫҫӗ.

30. Знаю Я дерзость его, говорит Господь, но это ненадежно; пустые слова его: не так сделают.

Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Вӗсем йӗркесӗр ӗҫ тумаҫҫӗ, Унӑн ҫулӗпе ҫӳреҫҫӗ.

3. Они не делают беззакония, ходят путями Его.

Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Лешӗ питӗ вӑйлӑ ҫилленнӗ те Моав ҫӗрӗн мӗнпур пуҫлӑхне, Аммон ҫулпуҫӗсене тата тинӗс хӗрринчи ҫӗршывӑн пур аслӑ ҫыннине чӗнтерсе ҫапла каланӑ: 3. Ханаан ывӑлӗсем, калӑр-ха мана, ту-сӑртлӑ ҫӗршывра мӗнле халӑх пурӑнать, вӗсем пурӑнакан хуласем мӗнлерех, вӗсен ҫарӗ пысӑк-и, мӗнре вӗсен вӑйӗ-тӗрекӗ, вӗсен патши кам пулать, вӗсен ҫарне кам ертсе пырать, 4. мӗншӗн-ха анӑҫ енче пурӑнакансенчен вӗсем пуринчен ытларах хирӗҫ тӑраҫҫӗ, мана хапӑл тумаҫҫӗ? тенӗ.

2. Он весьма разгневался и, призвав всех начальников Моава и вождей Аммона и всех правителей приморской страны, сказал им: 3. скажите мне, сыны Ханаана, что это за народ, живущий в нагорной стране, какие обитаемые ими города, много ли у них войска, в чем их крепость и сила, кто поставлен над ними царем, предводителем войска их, 4. и почему они больше всех, живущих на западе, упорствуют выйти мне навстречу?

Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Анчах Фамарь каланӑ: ҫук, пиччем, ан чыссӑрлат мана, Израильре ун пек тумаҫҫӗ; ӑссӑрла ан хӑтлан.

12. Но она сказала: нет, брат мой, не бесчести меня, ибо не делается так в Израиле; не делай этого безумия.

2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Лаван каланӑ: пирӗн енче апла тумаҫҫӗ: кӗҫӗннине аслинчен малтан качча памаҫҫӗ; 27. ӗнтӗ ҫакӑн эрнине вӗҫле те, вара сана теприне те парӑпӑр, уншӑн эсӗ ман патӑмра тата ҫичӗ ҫул ӗҫлесе тӑрӑн, тенӗ.

26. Лаван сказал: в нашем месте так не делают, чтобы младшую выдать прежде старшей; 27. окончи неделю этой, потом дадим тебе и ту за службу, которую ты будешь служить у меня еще семь лет других.

Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавӑнпа та пӳлӗмре ларнипе ҫеҫ ӗҫ тумаҫҫӗ, тухса та ҫӳреҫҫӗ% выльӑхсене тӗрлӗ чир-чӗртен укол тӑваҫҫӗ.

И поэтому сидя в кабинете, дела не сделаешь, ездят, делают животным уколы от разных болезней.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Училищӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ маншӑн уйрӑмах йывӑр пулчӗ: нота пӗлместӗп, эстрада артисчӗ тумаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех