Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑнман (тĕпĕ: туйӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ эпӗ пусма тӑрӑх хӑпартӑм, ҫӗнӗ ҫуртӑн пусми тӑрӑх, алӑк умӗнче чарӑнтӑм та питӗме шӑлтӑм — пӑчӑ пулчӗ — мӗн ҫинчен те пулин васкамасӑр шухӑшласшӑн — вара ытлах хӗрсе ҫитни туйӑнман пулӗччӗ.

И вот я поднимаюсь по лестнице, по чистой лестнице нового дома, останавливаюсь перед дверью и вытираю лицо — очень жарко — и стараюсь медленно думать о чем-нибудь — верное средство перестать волноваться.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Алшӑллийӗ тухтӑршӑн тасах туйӑнман курнать, мӗншӗн тесен эпӗ, фельдшерица кухньӑна тухсан, тухтӑр пекех хаяр сасӑпа ҫакӑн пек каланине илтрӗм: — Эсир мӗскер, ырӑ ҫыннӑмсем, мана тупӑка чикесшӗн-и? — терӗ вӑл.

Полотенце показалось ему не особенно чистым, и я слышал, как она сказала в кухне таким же злобно-любезным голосом, как доктор: — Вы что, голубчики, вы меня в гроб вогнать хотите?

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн юрату халӗ ӗнтӗ аттене ахалех пек туйӑнман, аннен хӑйӗн Петрушине капитан хӗрне, кӑмӑллӑ та илемлӗ хӗре, качча илтерессисӗр пуҫне урӑх ӗмӗт те пулман.

Моя любовь уже не казалась батюшке пустою блажью; а матушка только того и желала, чтоб ее Петруша женился на милой капитанской дочке.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах ман ӑш вӑркани, хама хам эп темскер пуласса кӗтсе тӑнӑ пек тытни вӗсене пӗрре те именӳ е ӳкӗнӳ евӗр туйӑнман.

Но состояние тревоги, ожидания, в котором я была, мало походило на смущение или сожаление.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чей мана нихӑҫан та ҫакӑн чухнехи пек кирлӗн туйӑнман.

Чай никогда так не казался мне нужен.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Кайран та темиҫе кун хушши ӑна ҫак хӗр тӑтӑшах куркаланӑ, анчах уйрӑмах асӑрхассийӗ мӗнӗ туйӑнман.

Несколько дней сряду потом она встречала его довольно часто, не удостоивая большей внимательности.

VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Учитель тени уншӑн тарҫӑ е пӗр-пӗр мастер пек кӑна; тарҫӑ е мастер, уншӑн пулсассӑн, арҫын пек те туйӑнман.

Учитель был для нее род слуги или мастерового, а слуга иль мастеровой не казался ей мужчиною.

VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тӗтӗмпе милӗк шӑршиллӗ вӗри шыва ӗҫнӗ чух Алексей темле йӑлтах лӑпланнӑ, ҫул та ӑна вӗҫӗ-хӗррисӗр те хӑрушшӑн туйӑнман.

Прихлебывая пахнущий дымом и веником горячий взвар, Алексей как-то весь успокаивался, и не таким бесконечным и страшным казался ему путь.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Уйрӑм ҫын ҫуртне, имӗш, ӑшӑтма вӑл ытла хака ларнӑ, анчах та обществӑллӑ мунчасенче, вӗсене патшалӑх укҫипе хӑпартнӑран, тӑкаклӑ туйӑнман.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html

Пуллине ветчинапа пӗрле ӑшаларӗҫ те тӗлӗнсех кайрӗҫ: ку таранччен вӗсене нихҫан та пулӑ ҫавӑн пек тутлӑн туйӑнман.

Они поджарили рыбу с грудинкой и даже удивились — никогда еще рыба не казалась им такой вкусной.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Телее ним те чӑрмав кӳрессӗн туйӑнман...

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

18. Хӗрарӑмсемпе ачасемшӗн, тӑвансемпе хурӑнташсемшӗн кӗрешесси чи кирли пек туйӑнман вӗсене; пуринчен ытла Туррӑн сӑваплӑ Ҫурчӗшӗн хӑраса тӑнӑ.

18. Борьба за жен и детей, братьев и родных казалась им делом менее важным; величайшее и преимущественное опасение было за святый храм.

2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех