Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑм сăмах пирĕн базăра пур.
туйӑм (тĕпĕ: туйӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тин ҫеҫ Тинӗс ҫар флотӗнчен хӗсметрен таврӑннӑ кӗрнеклӗ те патвар морякпа куҫсем тӗл пулсанах шалта ӑшӑ-ӑшӑ туйӑм ҫуралчӗ.

Как только встретилась глазами с красивым и крепким моряком, который вернулся недавно со службы военно-морского флота, внутри меня зародились теплые чувства.

Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

— Алина, аҫу сан пирки: «Юратура ҫуралнӑ хӗр вӑл пирӗн, унӑн чӗринче те таса ҫак туйӑм пурӑнать. Пӑхма анчах ҫинҫешке вӑл, шалта вара пысӑк вӑй пытаннӑ, ырӑ мӗнне пӗчӗкренех пӗлет, телей хӑйӗн урапине пирӗн тӗлтен кӑлтӑртаттарса иртнӗ чухне ҫак хӗре ӳкерсе хӑварнӑ», — тет.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Пӗрисем принципиально вӗренесшӗн мар, хӑйсен пӗлӗвне ӳстермесӗр туйӑм ҫине ытларах шанаҫҫӗ; произведени идейине кураймасӑр, уйрӑм сӑмахсене, уйрӑм предложенисене ҫӑлса илсе, авторӑн урине чукмарпа ҫапса хуҫасшӑн хӗрӗнсе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Чи вӑйлӑ, сумлӑ съезд суйланӑ ҫӗнӗ ушкӑнпа правлени пуҫаруллӑрах тата курӑмлӑрах ӗҫлес туйӑм ҫуратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

- Тӗрӗсрех каласан, манӑн чунра ачаранах хам мӗн шутлани, курни-илтни ҫинчен ыттисене каласа парас туйӑм вӑраннӑ, - калаҫӑва малалла тӑсать паянхи талантлӑ ҫыравҫӑ тата пултаруллӑ ертӳҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Пиллӗкмӗш класра вӗреннӗ чухне сӑвӑ ҫырас туйӑм вӑраннӑ Ирина Петровӑра.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑл илӗртет // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Мӗн чухлӗ туйӑм!

Сколько чувств!

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан туйӑм кунсерен вӑйланса пыни иккӗлентермест.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ывӑлӑмра та ҫак сукмаках такӑрлатас туйӑм вӑранни (тен, ача чухнехи шухӑшӗ ҫеҫ) хавхалантарать — лӑпкӑн та тирпейлӗн пӗлтерчӗ шухӑшне кил хуҫи Илюшкӑна хыттӑн-хыттӑн хӑй ҫумне ҫупӑрланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Кунта урӑх туйӑм ҫуралать.

Здесь рождается иное чувство.

Сывӑ пултӑр Елчӗк ен! // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2670.html

Таҫта шалта ҫав туйӑм пулнӑ паллах.

Конечно, где-то внутри были эти чувства.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Ҫавӑн пек туйӑм уйра, эсӗ пӗччен чухне сана ӑшӑтакан кӑвайт сасартӑк сӳнсе ларсан кӑна пулать…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хамӑн ҫав вӑхӑтри туйӑм ҫинчен каласа пама пултараймастӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

«Кӑшт ҫеҫ илтӗнекен, йӑлтах хускалса ҫитеймен туйӑм, пулса тӑрайман шухӑш…» — чӑн-чӑн поэтсем ӗнтӗ вӗсене каласа пама пултараҫҫӗ, каласа параҫҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ольга Васильевӑн «Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» повеҫӗ Шупашкарти шкулта ачасене вӗрентекен Маринен кун-ҫулӗпе паллаштарать.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Владимир Степанов та «Икӗ айкки те тӑвайкки» прозӑллӑ пӗчӗк трагикомедийӗнче чӗрене амантнӑ туйӑм ҫинчен шӳтлесе ҫырать.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» кӑларӑма сакӑр прозаикӑн калавӗ-повеҫӗ кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Вӑл «Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» ятпа анчахрах кун ҫути курчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Юрату ҫӗр ҫинчи чи хӑватлӑ туйӑм пулнипе пурте килӗшеҫҫӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Анчах, ял ҫывӑхнерех пырсан, чӗрене хӑрушӑ туйӑм пӑталаса илет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех