Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑм сăмах пирĕн базăра пур.
туйӑм (тĕпĕ: туйӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тин ҫеҫ Тинӗс ҫар флотӗнчен хӗсметрен таврӑннӑ кӗрнеклӗ те патвар морякпа куҫсем тӗл пулсанах шалта ӑшӑ-ӑшӑ туйӑм ҫуралчӗ.

Как только встретилась глазами с красивым и крепким моряком, который вернулся недавно со службы военно-морского флота, внутри меня зародились теплые чувства.

Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

— Алина, аҫу сан пирки: «Юратура ҫуралнӑ хӗр вӑл пирӗн, унӑн чӗринче те таса ҫак туйӑм пурӑнать. Пӑхма анчах ҫинҫешке вӑл, шалта вара пысӑк вӑй пытаннӑ, ырӑ мӗнне пӗчӗкренех пӗлет, телей хӑйӗн урапине пирӗн тӗлтен кӑлтӑртаттарса иртнӗ чухне ҫак хӗре ӳкерсе хӑварнӑ», — тет.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Пӗрисем принципиально вӗренесшӗн мар, хӑйсен пӗлӗвне ӳстермесӗр туйӑм ҫине ытларах шанаҫҫӗ; произведени идейине кураймасӑр, уйрӑм сӑмахсене, уйрӑм предложенисене ҫӑлса илсе, авторӑн урине чукмарпа ҫапса хуҫасшӑн хӗрӗнсе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Чи вӑйлӑ, сумлӑ съезд суйланӑ ҫӗнӗ ушкӑнпа правлени пуҫаруллӑрах тата курӑмлӑрах ӗҫлес туйӑм ҫуратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

- Тӗрӗсрех каласан, манӑн чунра ачаранах хам мӗн шутлани, курни-илтни ҫинчен ыттисене каласа парас туйӑм вӑраннӑ, - калаҫӑва малалла тӑсать паянхи талантлӑ ҫыравҫӑ тата пултаруллӑ ертӳҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Пиллӗкмӗш класра вӗреннӗ чухне сӑвӑ ҫырас туйӑм вӑраннӑ Ирина Петровӑра.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑл илӗртет // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Мӗн чухлӗ туйӑм!

Сколько чувств!

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан туйӑм кунсерен вӑйланса пыни иккӗлентермест.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ывӑлӑмра та ҫак сукмаках такӑрлатас туйӑм вӑранни (тен, ача чухнехи шухӑшӗ ҫеҫ) хавхалантарать — лӑпкӑн та тирпейлӗн пӗлтерчӗ шухӑшне кил хуҫи Илюшкӑна хыттӑн-хыттӑн хӑй ҫумне ҫупӑрланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Кунта урӑх туйӑм ҫуралать.

Здесь рождается иное чувство.

Сывӑ пултӑр Елчӗк ен! // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2670.html

Таҫта шалта ҫав туйӑм пулнӑ паллах.

Конечно, где-то внутри были эти чувства.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Ӑна патриотла туйӑм хистенӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

Вӗсен те туйӑм пур, вӗсем те асапланма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йытӑсене тытассине йӗркеленӗ // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8986- ... e-j-rkelen

Питӗ кӑмӑллӑ туйӑм.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекре майӑн 9-мӗшне халалланӑ ҫӑмӑл атлетика эстафети иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3760906

Куба президенчӗ тӗлпулуран кӑмӑллӑ туйӑм юлнӑ, тесе хушса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Куба президенчӗ Путинпа тӗл пулни ҫинчен ӑшӑ сӑмах каланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3761008

Мероприяти пурин кӑмӑлне те кайрӗ, ҫынсене хаваслӑ туйӑм парнелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, савӑнма та пӗлеҫҫӗ // Галина Симакова. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Кунашкал туйӑм, турра шӗкӗр, вир пӗрчи мӑнӑш та амаланса курман-ха чунра.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шанӑҫ, этеме хавал парса тӑракан туйӑм, ахӑртнех, тар евӗр кап хыпса илекен япалах пулас.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ваҫука вара темле туйӑм, будильникрен те тӗрӗсрех систерекенскер, ялан пӗр вӑхӑтра, ыттисенчен чылай иртерех вӑрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫавӑн пек туйӑм уйра, эсӗ пӗччен чухне сана ӑшӑтакан кӑвайт сасартӑк сӳнсе ларсан кӑна пулать…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех