Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑм сăмах пирĕн базăра пур.
туйӑм (тĕпĕ: туйӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна май ҫын чун-чӗрине те ҫутӑ-ҫутӑ хаваслӑ туйӑм ӳксе ҫутатать.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вара сак вырӑнта ӗлӗк питӗ чуна хумхантаракан пӗр-пӗр япала — пӗр-пӗр паттӑрла ӗҫ-и е пысӑк юрату-и — пулнӑ пек, анчах ӑна халӗ никам та астуман пек, ҫав ӗҫ чӑнахах пулнине ҫакӑнта ларнӑҫем ӑшра хускалса илекен туйӑм ҫеҫ систерсе тӑрать пек…

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Славик хӑвӑрт тӑчӗ те, ҫынсен чӗринче вӑл халь-халь каялла кӗрес пек туйӑм хӑварса, залран чупса тухрӗ, анчах вунӑ минутран та каялла кӗмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Тавралӑха ирхи кӑвак ҫутӑ ансан, улӑхран хӑйсен килкартине хӑпарнӑ чух, чуна юмахри пек туйӑм илсе кӗрекен музыка илтсе чарӑнса тӑчӗ Эльвира.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӑй куҫӗ хӗрӗн куҫӗпе тӗл пулсанах унӑн чунӗнчи шик ирӗлсе ҫухалчӗ, ун вырӑнне ҫав тери телейлӗ туйӑм йышӑна пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Славик кухньӑна кӗчӗ те, сӑмсине хир фиалки шӑрши ҫапсан, сасартӑк паҫӑр хӑй музыка чӗлхипе каласа пама хӑтланса асапланнӑ чухнехи туйӑм чӗрине таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Фортепьяно умӗнче ларакан арҫын ачан чӗринче, кайӑк вӗҫсе иртнӗ пек, ҫӗнӗ туйӑм вӗлтлетсе илчӗ те, ача тӑрӑшсах ҫавна музыка чӗлхипе каласа пама хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Этемлӗхӗн черчен пайӗ ку енӗпе ятарлӑ литература ҫуккине палӑртать те хӗрарӑмӑн ачисене юратас туйӑм хӑй ҫуралнипе пӗрлех тӗвӗленнине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Ку ырӑ туйӑм паянхи куна та упранать унра.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-yunla-capa ... ajman.html

Унӑн чаплӑ картинисене пӳрнепе те шутласа кӑларма пулать, анчах та мӗн тери вӑй, мӗн тери туйӑм тапса тӑрать вӗсенче, э?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Халиччен ӑс-тӑнпа туйӑм вырӑнне алӑ ҫеҫ ӗҫленӗ манӑн!

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Искусство вӑл — туйӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Туйӑм ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Мӗн тери ӑшӑ туйӑм, пӗр-пӗрне хисеплени, шанни вӗсем калаҫнинче.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Халь Инессӑна мӗнлерех тытамак шар кӑтартрӗ-ши: чунсӑрлӑх е шиклӗ туйӑм тытамакӗ?..»

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шиклӗ туйӑм серепине ҫакланнисем, мӗнрен те пулин хӑракансем радиора ҫеҫ мар, хаҫат-журналсенче те, ытти ӗҫлӗ вырӑнсенче те, хулапа ялта та пур.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Иккӗшӗ те вӗсем ӗмӗрхи туйӑм серепине ҫыхланчӗҫ, унран чуптунипех хӑтӑлаймастӑн.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ните — совӗҫе тӗрмере те, психбольницӑра та ҫӗртейместӗн: вӑл ӗмӗрхи туйӑм.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Нит — вӑйлӑ туйӑм.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ырӑ, пархатарлӑ туйӑм вӑл, ман шутпа.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех