Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

типӗ сăмах пирĕн базăра пур.
типӗ (тĕпĕ: типӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан вӑл плансӑр-мӗнсӗрех темиҫе гектар та пулин акса хӑвармалӑх типӗ ҫанталӑкран хӑраман ҫурхи тулӑ вӑрлӑхӗ тупса килесшӗн пулчӗ; селекци станцин сӑнав пуссинче ҫав тулӑ, пӗлтӗр типӗ ҫанталӑк тӑнӑ пулин те, лайӑх тӳссе ирттернӗ тата калама ҫук пысӑк тухӑҫ панӑ.

Там он внеплановым порядком хотел добыть на обсеменение хотя нескольких гектаров засухоустойчивой яровой пшеницы, превосходно выдерживавшей длительный период бездождья и давшей в прошлом году на опытном поле станции отменный урожай.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗҫӗн алӑк умне тӑккаланнӑ улӑма вӑл улӑм ури патнелле вӗҫтерсе пычӗ, унпа йытӑсем чавса шӑтарнӑ шӑтӑксене питӗрсе лартрӗ, улӑм урин пусӑрӑнсах тӑман кӗтессисене тураса якатрӗ, ун тӑрринчи типӗ юра шӑлса тӑкрӗ.

Он принес к скирду рассыпанную возле калитки солому, забил ее в лазы, устроенные собаками, очесал взлохмаченные углы скирда, где солома не так плотно слеглась, смел с вершины прикладка сухой снежок.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫылӑх каҫарттарма кайсан, пӗррехинче, ҫакна пуп хура тутӑрпа витсе хурать те ыйтать пулать (ку ӗҫ аслӑ типӗ вӑхӑтӗнче пулнӑ, ҫиччӗмӗш эрнереччӗ пулас): «Вӑрлакалатӑн-и, ачам?» — тет.

На исповеди накрыл его черным платком, спрашивает (в великий пост было дело, на семой, никак, неделе): «Воруешь, чадо?»

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эсӗ юр епле ирӗлессине, ун айӗнчен ҫӗр епле — нӳрӗ е типӗ — тухассине пӗлетӗн-и-ха?

— А ты знаешь, как будет снег таять и какая из-под него земля выйдет, сырая или сухая?

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Апла тумасан, юнашар тытнӑ икӗ ҫатан карта хушшине типӗ тислӗк тултарса хума пулать…

А нет, так можно промеж двух плетнев сухого помету насыпать…

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анкартисенчи тулӑ улӑмӗнчен шартлама сивӗре ҫутӑ сенкер август кунӗсен техӗмлӗ шӑрши кӗрет, типӗ шӑрӑх ҫилсен вӗри сывлӑшӗ ҫапать, ҫуллахи уяр тӳпе уҫӑлӑхӗ варкӑшса тӑрать…

А на гумнах от мороза пшеничная солома духовитей пахнет лазоревым августом, горячим дыханием суховея, летним небом…

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗвелӗн типӗ пайӑрки, чӳрече хуппи ҫурӑкӗ витӗр кӗрсе, пӳлӗм урлах каҫса кайнӑ.

Сухой луч солнца, пробившийся в щель ставня, пересекал комнату.

XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тӑма та вӑхӑт ҫитнӗччӗ, сехет ҫиччӗмӗшне кайнӑ — ҫапах та куҫа хупса ҫурӑм ҫинче выртма питӗ лайӑх, вырт та итле: кивелнӗ дачӑн типӗ урай хӑмисем Катя утса иртнӗ май хуллен ҫеҫ ҫӑтӑртатаҫҫӗ.

Пора было вставать, четверть седьмого, но это было так приятно — лежать на спине с закрытыми глазами и слушать, как Катя ходит по старенькой дачке и сухие половицы осторожно скрипят у неё под ногами.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ҫӗр, чӑн та, пысӑк мар, Арктикӑри типӗ ҫӗр татӑкӗ ҫеҫ, юхса ҫӳрекен пӑрсем хушшинче аташса кайнӑ салху ҫӗр кӑна ҫапах та Совет Арктикин картти ҫинчи тепӗр «шурӑ пӑнчӑ» хуралчӗ-ха, вӑл ӗҫе тумашкӑн «Св. Мария» куҫса пынин картти пулӑшрӗ.

Правда, это оказалась не бог весть какая земля, а всего только клочок арктической суши, затерянной среди ползучих льдов и представлявшей собою крайне унылую картину, но, как бы то ни было, ещё одно «белое пятно» было стёрто с карты Советской Арктики, и это было сделано с помощью карты дрейфа «Св. Марии».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та ҫак типӗ те сивӗ сӑмахсем хушшинченех мана пачах урӑх сӑмахсем аса килчӗҫ, эпӗ вара хам ҫав тери тунсӑхласа ҫитнӗ Катьӑна куҫ умне ӳкертӗм.

Но за сухими, холодными словами мне мерещились совсем другие слова, и я видел Катю, по которой так тосковал.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫулӑм карласа кӗрсе, типӗ мӑкпа мӑкланӑ пӗренесем тӑрӑх явӑнса хӑпарчӗ.

Огонь ворвался и взвился по бревнам, законопаченным сухим мохом.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Йӑвана таса, типӗ тытмалла.

Куҫарса пулӑш

Нарт-нарт кӑвакал // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех