Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ленин ӑна питӗ тимлесе тӑнларӗ, хушӑран ҫеҫ — улшӑнса вӗрекен ҫил тӗтӗм ҫӑмхине пит ҫинелле варкӑштарнӑ е тата Емельянов хыпалансарах ҫиме васкатнӑ самантсенче — хӑй ӑҫтине аса илчӗ; ун пек чухне вӑл тимсӗррӗн кулкаларӗ, большевиксен организацийӗн, — буржуйсем пулсан: «большевиксен каварӗн» темеллеччӗ, — пӗтӗм ҫипписене хӑйсен аллинче пӗрлештерсе тытнӑ ҫак сӑпайлӑ та пӑртак именчӗкрех ҫынсем халӗ ак хӑй умӗнче ларни ҫинчен шухӑшларӗ, ҫакӑншӑн ӑшӗнче вӑрттӑн хӗпӗртерӗ…
11 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вӗсене Ленин сулахай аллипе тимсӗррӗн хӑмсаркаласа хӑвалать.
7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вӗсене вӑл аллипе сулкаласа хӑвалать, хушӑран тимсӗррӗн пӑхса ӑсатать те куҫӗсемпе каллех хут ҫине тирӗнет.
4 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Анчах халь инкек тӳснӗ хресченсем ӑна тимсӗррӗн те кӳренсе итлеҫҫӗ.Но сейчас эти обездоленные крестьяне слушали его с чувством обиды и отчужденности.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Гвозден именсе те канӑҫсӑррӑн пӑхса тӑчӗ, тимсӗррӗн итлерӗ.Гвоздену казалось: все, что он слышит, доносится откуда-то издалека.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Обществӑн чухӑн сийӗсенче вӑл кашни япаланах кӑшт та пулин тӗкӗнсе курнӑ; хӑйӗн кирек мӗнле шухӑшне те ҫӑмӑллӑнах пурнӑҫлама пултарнӑран, ҫав япаласем ҫине вӑл те йӗрӗнереххӗн, те темле сивлеккӗн, тимсӗррӗн пӑхнӑ.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Арӑмӗ унран тимсӗррӗн вӑйӑ мӗн тери ӑнса пыни ҫинчен ыйтать, упӑшки клубра хӑй мӗн туни ҫинчен каланине тата вӑл ӑна: нихҫан та кӗтсе ан лар, тесе ҫӗрмӗш хут та асӑрхаттарнине йӑл кулса, пуҫне сулкаласа, ӑшӑ кӑмӑлпа тимлӗн итлет.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫапла! — терӗ Володя, ҫырса пымалли пӗчӗк кӗнеке ҫине юриех тимсӗррӗн пӑханҫи туса.— Так! — сказал Володя, притворно-рассеянно взглянув в записную книжку.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пиншак тӳмисене тимсӗррӗн тӳмелекелесе, вӑл васкамасӑр картлашка тӑрӑх анма пуҫларӗ.Рассеянно застегивая пуговицы пиджака, он стал неторопливо спускаться по лестнице.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
— Ҫул ҫинче тетӗр-и? — тимсӗррӗн тепӗр хут ыйтрӗ Рустамов.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
— Эпӗ, — тимсӗррӗн ответлерӗ Мариам.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Сергей, уҫӑ та сӗткенлӗ панулмине янах шӑмми ыраттичченех кӑчӑртаттарса ҫинӗ чух, Нюся инкене тимсӗррӗн итлерӗ.Хрустя сочным и до боли в скулах остро прохладным яблоком, Сергей рассеянно слушал тетю Нюсю.
4 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Черчилль ӑна тимсӗррӗн итлет.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Ҫук, айӑпламан, — тимсӗррӗн ответлерӗ Дуняшка, — Мӗн туса тӑратӑн эсӗ?— Нет, не наказала, — небрежным тоном ответила Дуняшка, — Что ж ты стоишь?
8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
«Эпир те хамӑр ӑраскала тупӑпӑр!» — шухӑшларӗ вӑл, ирхи хӗвелӗн чалӑш пайӑркисемпе элес-мелес капӑррӑн йӑлтӑртатакан юман ҫулҫисем ҫине тимсӗррӗн пӑхса.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аллинчи хуллине тимсӗррӗн выляткаласа, вӑл вӑкӑрсем кӳлсе тӑракан Дуняшка патне пычӗ.Она подошла к запрягавшей быков Дуняшке, беспечно помахивая хворостиной.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ермаков, кил хуҫи хӗрарӑмӗ патне кухньӑна тухса, тӑватӑ стакан илсе кӗчӗ, сӑмах хушмасӑр спирт тултарчӗ, сӗтел ҫине пысӑк пӑхӑр чейникпа сивӗ шыв пырса лартрӗ; салӑ вакларӗ, унтан ҫавӑн пекех нимӗн те шарламасӑр сӗтел ҫине йывӑррӑн чавсаланчӗ те, темиҫе минут ури айнелле тимсӗррӗн пӑхкаласа ларнӑ хыҫҫӑн тӳрех чейник тутинчен шыв ӗҫрӗ, хӑйӑлтатарах каларӗ:
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Каҫ пулса ҫитсен, вӑл, хулӑпа уни-куни тимсӗррӗн сулкаласа, Зыковсен тӗлне пырса тухрӗ: Прохор арӑмӗ килти ӗҫсене пуҫтарса пӗтернӗ те хапха умӗнче ларать.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Есаул ҫап-ҫутӑ тӳмеллӗ ансӑр пиҫиххи вӗҫне тимсӗррӗн пӗтӗркелесе тӑчӗ, чӗнмерӗ.Есаул рассеянно вертел кончик своего наборного ремешка, молчал.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Коробин Алексей Макаровича ывӑннӑн та тимсӗррӗн, калаҫӑва питех хакламан пек итлерӗ, анчах Константин курчӗ: ҫак тимсӗрлӗхре юри хӑтланни те, асӑрханулӑх та, йывӑр тарӑху та пур.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
- 1
- 2