Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй мӗнпе кӑна кӳрентерме пултарнӑ, ҫавсемшӗн пуриншӗн те кил-ҫуртри мӗнпур ҫынсенчен каҫару ыйтнӑ; хӑйне хӗрхеннӗшӗн пире пурне те епле тав тумаллине пӗлменни ҫинчен калама тата, эхер вӑл хӑйӗн тӑмсайлӑхне пула кама та пулин кӳрентернӗ пулсан, пиртен каҫару ыйтма хӑйӗн пачӑшкине, Василий аттене, хушса хӑварнӑ, «эпӗ нихҫан та вӑрӑ пулман, хам валли улпутӑн ҫиппине те тытса курман», — тенӗ Наталья Савишна.

У всех домашних она просила прощенья за обиды, которые могла причинить им, и просила духовника своего, отца Василья, передать всем нам, что не знает, как благодарить нас за наши милости, и просит нас простить ее, если по глупости своей огорчила кого-нибудь, «но воровкой никогда не была и могу сказать, что барской ниткой не поживилась».

XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Наталья Савишна шӑллӗ хӑйне халалласа хӑварнине илме килсен, аппӑшӗнчен мӗнпур пек пурлӑх та, ассигнацисемпе шутлас-тӑк, ҫирӗм пилӗк тенкӗлӗх ҫеҫ юлнине курнӑ та ҫакна ӗненесшӗн те пулман, пуян кил-ҫуртра утмӑл ҫул пурӑннӑ карчӑк, пур япалана та хӑй аллинче тытса, ӗмӗр тӑршшӗпех хыткукарланса, кашни лӑстӑкшӑн чӗтресе пурӑнса, ним те хӑвармасса пултараймасть, тенӗ вӑл.

Когда брат Натальи Савишны явился для получения наследства и всего имущества покойной оказалось на двадцать пять рублей ассигнациями, он не хотел верить этому и говорил, что не может быть, чтобы старуха, которая шестьдесят лет жила в богатом доме, все на руках имела, весь свой век жила скупо и над всякой тряпкой тряслась, чтобы она ничего не оставила.

XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Муҫка мӗскӗннӗн улама пуҫласан, вӑл ӑна лӑплантарма тӑрӑшнӑ: «Ҫитӗ ӗнтӗ, хам часах вилессине эпӗ сансӑрах пӗлетӗп,» — тенӗ вӑл.

Когда моська начинала жалобно выть, она старалась успокоить ее и говорила: «Полно, я и без тебя знаю, что скоро умру».

XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Пӗлместӗп, — ытахальтен тенӗ пек сӑмах хушрӗ вӑл, — эпӗ нихҫан та кӳмере ларса ҫӳреместӗп — манӑн унта ларсанах ӑш пӑтранать, ун ҫинчен анне те пӗлет.

— Не знаю, — отвечал он мне небрежно, — я ведь никогда не езжу в карете, потому что, как только я сяду, меня сейчас начинает тошнить, и маменька это знает.

XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ah! mon cher, — ответлерӗ кукамай, сассине ҫемҫетсе тата аллине унӑн мундирӗн ҫанни ҫине хурса, — хӑй мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тума ирӗклӗ пулсан, вӑл чӑнах та килнӗ пулӗччӗ.

— Ah! mon cher, — отвечала бабушка, понизив голос и положив руку на рукав его мундира, — она, верно бы, приехала, если б была свободна делать, что хочет.

XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Княгиня ӑна хирӗҫ ним те шарламарӗ, анчах: ҫавнашкал тӗлӗнмелле кивӗ шухӑшсемшӗн хам хытӑ хисеплекен ҫын пулнӑран каҫаратӑп, тенӗ евӗр ӑшӑ кӑмӑлпа кулса илчӗ.

Княгиня не отвечала, но только снисходительно улыбалась, выражая этим, что она извиняет эти странные предрассудки в особе, которую так много уважает.

XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кукамай ман сӑвва сасӑпа вулама тытӑнсан, хӑшпӗр сӑмахсене вулаймасӑр, йӗкӗльтӳллӗ кулӑпа (мана ҫапла туйӑнатчӗ) атте ҫине пӑхса илме сӑвӑ варринчех чарӑна-чарӑна тӑрсан, сӑмахсене эп калаттарас тенӗ пек мар каланӑ вӑхӑтра тата куҫӗ витӗрех мар пирки сӑвва вуласа пӗтермесӗрех аттене парса, йӑлтах ҫӗнӗрен вулама ыйтнӑ хушӑра эпӗ мӗн тери асапланнине епле каласа парам-ха?

Как передать мои страдания в то время, когда бабушка начала читать вслух мое стихотворение и когда, не разбирая, она останавливалась на середине стиха, чтобы с улыбкой, которая тогда мне казалась насмешливою, взглянуть на папа, когда она произносила не так, как мне хотелось, и когда, по слабости зрения, не дочтя до конца, она передала бумагу папа и попросила его прочесть ей все сначала?

XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пурте саланса пӗтнӗ ӗнтӗ; хӑна пӳлӗмӗнче пӗртен-пӗр ҫурта кӑна ҫунать; анне мана хӑй вӑрататӑп, тенӗ; эп ҫывӑракан кресло ҫине вӑл йӑпшӑнса пырса ларчӗ, хӑйӗн калама ҫук ырӑ та ҫепӗҫ аллипе мана пуҫран шӑлса илчӗ, хӑлхам тӗлӗнчех палланӑ ачаш сасӑ илтӗнчӗ:

Все уже разошлись; одна свеча горит в гостиной; maman сказала, что она сама разбудит меня; это она присела на кресло, на котором я сплю, своей чудесной нежной ручкой провела по моим волосам, и над ухом моим звучит милый знакомый голос:

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Нимех те мар, матӑшкӑ, — тенӗ лешӗ, — эпӗ сире йӑлӑхтарса ҫитертӗм пулӗ, ҫавӑнпа мана кил-ҫуртӑртан хӑвалатӑр…

— Ничего, матушка, — отвечала она, — должно быть, я вам чем-нибудь противна, что вы меня со двора гоните…

XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Гриша сӑмахӗсене кӑмӑлӑма ҫемҫетсе итлесси вӑраха тӑсӑлаймарӗ, мӗншӗн тесен, пӗрремӗшӗнчен, ун ҫинчен мӗн те пулин пӗлес тенӗ кӑмӑл тулчӗ, иккӗмӗшӗнчен, пӗр вырӑнта ларнипе манӑн урасем ҫывӑрса кайрӗҫ, кунсӑр пуҫне, хыҫра пӑшӑлтатни, йӑшӑлтатни илтӗнчӗ, манӑн та вара ыттисем патне хутшӑнас килчӗ.

Чувство умиления, с которым я слушал Гришу, не могло долго продолжаться, во-первых, потому, что любопытство мое было насыщено, а во-вторых, потому, что я отсидел себе ноги, сидя на одном месте, и мне хотелось присоединиться к общему шептанью и возне, которые слышались сзади меня в темном чулане.

XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпир сывламасӑр тенӗ пек ларатпӑр.

Мы не переводили дыхания.

XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пирӗн хыҫҫӑнах тенӗ пек хуллентереххӗн Гриша кӗчӗ.

Почти вслед за нами тихими шагами вошел Гриша.

XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Енчен сире йывӑр пулсан, мана сиртен уйрӑласси татах та йывӑртарах, — тенӗ атте, ӑна хулпуҫҫинчен лӑпкаса, — эпӗ халь урӑхла шухӑш тытрӑм.

— Если вам грустно, то мне было бы еще грустнее расстаться с вами, — сказал папа, потрепав его по плечу, — я теперь раздумал.

XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ҫапла, Петр Александрыч, — тенӗ вӑл куҫҫульпе (хатӗрлене сӑмахӗнче ку вырӑн пачах пулман), — эпӗ ачасене ҫав тери хӑнӑхса ҫитрӗм, мӗн тӑвӑп-ха ӗнтӗ вӗсем пулмасан.

— Да, Петр Александрыч, — сказал он сквозь слезы (этого места совсем не было в приготовленной речи), — я так привык к детям, что не знаю, что буду делать без них.

XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Николай пуҫне ҫӗклерӗ те, Карл Иваныч чӑнах та хӑйне пурӑнкаламалӑх ӗҫлейӗ-ши вара тенӗ евӗр, ун ҫине пӑхса илчӗ, анчах нимӗн те шарламарӗ.

Николай поднял голову и посмотрел на Карла Иваныча так, как будто желая удостовериться, действительно ли может он найти кусок хлеба, — но ничего не сказал.

IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл шут ҫине виҫӗ пин туртрӗ те минут хушши сӑмах чӗнмесӗр пӗрре шут ҫине, тепре аттене куҫран пӑхрӗ: «Хӑвӑрах куратӑр, ку питӗ сахал! Тата утине те халь сутас-тӑк, сиен курасси ҫеҫ пулӗ, эсир хӑвӑрах пӗлетӗр…» тенӗ пек ӑнланмаллаччӗ ӗнтӗ ӑна.

Он кинул на счеты три тысячи и с минуту молчал, посматривая то на счеты, то в глаза папа, с таким выражением: «Вы сами видите, как это мало! Да и на сене опять-таки проторгуем, коли его теперь продавать, вы сами изволите знать…»

III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тепӗр стена ҫумӗнче ландкарттӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсене, йӑлтах тенӗ пек ҫурӑлса пӗтнӗскерсене, Карл Иваныч алли ӑстан ҫыпӑҫтарнӑ.

На другой стене висели ландкарты, все почти изорванные, но искусно подклеенные рукою Карла Иваныча.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах шӑп та лӑп Уча хӑй урӑх вырӑна куҫса выртас тенӗ самантра нимӗҫсен ура сассийӗ илтӗнсе кайрӗ.

И как раз в ту минуту, когда Уча хотел перебраться в другое место, послышался шум движения немецкой колонны.

11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Темрен хӳтӗленнӗ пек, вӗри шӗвек юшкӑн ӑшне путса пынинчен ҫӑлӑнас тенӗ пек, Павӑл пӗтӗм вӑйран талпӑнчӗ.

Павле метался, словно защищаясь от кого-то, словно стараясь вырваться из горячей жидкой тины, затягивавшей его все глубже и глубже.

4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӑл усӑнса аннӑ ҫӳҫ пайӑркине тарӑхнипе ҫырта-ҫырта илчӗ, анчах Уча, ӑна усал тӑвас тенӗ пекех, кӗсйине тавӑрса унта мӗн пуррине хаҫат татӑкӗ ҫине силлерӗ те табак тусанӗнчен пӳрне хулӑнӑш чикарка чӗркерӗ.

Он пожевывал упавшую на лицо прядь волос, как назло, Уча вывернул карманы и, вытряхнув из них табачную пыль, свернул из клочка бумаги папиросу толщиной в палец.

4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех