Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

телейӗ (тĕпĕ: телей) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Телейӗ ун, ту ӑмӑрӗнчен карласа тухакан шарлак евӗр, ҫутӑ та таса, янкӑр та ынатлӑ, ӗмӗр иксӗлми кун ҫутилле, чӗрӗ те кӗвӗллӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Елькканни евӗр телейӗ шарт икке пайланмарӗ унӑн, пайланнӑскер те ылтӑн чӑмакки ҫумне ҫыпҫӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑй телейӗ ҫине хӑй алӑ хурса, хӑй таптаса лутӑрканӑ ҫуй'кӑнчӑк.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Телейӗ те вӑл, тепӗр тесен, те икке пайлансан авантарах, те — хӑраххӑнах пухутлӑ…»

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Мӗн телейӗ унта?

— Какое уж счастье!

32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ҫитменнине тата унӑн ҫар ӗҫӗнчи телейӗ те ун умне тӳнтерле ҫаврӑнса тӑчӗ.

В эту ночь и военное счастье повернулось к нему спиной.

18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Телейӗ пулнах-мӗн хӑйсен: вӗсем ҫӗр кеш тӑракан тымар чавса кӑларнӑ.

Счастье улыбнулось им, и вырыли они корень ценой в сто тысяч кеш.

Виҫӗ тӑван // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 31–32 с.

Ҫапла ӗнтӗ, Чочой хӑйӗн ҫав тери пысӑк телейӗ ҫинчен шухӑшла-шухӑшла тата ҫав телее ҫухатасран хӑрасах ҫывӑрса кайрӗ.

Так Чочой и уснул с этим смешанным чувством огромного счастья и неутихающей тревоги.

Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Вӗсен телейӗ валли пӗр япала — ирӗк ҫитмест.

Для их счастия недоставало одного — воли.

Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Пӗри хиртен тулӑ вӑхӑтра пуҫтарса кӗртнӗшӗн савӑнать, тепри — ҫӑкӑр магазинӗнче ҫав тулӑ ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ ӑшӑ батон туяннӑшӑн, телейӗ йӑлт тулли пулма ӗнтӗ ӑна, калӑпӑр, хура вӑлча кӑна ҫитмест.

Один радуется, что убрал поле пшеницы, а другой — что в булочной ему попался выпеченный из той же пшеницы батон, да не какой-нибудь, а с хрустящей корочкой, и для полного счастья ему не хватает разве лишь того, чтобы батон этот намазать черной икрой.

17 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Анчах та чи телейлӗ минутсенчен пӗринче акӑ мӗн палӑрать: телейӗ ку тулли мар иккен, ҫӑмӑл мар-мӗн ҫӗнӗ юратӑва малтанхи, пирвайхи, юрату урлӑ каҫса иртмешкӗн.

Но в одну из самых счастливых минут вдруг узнается, что счастье это неполное, что не так-то просто новой любви переступить через прежнюю, первую.

15 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Пӗр тесен, мӗн телейӗ — амӑшӗ килӗнчех лармалла улаххӑн, тем тумалла!..

Впрочем, чего ж тут счастливого — было бы лучше, если бы мать была дома, а то о чем говорить наедине, как себя вести?

6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Телейӗ ҫавнашкал пулмалла ӗнтӗ пирӗн, тӳрӗ пурӑннӑшӑн.

Видно, судьба наша такая за то, что честно живем.

VI // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Манӑн ывӑлӑмӑн юлмалла пулчӗ пулсан, унӑн телейӗ ҫапла пулнӑ пулӗ ӗнтӗ, терӗ вӑл.

Должно, заслужил его сын, коли ведено его обойти.

V // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

— Юрӗ-ха танка сиктерсе яма пултарчӗ, — ун телейӗ.

— Счастье его, что подорвал.

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Пысӑк та таса савӑнӑҫ тытса илчӗ боецсене ҫав самантра, уйрӑм ҫыннӑн пайӑр телейӗ нихҫан та ун пек пысӑк савӑнӑҫ кӳрес ҫук.

Радость, такая большая и чистая, какой, возможно, никогда не вызывает в человеке его узко-личное счастье, охватила в этот момент бойцов.

XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Тен, ун чухне тӑван халӑха ҫавӑн пек хавхаланса ӗненни Шурӑна хӑйӗн телейӗ пуласса ҫирӗппӗн шанма вӑй пачӗ пулӗ.

И, может быть, именно эта вдохновенная вера в свой народ наполнила тогда Шуру уверенностью в неминуемости и ее личного счастья.

II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Халь харпӑрхӑйӗн телейӗ ҫинчен шухӑшлама кирлӗ мар… — пӑшӑлтатса илчӗ Настя.

— Сейчас о своем счастье не надо думать… — прошептала Настя.

8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Юрату телейӗ ҫапла ялт! ялкӑшса илнӗччӗ те яш чӗресене йӑлтӑр ҫутатса янӑччӗ.

Счастье любви ярко вспыхнуло и осветило юношеские сердца.

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ку телей вӑл — Васильевӑн, Мариамӑн тата ҫак самантра палуба ҫинче, ҫыран ҫинче тӑракан, пирӗн ҫӗр ҫинче пур тӗлте те пурӑнакан ҫынсен телейӗ!..

Это счастье — Васильева, ее и всех-всех, кто был в этот момент на палубе, на берегу, всюду на нашей земле!..

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех