Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

телейӗ (тĕпĕ: телей) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Телейӗ ҫитрӗ Миккан, кӑмӑлӗ тулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Ӑш-чикре кӗвӗҫӳ ҫав териех йӳҫсе-тӑкӑнса тӑрать пулсан, мӗн телейӗ ӗнтӗ ун пек ҫыннӑн?

Куҫарса пулӑш

XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӗмӗтне пурнӑҫларӗ Сантӑр, — телейӗ ҫитрӗ-ши унӑн?..

Куҫарса пулӑш

XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӗсен илемӗ — ҫӗршыва илем кӳмелӗх, телейӗ — пӗтӗм халӑха телейлӗ тумалӑх.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ачасем хӑйсенчен лайӑхрах пурӑнни пулать те ӗнте аслӑ ӑрусен телейӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫакӑ путакан ачан телейӗ пулнӑ та.

Это и оказалось счастливым моментом для тонущего ребенка.

Икӗ каччӑ путакан ачана ҫӑлнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35089.html

Шерпет мар-ҫке пурнӑҫ куркинче, Хурлӑхпа телей ун ӑшӗнче, Хурлӑхӗ пулайтӑр ман валли, Юлтӑр-и телейӗ сан валли.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хурлӑхӗ пулайтӑр ман валли, Юлтӑр-и телейӗ сан валли…

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Калӑр-ха, Сергей Ильич, мӗн хаклӑрах сирӗн шутпа: искусство-и е ҫын телейӗ, ҫын пурнӑҫӗ?

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫак тапхӑрта Ванкӑна уйрӑмах совет ҫамрӑкӗсен юратӑвӗ, тивӗҫӗ, ӗҫри телейӗ ҫинчен калакан темӑсем интереслентернӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Анчах телейӗ пулчӗ пуль ҫав унӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Мана мӗн пӗчӗкренех: пӗрин телейӗ, теприн хурлӑхӗнче йӑва ҫавӑрать, тетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун хуйхи Савантер телейӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑнтан юлашки-шим ӗнтӗ хӗр телейӗ?

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сывлӑх пулсан, пуҫа та ал-урана ырӑ ӗҫе кӗртсен, телейӗ те пӑрӑнса иртмӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Шел, эпӗ сана тулли ҫемье телейӗ кӳреймерӗм, сан телей кайӑкӗ пулаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Эсӗ: «Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — чей кашӑкӗ ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса тупнӑ хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, кӗрнеклӗ, вӑйлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр, чирлӗ; пӗрисем хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — чӑлах, илемсӗр, асси; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем — юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат… Апла пулсан, пӗрисемшӗн ҫӑтмах ҫӗр ҫинче те, леш тӗнчере те, теприсемшӗн — леш тӗнчере ҫеҫ. Ку питӗ пысӑк танмарлӑх вӗт-ха», — терӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах «телейӗ» вырӑнта тӑп тӑраканскер пулмарӗ иккен!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тата Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — пӗчӗк кашӑк ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса е ура айӗнчи ҫӳп-ҫапла таптанса тупнӑ паян пурӑнмалӑх хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, капмар, тапса тӑракан вӑй-халлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр; пӗрисем чун кӗлекен хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — илемсӗр, асси, чӑлах; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем вараланчӑк юратуллӑ е пачах юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫын телейӗ уншӑн — куҫа шур илсе лартнӑпа пӗрех! — ӳсӗр ҫынсене ӑна хирӗҫ хӗтӗртнӗ йӳтеме пуҫланӑ пӗр-пӗр карчӑк.

Чужое счастье — ей бельмо на глазу! — подзуживала старуха пьяных мужчин.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех