Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

театра (тĕпĕ: театр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑмӑлу пулсан, ыран иксӗмӗр театра кайӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Ҫӑлтӑрсем вӑхӑта ачӑрсемпе ирттерме, цирка е театра кайма, ҫутҫанталӑкра ытларах пулма сӗнеҫҫӗ.

Планеты советуют провести время с детьми, посетить цирк или театр, больше времени находиться на природе.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пушӑ вӑхӑтсенче час-часах пӗрле кинона, театра ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Сакӑр сехете валли театра билетсем туянтӑм. Вӑхӑт пулсан пыр. Кӗтетӗп».

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Мӗнле-ха апла, — каллех иккӗленчӗ хӗр, — эпир ак театра кайма билетсем те туяннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Эпӗ унпа час-часах театра опера итлеме ҫӳреттӗм.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Театра ӗҫ вырӑнне шутламаҫҫӗ.

Театр не ремесло.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӑҫал пӗр театра та, пӗр концерта та илсе каймарӑн.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Ытти чух манпа пӗрле театра пыма та хӑраттӑн, халӗ выставка тетӗн, — хӑр-хар кӑшкӑрса тӑкрӗ ӑна арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Каҫхине ҫеҫ Натюш театра е кинона кайма пушанать.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Поля ӑна театра е кинона ҫеҫ мар, библиотекӑна та, пасара та пӗччен ямарӗ, кирек ӑҫта та, мӗлке пек, ун ҫумӗнчен хӑпма пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпӗ вӗсене билетсем тупса пама пултӑм, каҫхине, саккӑр тӗлне, театра пыма чӗнтӗм…

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Театра ҫитиччен ҫӑм атӑпах, фуфайкӑпах, ҫӗлӗкпех пырас, халь кун пек ҫӳрекенсем ытларах, тата урӑх ҫи-пуҫӑм та ҫук, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Паян вӑл, театра кайма тухнӑран-ши, унта хӑйне темле телей пуласса кӗтнӗрен-ши, ытти чухнехинчен нумай хаваслӑрах, хура куҫӗсенче пӗчӗк ҫӑлтӑрсем ҫунаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Эпӗ театра кӗме виҫӗ билет тупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӗсем хуть костюм илеҫҫӗ-и — ыр ятпа асӑнӗҫ, телевизор та кирлӗ вӗсене, театра та каяс тейӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Канмалли кунсенче ҫемьепе музея е театра кайӑр.

В выходные всей семье сходите в музей или в театр.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Япала ҫуса, апат хатӗрлесе ан хӑшкӑлӑр, канмалли план тӑвӑр: театра кайса килӗр.

Не обременяйте себя стиркой, глажкой, готовкой вкусных ужинов, а разработайте план отдыха: обязательно сходите в театр.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Канмалли кунсене аван ирттеретӗр: театра, концерта каятӑр, кӗнеке вулатӑр.

Приятное времяпрепровождение (поход в театр, на концерт, чтение хорошей книги) в выходные.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Театра е курава кайма пултартӑр: кӑмӑл ҫӗкленӗ.

Можно устроить культпоход в театр или на выставку: оно подарит вам заряд позитивной энергии.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех