Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ташшине (тĕпĕ: ташӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Яр-ха Мускавӑн ташшине Саратон ҫеммипе…

— А ну, давай московский разговор, саратовские припевки…

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кӑмӑлсӑр пулсан, утӑ та улӑм, эпӗ сире чумбукгу йӑхӗн вӑрҫӑ ташшине вӗрентӗп!

Хотите, я вас, сено-солома, научу настоящему боевому танцу племени чумбукту?..

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

тепӗр кана вут чӗртсе ярар та кайӑкла этемсен ташшине пуҫлар.

запалим снова костер и устроим танец диких…

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эпӗ княжнапа иксӗмӗрӗн мазурка ташшине пуҫламалла пуласран хӑратӑп-ха, пӗр фигура та йӗркеллӗн пӗлместӗп вӗт эпӗ…

— Я боюсь, что мне с княжной придется начинать мазурку, — я не знаю почти ни одной фигуры…

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Юлашкинчен, йӗри-тавра алӑ ҫупса тӑракан ҫынсем хушшинче «барыня» ташшине лётчик ҫав тери хӗрӳллӗн, шӑхӑрса, ывӑҫ тупанӗсемпе хӑйне айӑкӗсенчен, питӗнчен ҫапса тӑпӑртаттарса илсен, унтан йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ, пӑлханса кайнӑскер военврач патнелле хӗсӗнсе тухсан, ку унӑн аллине кӑмӑллӑн тытса чӑмӑртарӗ.

Под конец, после того как летчик лихо сплясал в центре рукоплещущего круга «Барыню» — да с гиком, с прихлопываниями ладонями по бедрам, по щекам — и потом, вспотевший и оживленный, пробился к военврачу, тот с уважением пожал ему руку.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Камышинра пурӑннӑ чух Мересьев «вырӑс ташшине» тата хулари садра пожарнӑй командӑн оркестрӗ калакан авалхи ташӑсене лайӑх ташланӑ.

Когда-то Мересьев лихо плясал «Русскую» и старые танцы, какие играл в камышинском городском садике оркестр пожарной команды.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Кунсӑр пуҫне чӑваш тӗрри тӗрлеме, чӑваш халӑх юрри-ташшине, окситан ташшине ташлама вӗренме май пулӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хавал» уйлӑха йыхравлаҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/22164.html

Тутар ташшине ҫӳҫне икӗ ҫивӗт ҫивӗтлесех ташланӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

«Дояркӑсем ҫывӑрмаҫҫӗ, ирех юрлаҫҫӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫав университетри халӑхсен хутшӑнӑвӗсен пайӗн ӗҫченӗ Линь Цзиньцзинь халӑх ташшине хӳхӗм ташларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Лилия Валерьевнӑн ӗмӗчӗ – чӑваш халӑх ташшине лартасси.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ташшине те лартасшӑн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех