Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарӑхаҫҫӗ (тĕпĕ: тарӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Симурден ҫине пурте тарӑхаҫҫӗ.

Глухой гнев подымался против Симурдэна.

IV. Судья пулнӑ Симурден хыҫҫӑн — Симурден учитель // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Вӑт ӑслӑскерсем: пучахсем тӗл пулманнишӗн тарӑхаҫҫӗ!

— Вот так умны: сердятся, что колосья не попадаются!

Инҫетри уйра // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.

Сан ҫине кӳршӗсем пурте тарӑхаҫҫӗ!

На тебя все соседи жалуются!

8 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Пуринчен ытларах Весовщиковӑн лармалла пулать, ӑна питӗ тарӑхаҫҫӗ.

Дольше всех Весовщиков будет сидеть, сердятся на него очень.

XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Сӗмсӗр спекулянтсене кӑшт хӑратма шутласан, хӑвӑн ял ҫыннисемех сана пӗтӗм чунтан тарӑхаҫҫӗ, сӑмах майӑн калас-тӑк, вӗсене ӑнланма йывӑр мар: ҫав ылханлӑ ҫӗпре ял лавккинче хӑҫан пулнине астумаҫҫӗ вӗсем, спекулянтран туяннӑ ҫӗпре касӑкӗ ҫине вара Саратов завочӗн маркине ҫыпӑҫтарнӑ.

Ежели ты попытаешься припугнуть наглых спекулянтов, то обратишь на себя великий гнев своих же земляков, которых, кстати, понять нетрудно: они не помнят, когда эти несчастные дрожжи были в их сельской лавке, хотя на приобретенных у спекулянта палочках наклеена марка Саратовского завода.

Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Казанскисем ай-ай мӗнле тарӑхаҫҫӗ ҫав продотрядсене.

Казанцы шибко обижаются на эти продотряды.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Казаксем продразверсткӑшӑн хытӑ тарӑхаҫҫӗ.

Казаки дюже недовольные продразверсткой.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тарӑхаҫҫӗ офицерсене, хайхи-майхи.

— Обижаются на офицерьев, стал быть.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Камӑн та пулсан татса памалла вӗт-ха ҫаксене пурне те, ҫынсене ответ памасӑр хӑварма юрамасть, атту ҫынсем кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, тарӑхаҫҫӗ

И кто-то ведь должен все это решать, нельзя же оставлять людей без ответа, позволять накапливаться недовольству, раздражению…

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Анчах чи малтан эсӗ ӗҫлесе илнӗ тырра ӗҫ кунӗ тӑрӑх паманшӑн тарӑхаҫҫӗ, килес ҫул пуринчен малтан рапорт пама пытарнӑ, теҫҫӗ.

— Но перво-наперво злятся, что ты не весь заработанный хлеб на трудодни выдал, а припрятал, мол, для будущего года, чтоб первому отрапортовать!

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чӑн та, окопсенче вӑрах вӑхӑт ларма тӳр килнӗшӗн казаксем ытларах тарӑхаҫҫӗ — служба йӗрки вӗсене вырӑнтан-вырӑна куҫса ҫӳреме хӑнӑхтарнӑ.

Несомненно, казаки болезненней реагируют на вынужденное сиденье в окопах — по роду службы привыкли к постоянному движению.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫапла чуптунӑшӑн тарӑхаҫҫӗ те вӗсем, сайра хутра тенӗ пек, ҫулҫисемпе ҫиленерех пӑшӑлтатса, пӗр-пӗринпе калаҫкаласа илеҫҫӗ.

и изредка лепечут листьями, будто сердясь и негодуя, .

II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ӑҫта та пулин урамра тӗл пулсан, вӗсем аякранах вара, пӑшӑрханнӑ пек, аллисемпе сулкалаҫҫӗ, пӗрле пулсан — ӳпкелешеҫҫӗ, тарӑхаҫҫӗ.

Встречаясь где-нибудь на улице, они еще издали сокрушенно махали друг другу руками, а сойдясь, жаловались и негодовали.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пӗрисем акӑ юнашарти ҫӗр лаптӑкӗн хуҫисем хӑйсенне пӑхса-ҫулса тӑманран тарӑхаҫҫӗ те вӗсен ашкӑрса ларакан хыт хурине чӗртсе яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

– Чылай ялсем шыв ҫуккипе тарӑхаҫҫӗ, ҫулла ку йывӑрлӑх тата ҫивӗчрех.

- Большинство деревень страдает от отсутствия воды, летом эта проблема стоит еще острей.

Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ял ҫыннисем вӗсен тирпейсӗрлӗхӗнчен тӗлӗнеҫҫӗ, выльӑх картишӗнчен тухакан тислӗк шывӗ урама вараланӑран тарӑхаҫҫӗ.

Односельчане удивляются их неряшливости, возмущаются, когда навозная жижа вытекает на улицу из их скотного двора.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Пирӗн эфира тухнӑ концертра артистсем тӗрӗс мар юрланӑшӑн, килӗшӳсӗр тӑхӑннӑшӑн ятлаҫҫӗ, ертсе пыракансем вырӑсла-чӑвашла сӑмахсемпе перкелешнӗшӗн тарӑхаҫҫӗ.

Ругают нас, за то, что на концертах, которые идут на нашем эфире, артисты поют не правильно, не умеют одеваться стильно, сердятся на ведущих за их кашу из чувашских и русских слов.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

3. Чаплӑ патша пуканӗ ҫинче лараканран пуҫласа ҫӗр ҫумӗнчен, тӑпра ӑшӗнчен хӑпайман ҫын таранччен, 4. хӗрхӗлтӗм тум тумланса, пуҫкӑшӑль тӑхӑнса ҫӳрекенрен пуҫласа шӑлапир тумпа ҫӳрекен таранччен — 5. пурте вӗчӗхеҫҫӗ, кӗвӗҫеҫҫӗ, пӑтранаҫҫӗ, пӑшӑрханаҫҫӗ, вилӗмрен сехӗрленеҫҫӗ, тарӑхаҫҫӗ, харкашаҫҫӗ, ҫывӑрма выртнӑ вырӑнӗ ҫинче те вӗсен ӑсне тӗлӗк аташтарать.

3. От сидящего на славном престоле и до поверженного на земле и во прахе, 4. от носящего порфиру и венец и до одетого в рубище, - 5. у всякого досада и ревность, и смущение, и беспокойство, и страх смерти, и негодование, и распря, и во время успокоения на ложе ночной сон расстраивает ум его.

Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех