Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тармалла (тĕпĕ: тар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темиҫе ҫӗр юланутҫӑ пехотӑн пӗтӗм армийӗсене сурӑх кӗтӗвӗсене хӑваласа салатнӑ пек салата-салата янӑ; ку вӑл континент ҫине мӑнкӑмӑллӑ, пӗчӗк ҫӗр хуҫисенчен тӑракан пехотинецсем килсе тухичченех ҫапла пулнӑ; вӗсен ҫав шиклӗх пулман, вӗсем никама та, ниме те ҫапӑҫусӑр паман; утлӑ ҫартан тармалла, тесе шутлама хӑнӑхман ҫав ҫынсем Францие килнӗ те хисеппе хӑйсенчен те иртекен утлӑ ҫара кашни тӗл пулмассерен ҫапа-ҫапа аркатнӑ; Англин сахал йышлӑ пехотинецӗсем Францин утлӑ ҫарӗсене Кресси, Пуатье тата Азенкур патӗнче чаплӑн аркатса тӑкнине пӗлетӗн ӗнтӗ эсӗ.

Целые армии пехоты разгонялись, как стада овец, несколькими сотнями всадников; до той поры, когда явились на континент английские пехотинцы из гордых, самостоятельных мелких землевладельцев, у которых не было этой боязни, которые привыкли никому не уступать без боя, как только пришли во Францию эти люди, у которых не было предубеждения, что они должны бежать перед конницею, — конница, даже далеко превосходившая их числом, была разбиваема ими при каждой встрече; знаешь, знаменитые поражения французских конных армий малочисленными английскими пехотинцами и при Кресси, и при Пуатье, и при Азенкуре.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Епле тармалла марччӗ?

— Как так не бегал бы?

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тармалла марччӗ, вара кӗрӗкӳ те тӗрӗс-тӗкелех юлнӑ пулӗччӗ.

— Не бегал бы, и шуба целая была.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗр ҫӑлӑнӑҫ — часрах тармалла!

Одно спасенье — бежать скорей!

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӑҫта тармалла? — ыйтрӗ Федор.

Куда бежать? — спросил Федор.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вара вӗсен, лавка хуҫинчен хӑраса, чӗлхене тӑсса икӗ квартал чупса тармалла пулнӑ.

И им пришлось, высунув языки, два квартала бежать от хозяина.

XXI. Тупата // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Правилӑсем тӑрӑх илсен, ун пек чух пирӗн хӑвӑртрах тармалла ӗнтӗ.

Согласно всем правилам, мы должны были удрать от них возможно скорее.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ятне кура ун тахҫанах тармалла пек ӗнтӗ, вӑл вара «миллион-миллион алых роз» ҫӗклесе килнӗ.

Судя по имени, ему давно пора сбежать вроде, а принёс «миллион-миллион алых роз».

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Мӗн тума тухса тармалла пирӗн?

Для чего это нам удирать?

34-мӗш сыпӑк. Ылтӑн юхамӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑнпа халӑх чупса тухнӑ, кӑралпа авӑрланса, хула ҫыннисем Антиоха хӑваласа янӑ, лешӗн ӗнтӗ намӑс тӳссе каялла тармалла пулнӑ.

Поэтому сбежался народ, и обратились к помощи оружия, и Антиох, обращенный жителями в бегство, должен был со стыдом возвратиться назад.

2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех