Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тармалла (тĕпĕ: тар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗнле тармалла?

— Да как же бежать?

4 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пирӗн пурин те пӗрле тармалла, тата ҫийӗнчех!

Мы должны бежать все вместе, и немедленно!

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вара Дингӑн, паллах, тармалла пулчӗ.

И Динго, несомненно, пришлось обратиться в бегство.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Хамӑн ӗнтӗ, хӗр йӑлипе, хапха умӗче ячӗшӗн пӑртак тӑнӑ-тӑманах, йӗкӗте ырӑ каҫ сунса, алӑкран паҫӑрах кӗрсе тармалла пек ӗнтӗ.

Мне бы, по девичьему обычаю, чуть-чуть постоять у ворот и пожелать парню спокойной ночи, распрощаться с ним да бежать в избу.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Талантлӑ пулнӑ пиркиех Софья Ковалевскаян Российӑран тухса тармалла пулчӗ.

— Софья Ковалевская вынуждена бежать из России только потому, что талантлива.

Оля // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Пӗтӗм парӑссене пуҫтарса, татах тӑвӑлтан тармалла пулать пулӗ текен шиклӗ шухӑш пӑраларӗ капитан пуҫне.

Капитан уже начал опасаться, что снова придется, убрав все паруса, бежать от бури.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах ӑҫта тармалла?

Но куда бежать?

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ыттисене хӗрарӑмсемпе ҫитӗнсех ҫитмен ачасем пуртӑсемпе тата сенӗксемпе хӑмсарса ниҫта та тармалла мар пӗр ҫӗре хӑваласа пухнӑ.

Остальных пленников бабы и подростки, размахивая топорами и вилами, согнали в кучу, не давая им возможности выскочить из кольца.

Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.

Кам тӑван ҫӗршывшӑн, унӑн епле пулсан та тармалла.

Кто патриот, тот должен бежать.

Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.

Ачасем, ту ҫине тармалла пулманнине пӗлсен, хытах тӗлӗнчӗҫ пулас.

И ребята, кажется, были немало разочарованы, узнав, что в горы им бежать не придется.

Ҫул ҫине // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ҫапла вара, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех план пулса та тухрӗ: телее шыраса пӑхмалла, ҫуркунне ҫитсен пӗр-пӗр малтанхи кунах, чи малтанхи пӑрахутпах Америкӑна тухса тармалла.

И вот понемногу план созрел: попытать счастья и с первым весенним днем удрать в Америку на первом отходящем пароходе.

Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тармалла мар, чакмалла.

— Я сказал — отступление, а не бегство.

III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Анчах вӑл пире курма пултарать, ҫавӑнпа часрах тармалла.

Но нас могли заметить, надо было бежать.

XXXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ун сӑмахӗсем ҫакӑн пек шухӑшсем патне илсе пычӗҫ: ҫурт-йӗр ҫавӑрмалла, «пурне те килелле туртмалла, илсе тухмалла мар», «килте тӑранса пурӑнмалла, тухса тармалла мар», ҫаксене пурнӑҫлама вӑл, ытти нумай ӑслӑ ҫынсем тунӑ пек, ҫуртне юсассине ҫуркуннене хӑварма сӗнчӗ, мӗншӗн тесен ун чухне пысӑк санаторисене юсама тытӑнаҫҫӗ, пушӑ вӑхӑтра рабочисем Воропаева та пулӑшма пултараҫҫӗ.

Ее доводы сводились к тому, что строиться надо, как она говорила, окружно, «в дом вносить, а не из дому выносить», «домом кормиться, а не из дому проситься», и во исполнение этого предлагала ремонт самого здания отложить до весны, как делают все умные люди, ибо когда начнут ремонтироваться большие санатории, они между делом помогут восстановиться и Воропаеву.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Тармалла пулсан, кансӗрлетӗп кӑна.

Только помешаю, в случае побега.

XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Хӑйӗн тухса тармалла пуличченех пӑрахать вӑл сана, анчах тарасси — тармалла пулатех унӑн!

Еще раньше, чем самому придется удирать, а уж придется!

I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Пирӗн, юлташсем, пурсӑмӑрӑн та калаҫса татӑлмалла та тармалла.

Всем надо сговориться и бежать, всем товариством.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тармалла куҫ курнӑ еннелле!

— Бежать куда глаза глядят!

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хытӑ пӑлханнипе калаҫаймастӑп та, ҫапах Тома кунтан хӑвӑртрах тармалла тесе хыпаланса каласа патӑм — пӗр минут та тӑхтамалла мар: пӳртре ҫын туллиех, пурте пӑшалпа!

Я даже говорить не мог — до того разволновался, но все-таки одним духом выпалил Тому, что надо убираться поживей, ни минуты терять нельзя — в доме полно людей, и все с ружьями!

Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тек ухмахланса вӑхӑта ирттерме кирлӗ мар, хӑвӑртрах Джима илсе тухса тармалла кунтан, унсӑрӑн ку эсрелсем пире те ярса тытаҫҫӗ.

И дурака валять больше нечего, надо поживей удирать вместе с Джимом, пока эти молодчики до нас не добрались.

Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех