Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем вилнӗ Зеньковича урса кайсах атӑсемпе таптаҫҫӗ, питрен тапаҫҫӗ.Они с яростью топтали сапогами мертвого Зеньковича, били его каблуками по лицу.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Утлӑ жандармсемпе казаксем ҫынсене таптаҫҫӗ.
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӗсем, аяккалла тухмалли ҫул шыраса, енчен енне ҫапӑнаҫҫӗ, пур япалана та хӑйсен вӑйлӑ, анчах та никам курман аллисемпе тытса пӑхаҫҫӗ, силлеҫҫӗ, вырӑнтан вырӑна сиктерсе лартаҫҫӗ, урайне ӳкереҫҫӗ те ӳкернӗ япалана урипе таптаҫҫӗ.
XI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ӑна таптаҫҫӗ.
XVII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Ҫав вӑхӑтрах ӑна таптаҫҫӗ, асаплантараҫҫӗ, — терӗ вӑл, аллине сисмесӗрех сулса; унӑн пичӗ тӗксӗмленчӗ, — пиртен пӗтӗмпех тӑпӑлтарса илчӗҫ, пӗтӗмпех: пирӗн чиркӳсене, пирӗн тивӗҫлӗхсене, пирӗн ҫӗрсене; ирсӗр турккӑсем пире кӗтӳ пек хӑваласа каяҫҫӗ, пире пусаҫҫӗ.
XIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӗсене халь тасатакан та ҫук, ун вырӑнне юра халь тӗрлӗрен кусатӑрансем, танк гусеницисем, сахал йышлӑ Мускав ҫыннисемпе фронта каякан салтаксен аттисем таптаҫҫӗ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Халӗ ӗнтӗ вӗсем кӑвайт тавра виҫҫӗн ташлаҫҫӗ, ялкӑшакан кӑвара виҫҫӗн тан таптаҫҫӗ.И вот уже они втроём вокруг огня танцуют и прямо в пламя вбегают.
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.
Пӗрлешеҫҫӗ, уйрӑлса каяҫҫӗ, тепӗр чух таптаҫҫӗ те пӗр-пӗрне…
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Эпӗ лапчӑк тӑрӑллӑ симӗс картузлӑ этемсен хутаҫ пекрех кӗлеткисене куртӑм, вӗсем чӗркуҫҫирен лутрарах кунчаллӑ чӑртмах салтак аттисемпе кӗрхи ҫӗре таптаҫҫӗ; тата ҫак тарлӑ чӗрӗ ҫынсенчен вилӗ какай тӑвакан нимӗҫ пулемёчӗсем епле урмӑш сасӑпа уҫҫӑнах хӑйӑлтатса кулнине илтрӗм.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫапӑҫун уйрӑм-уйрӑм тӗлӗсем Дарья куҫӗ умӗнче таткаланса пӗтнӗ тӗрлӗ тӗслӗ лӑнчашкасем евӗр мӗлтлетеҫҫӗ: чӗркуҫҫи ҫинче тӑракан Митька Коршунов хӑй умӗнчен чупса иртекен Сергей Платоновича тимӗр винтӑпала янлаттарса янине курчӗ вӑл, курчӗ те тӗлӗнмерӗ; лешӗ, хӑлаҫланса пыракан аллисене сарса ярса, тараса пӳлӗмнелле рак пек чакма пуҫларӗ; ӑна ура кӗллисемпе таптаҫҫӗ, айӑн-ҫийӗн йӑвалантараҫҫӗ…
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Выҫӑхнипе антӑхса вӗсем хӑйсен тупашӗ ҫинчен пӗрне-пӗри ывӑтса яраҫҫӗ, ҫапӑҫаҫҫӗ, таптаҫҫӗ, шӑмми-шаккисене ҫӗмӗреҫҫӗ, пӗрне-пӗри вӗлереҫҫӗ.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Утсемпе таптаҫҫӗ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
«Ку ырлӑха туллин курма ҫук пулас», шухӑшланӑ вӑл: «е телейлӗ юратман чӗресем именчӗклӗ: вӗсем именсе пытанаҫҫӗ, ӑслӑ ҫынсене тавлашса ҫӗнтересшӗн тӑрӑшаҫҫӗ; тен, ун пек ҫынсене хӗрхенеҫҫӗ вӗсем, хӑйсем телейлӗрен лешсен ҫылӑхне каҫараҫҫӗ, мӗншӗн тесен лешсем хӑйсен телейне, аталанма памасӑр, хӑйсемех пылчӑк ӑшне таптаҫҫӗ».
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пин-пин этем Рязань еннелле хускалнӑ, пӗтӗм Мускав ҫулӗ коляскӑсемпе, каретӑсемпе капланнӑ; утсем тулхӑраҫҫӗ, шар-шар кӗҫенеҫҫӗ, кӳмесем пӗр-пӗрне таптаҫҫӗ.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
4. Унӑн пророкӗсем — ҫӑмӑл шухӑшлӑ, ултавлӑ ҫынсем; унӑн священникӗсем таса Ҫурта ирсӗрлеҫҫӗ, саккуна таптаҫҫӗ.4. Пророки его - люди легкомысленные, вероломные; священники его оскверняют святыню, попирают закон.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Анчах тӗрмере ларакансене урапа таптаҫҫӗ пулсан, 35. Ҫӳлти Турӑ умӗнче этеме тӳрӗ мар сут тӑваҫҫӗ пулсан, 36. этеме хӑйӗн ӗҫӗнче хӗсӗрлеҫҫӗ пулсан, ҫавна Ҫӳлхуҫа курмасть-и вара?
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӗнтӗ таптаҫҫӗ ӑна, чухӑн урисем, кӗлмӗҫ урисем таптаҫҫӗ.
Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем ытла та чӑрсӑр палкаҫҫӗ; йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем пурте хӑйсене асла хураҫҫӗ; 5. эй Ҫӳлхуҫа, вӗсем Санӑн халӑхна таптаҫҫӗ, Санӑн еткерне хӗсӗрлеҫҫӗ; 6. тӑлӑх арӑма, ютран килнӗ ҫынна вӗлереҫҫӗ, тӑлӑх ачасене пӗтереҫҫӗ, 7. хӑйсем: «Ҫӳлхуҫа курмасть, Иаков Турри пӗлмест» тееҫҫӗ.
Пс 93 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Акӑ вӗсем, пушхир ашакӗсем пек, тупӑш шыраса, ир-ирех хӑйсен ӗҫне тума тухаҫҫӗ; ҫеҫенхир вӗсем валли, вӗсенӗн ачи-пӑчи валли ҫӑкӑр парать; 6. вӗсем ют уйра тырӑ выраҫҫӗ, йӗркесӗр ҫын пахчинче иҫӗм ҫырли пуҫтараҫҫӗ; 7. ҫарамасскерсем ним витӗнмесӗр, пӗр тумтирсӗр сивӗ ҫӗрте ҫӗр каҫаҫҫӗ; 8. тусем хушшинче ҫумӑрпа исленеҫҫӗ, хӳтӗлӗх тупаймасӑр чул хысакӗ ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ; 9. тӑлӑх арӑмран ӗмӗртекен ачине туртса илеҫҫӗ, кӗлмӗҫрен парӑмӗ вырӑнне ачине илсе каяҫҫӗ; 10. тумтирсӗр хӑварса ҫарамас ҫӳретеҫҫӗ, выҫӑхса ҫитнисене пучах ҫитереҫҫӗ; 11. вӗсем ҫу йывӑҫҫисем хушшинче ҫу ҫапаҫҫӗ, юхтаркӑчра иҫӗм ҫырли таптаҫҫӗ, хӑйсем ӑш хыпнипе аптӑраҫҫӗ.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2