Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнчӗ (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, Тукай шӗкӗр хуларан пӗчченех таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Курчӗ-и вӑл хӑйӗн хӗрӗпе кӗрӳшне Сӑрьелӗнче, мӗнле хӑна турӗ ӑна Сарыев мӑрса — Тукай кун пирки пӗр сӑмах та шарламарӗ, анчах вӑл хӗрӗ патӗнчен пит салху таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хуйха ӳксе нимсӗрех килне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑлтӑрта икӗ хӗрарӑм мӑкӑртатса калаҫни илтӗнсе кайрӗ — Пайпике инке сӗт тупса таврӑнчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла пӗрре мала кайса, тепре кая юлса ҫаврӑнкаласа ҫӳренӗ хушӑра йытӑ ҫывӑхрах раснах хыттӑн вӗрсе ячӗ те хӑйне такам ҫыртнӑ пек нӑйкӑшса хуҫа патне таврӑнчӗ, хӳтлӗх шыранӑ пек, часрах ун ҫумне йӑпшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи ача ҫуратса пӗчӗк ача пӑхнӑ вӑхӑтра Ахтупай килте пулман, килне вӑл икӗ ҫул ытла тыткӑнра пурӑннӑ хыҫҫӑн пӗлтӗр юр ҫӑвас умӗн ҫеҫ таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

1522 ҫул уншӑн кӑшт савӑнӑҫ илсе килчӗ — вунӑ ҫул татти-сыпписӗр ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн Россия Литвапа килӗшӳ турӗ, утлӑ ҫар хӗвел анӑҫӗнчи чикӗрен Мускава таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай унран хӑтӑлнишӗн савӑнса хула тулашне хӑйӗн ҫыннисем патне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тутарсенчен пӗри лашипе малалла сирпӗнсе тухрӗ те чул йӗри-тавра ҫаврӑнса хӑйсен ушкӑнӗ патне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫав вӑхӑтра Константин Васильевич та таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӗҫ Волков таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах ҫав вӑхӑтрах Воронов каялла таврӑнчӗ те: — Мана перитонитпа выртакан патне чӗнчӗҫ. Вӑл вилет, чарӑна-чарӑна кӑна сывлать. Ҫавӑнпа Данилов патне каяймарӑм, — терӗ ӳкӗнӗҫлӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӗҫренех ӳсӗр таврӑнчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эльгеев итлесшӗн те пулмарӗ, палатӑна каялла таврӑнчӗ те: — Эп сиплени килӗшмест пулсан, тытса тӑмастӑп сире, мадам… Кирек кам патне кайӑр больницӑран тухсан, — терӗ ҫилӗллӗн мӑнтӑркка майрана.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пӗррехинче, Чӑрмӑшра вунӑ кун пурӑннӑ хыҫҫӑн, Эльгеев Шупашкара таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хваттерне ҫур ҫӗр тӗлнелле тин таврӑнчӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шупашкара вӑхӑтлӑха кӑна таврӑнчӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эльгеев ун патне хыпаланса таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Тап-та-ать! — Хусанти извозчиксем майлӑ кӑшкӑрса, кухньӑран таврӑнчӗ Иоаким, пӑс кӑларса вӗрекен сӑмавара ал вӗҫҫӗн йӑтса кӗрсе.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Константин Викторович нумай кӗттермерӗ, часах таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех