Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Кирек мӗн тесен те, ҫаках вӑл йӑва, — каллех паҫӑрхи йӑва патне таврӑнчӗ Микиш.
Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.
Кӗҫех ашшӗ те вӑрҫӑран таврӑнчӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Виҫӗм ҫул шӑллӗ ҫартанах майра илсе таврӑнчӗ.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Килне Ҫинук ҫӗкленӳллӗ чӗрепе таврӑнчӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Ывӑлӗ те ашшӗн хуйхине ӑнланасшӑн тӑрӑшмарӗ пулас, ирхине ирех тухса кайса, каҫхине тин таврӑнчӗ.
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Картишӗнчи япаласене айлӑн-ҫийлӗн ҫавӑрчӗ, пӑшал ҫакса уялла тухса ҫӳрерӗ, каллех киле таврӑнчӗ, лаҫ умӗнчи каска пукан ҫине ларса, пӗрер кӑна пирус мӑкӑрлантарчӗ.
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Акӑ пӗртен пӗр ывӑлӗ те таврӑнчӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
…Григорий киле темӗнле лӑпланнӑ чӗрепе таврӑнчӗ.
Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.
Пӗрре, хӗвел анаспа, Алимпи хиртен таврӑнчӗ те хӑйсен килӗ умӗнчи пӗренесем ҫинче салтак тумтирӗ тӑхӑннӑ каччӑ ларнине курчӗ.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
Пӗррехинче Матӗрне инке хӑй ӗҫӗпе кӳршӗ яла кайнӑччӗ те, ҫумӑр айне пулса лачкам шыв таврӑнчӗ.
Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.
Упрам пичче таврӑнчӗ.
Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пичче Епифан патне ирех кайнӑччӗ, кӑнтӑрла иртсен тин таврӑнчӗ, пирӗн пата кӗлет умне пырса тӑчӗ.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫав кун каҫхине Касак Ваҫҫийӗн ҫухалнӑ шурӑ сурӑхӗ кӗтӳрен пирӗн сурӑхсемпе пӗрлех таврӑнчӗ.
Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӑл ывӑнса таврӑнчӗ те канма выртнӑччӗ.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Нумай та вӑхӑт иртменччӗ, вӑл каялла таврӑнчӗ.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫӑл шывне тепре кайса ӗҫрӗ те Янтул, шӑнсӑ чӗтрене ернӗскер, каялла ҫурт патне тӗкӗлтетсе таврӑнчӗ.Напившись еще раз из родника, Яндул, трясясь от холода, снова вернулся к строениям.
Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Янтул халӑх умне таврӑнчӗ.
Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Шурчасем Савтепи тӑван ялне пӑрахса таврӑнчӗ пуль тетчӗҫ.Многие предполагали, что Савдеби покинула Акрамово и вернулась в свою родную деревню.
Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Микки нумай та ҫӳреймерӗ — тахӑш ялтан пӗр хӗре ертсе таврӑнчӗ.но не прошло и недели, как он вернулся в село и не один, а с девушкой…
Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ваҫук ҫавӑнтан кайса пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те хӗрача патне таврӑнчӗ.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.