Шырав
Шырав ĕçĕ:
Киле, хулана, вӑл яланах кая юлса, ывӑнса таврӑнатчӗ.Домой, в город, он возвращался поздно, усталый, с натруженными, в волдырях, руками.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Тепӗр чухне Шура шуҫӑм ҫутипе тухса каятчӗ те киле темиҫе кунтан тин таврӑнатчӗ.Иногда Шура уезжал на рассвете и возвращался домой через несколько дней.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Класри ачасем контрольнӑй ӗҫе начар тусан, Зоя киле хуйхӑллӑ таврӑнатчӗ.Если класс плохо справлялся с контрольной работой, Зоя приходила домой с таким печальным лицом.
Ҫӗнӗ шкул // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Зоя вара хӑйӗн тулли кунтӑкӗ ҫине савӑнса пӑхса таврӑнатчӗ.И Зоя тоже всегда возвращалась из своих странствий гордая, с полной корзинкой.
Ҫӗпӗрте // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Пилӗк ҫулта чухнех хӑй кӗпине ҫуса типӗтсе киле таса кӗпепе таврӑнатчӗ.И даже сама — в пять лет! — стирала в речке свое белье, высушивала и в чистом приходила домой.
Шӑллӗпе аппӑшӗ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Пӗр ҫын кӑна, ула лашаллӑскер, лавӗ ҫине тулли михӗсем тиенӗ — армантан таврӑнатчӗ пулас — ҫӗр варринче ҫакӑн чухлӗ йышлӑ халӑх ӑҫталла ҫаплах васкаса кайнине чухлас пек, чарӑнса тӑчӗ, ҫынсене алчӑраса пӑхкаларӗ, ҫапах нимӗн те тавҫӑрса илеймерӗ пулмалла, шакла пуҫне енчен енне сулкаларӗ те, тилхепине хӑй майӑн туртса, лашине анаталла уттарчӗ.
XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫӗр патнерех ҫывхарнӑҫем пысӑкланса пыракан ҫав кӑварлӑ ҫаврашка ҫӑра та хӗрлӗрех тӗтрепе хупланса юрлӑ тӳремлӗх хыҫне пытансан, суккӑрӑн сӑн-пичӗ лӑпланарах парать, вара вӑл хӑйӗн пӳлӗмне таврӑнатчӗ.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Праҫниксенче вӑл, ирех тухса кайса, ҫӗрле пулсан тин таврӑнатчӗ.
III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Упӑшки патне посылка кайса янӑ хыҫҫӑн районтан лашапа таврӑнатчӗ вӑл.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Григорий ун чухне ҫулса тиенӗ тырӑ лавӗпе хиртен таврӑнатчӗ, кӑштах каҫа юлнӑччӗ.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ывӑнса, тунсӑхласа таврӑнатчӗ, эпӗ ӑна апатлантаратӑп, ӑна валли ҫӑвӑнма шыв хатӗрлетӗп, савӑнтаратӑп, унпа ачашлӑн калаҫатӑп, мӗн те пулса кирлӗ пулсан сӗнӳ паратӑп…
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Юлашки ҫулсенче Ҫу уявӗпе Ҫӗнӗ ҫул уявӗ умӗн, Фан Сюань-чо, яланхи пекех, киле ҫурҫӗрте таврӑнатчӗ те, утса пынӑ ҫӗртех хӗвӗнчен ҫыхӑ кӑларса: «Эй, илтӗм!»
Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.
Эпӗ астӑватӑп-ха, атте таврӑнатчӗ вара хӗп-хӗрлӗ, пӗтӗмпе шыҫӑнса кайнӑ, ҫӗлӗксӗр, пурне те ҫухатса пӗтернӗ, таврӑнатчӗ те выртатчӗ.
XXXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл чӳрече патне чупса пычӗ, анчах вӗсем картишӗнче ҫукчӗ ӗнтӗ, хапха патӗнчен халь ҫеҫ вӗрнӗ хӗрлӗ йытӑ хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫланине туйса кӑмӑллӑн каялла чупса таврӑнатчӗ.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Соколов тухтӑра темиҫе сехет хушши усӑсӑр шыраса ӗшеннӗ хыҫҫӑн вӑл килнелле таврӑнатчӗ.
IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кандов вӗсен хапхи патӗнче ҫаврӑнкаласа ҫӳренӗ ир вӗсем патне Клисурӑран пӗр ҫын пычӗ; ҫынни шанчӑклӑскерччӗ, К. хулинчен килне таврӑнатчӗ те, Бойчо ӑна, ҫула май, лашапа Радӑна лартса пыма каласа янӑ иккен.
XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унтан, килне таврӑнатчӗ те, сӗтел хушшине кӗрсе ларатчӗ, хӑйӗн хӗрлӗ сухаллӑ сарлака питне-куҫне чугунран тунӑ пек ывӑҫ тупанӗсемпе хупласа, шухӑша каятчӗ: «Хӑҫанччен ҫапла тертленмелле-ши тата? Вӗлеретӗп!» — тетчӗ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӑна кичемччӗ, вӑл почтӑна тата виҫӗ ҫыру леҫрӗ те килелле таврӑнатчӗ.Ему было скучно, и он отнес еще три письма на почту и возвращался домой.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗншӗн-ха вӑл, Захарпа Анисьйӑна шанмасӑр, Обломов вырӑнӗ умӗнче, ун ҫинчен ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе куҫ илмесӗр, ирхи кӗлӗччен ларатчӗ, унтан вара селоп пӗркенетчӗ те, хут татӑкӗ ҫине пысӑк саспаллисемпе «Илья» тесе ҫырса, чиркӗве чупатчӗ, хутне сывлӑхшӑн кӗлтума алтаре паратчӗ, унтан кӗтесе чакса чӗркуҫленетчӗ те нумайччен пуҫ ҫапса выртатчӗ, унтан васкаса пасара каятчӗ те киле шикленсе таврӑнатчӗ, алӑк ҫине пӑхкаласа, Анисьйӑран пӑшӑлтатса ыйтатчӗ: — Мӗнле?
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Калаҫсах эпӗ ҫак хӗре мӗнле вӗлернине те тӗшмӗрте пуҫларӑм: ахӑрнех вӑл ман паталла таврӑнатчӗ пулӗ те, чугун ҫул ҫинчи нимӗҫсем автоматпа печӗҫ пулӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951