Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахӗсем (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
24. Ун вӑхӑтӗнче мӗн пулса иртнине унчченхи ҫулсеренхи кӗнекесенче ҫырса кӑтартнӑ: Израиль халӑхӗ кирек хӑш халӑхран та, кирек хӑш патшалӑхран та ытларах ҫылӑха кӗрсе Ҫӳлхуҫана хирӗҫле усал ӗҫсем туни ҫинчен, пӗлсе тӑрсах Ҫӳлхуҫана хурлани ҫинчен, Унӑн сӑмахӗсем Израиле мӗншӗн хирӗҫле пулни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.

24. Бывшее же при нем описано в прежних летописях о согрешавших и нечествовавших против Господа больше всякого народа и царства, и чем они сознательно оскорбляли Его, и за что слова Господа восстали против Израиля.

2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20-21. Хӗҫ тӗлне лекменнисене Халдея патши Вавилона куҫарса кайнӑ, вара вӗсем Перси патши патшана лариччен, Ҫӳлхуҫанӑн Иеремия урлӑ ҫӗрӗн шӑмат ҫулӗсем ҫинчен каланӑ сӑмахӗсем тӳрре киличчен Халдея патшин тата ун ывӑлӗсенӗн чурисем пулса пурӑннӑ.

20. И переселил он оставшихся от меча в Вавилон, и были они рабами его и сыновей его, до воцарения царя Персидского, 21. доколе, во исполнение слова Господня, сказанного устами Иеремии, земля не отпраздновала суббот своих.

2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Анчах патша сӑмахӗсем Иоава парӑнтарнӑ.

4. Но царское слово превозмогло Иоава;

1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Санӑн хӑрхӑму ҫапла шухӑшларӗ: патша хуҫамӑн сӑмахӗсем мана лӑплантарӗҫ: патша хуҫамӑм, Турӑ Ангелӗ пек, лайӑххине те, начаррине те итлеме пултарать, терӗм.

17. И сказала раба твоя: да будет слово господина моего царя в утешение мне, ибо господин мой царь, как Ангел Божий, и может выслушать и доброе и худое.

2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Авенира Иевосфей сӑмахӗсем тарӑхтарсах янӑ та, вӑл вара ҫапла каланӑ: эпӗ йытӑ пуҫӗ-им?

8. Авенир же сильно разгневался на слова Иевосфея и сказал: разве я - собачья голова?

2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Валаам сӑмахӗсем Валака тарӑхтарса янӑ, вӑл, аллисемпе хӑлаҫланса, Валаама каланӑ: эпӗ сана хамӑн тӑшманӑмсене ылханма чӗнтӗм, эсӗ вара вӗсене акӑ ӗнтӗ виҫҫӗмӗш хут пиллетӗн; 11. эппин, килне чуптар; эпӗ сана чысласшӑнччӗ, анчах та акӑ Ҫӳлхуҫа сана ун пек чыс кӑтартма памасть, тенӗ.

10. И воспламенился гнев Валака на Валаама, и всплеснул он руками своими, и сказал Валак Валааму: я призвал тебя проклясть врагов моих, а ты благословляешь их вот уже третий раз; 11. итак, беги в свое место; я хотел почтить тебя, но вот, Господь лишает тебя чести.

Йыш 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Унта Ҫӳлхуҫа патӗнче [Моисей] хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ пулнӑ, ҫӑкӑр та ҫимен, шыв та ӗҫмен; чул хӑмасем ҫине [Моисей] халал сӑмахӗсем, вунӑ ӳкӗт, ҫырса хунӑ.

28. И пробыл там [Моисей] у Господа сорок дней и сорок ночей, хлеба не ел и воды не пил; и написал [Моисей] на скрижалях слова завета, десятословие.

Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

— Чылайӑшӗ «Тӑван яла таврӑнсан», «Урхамахсем тӑраҫ тӑпӑртатса» тата ытти хӑшпӗр юррӑн сӑмахӗсем те, кӗвви те халӑхӑн тесе шухӑшлать.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Мӗнех, маҫакӑн сӑмахӗсем тӳрре тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Анне питӗ йывӑррӑн сывласа илчӗ те сӑмахӗсем ӑшӗнчен шӑппӑн тухрӗҫ: «Эпӗ те сана юрататӑп».

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Иринӑн юлашки сӑмахӗсем халӗ те асрах: «Мансӑр епле пурӑнӑн-ши? Ывӑлӑмӑра пӗччен ӳстерме йывӑр пулать сана. Тен, тепре авланӑн?..»

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Тухса каланӑ сӑмахӗсем кӗске пулчӗҫ пулин те вырӑнлӑччӗ.

Выступления были краткими, но весомыми.

Чӑваш ӳнерҫӗн ӗҫӗсене Хусанта кӑтартнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11766.html

«Республикӑра демографи 20 ҫул хушши хавшаса пынӑ. 20 ҫул... Юлашки виҫӗ ҫулта вара ҫӗкленӳ, ҫитменнине стабильлӗ тата ҫирӗппӗн палӑракан ҫӗкленӳ!» - Раҫҫей патшалӑхӗн лидерӗн Чӑваш Енре пурӑнакансем ҫинчен каланӑ ҫак ырӑ сӑмахӗсем мухтани пек кӑна янӑрамарӗҫ.

«20 лет в республике был демографический спад. 20 лет… И за последние три года подъем, причем стабильный и устойчивый!» – эти добрые слова лидера российского государства о жителях Чувашии прозвучали не просто как похвала.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех