Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмавар сăмах пирĕн базăра пур.
сӑмавар (тĕпĕ: сӑмавар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чалӑшшӑн лартнӑ карттуса вӑл ҫутӑ сӑмавар ҫине пӑхса виҫрӗ.

Перед ним и примерял, надевая фуражку набекрень.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Старик, ҫавна асӑрхаса, хӑвӑрт аяккалла пӑрӑнчӗ, сӑмавар патне тӗнкӗлтетрӗ.

Старик перенял ее взгляд, круто вильнул, захромал к самовару.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кил хуҫи, чукун ҫул ҫинче ӗҫлекен служащи, кулӑшларах санлӑ шатра питлӗ этем; сӑмавар чӗртрӗ те сӗтел патне пырса ларчӗ.

Хозяин, железнодорожный служащий, щербатый и жулик лицом, поставил самовар, присел к столу.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӑмавар сӑрламалли ылтӑн ку сан… курмастӑп тетӗн-и-мӗн? — йӗкӗлтесе калаҫрӗ имшертерех сӑнлӑ искрӑвӑй команда салтакӗ.

Самоварное твое золото… что, я не вижу, что ли? — насмешливо говорил щуплый солдат искровой команды.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Куҫ умне мӗн пур япаласем — горницӑн малти кӗтессинче ларакан темӗн чухлӗ турӑш, кравать, пӗчӗкҫӗ сӗтел, кивелсе кайнипе йӗрленсе пӗтнӗ тӗкӗр, сӑн ӳкерчӗксем, пӗчӗкҫӗ сӗтел, ун патӗнчи тӗсӗ кайнӑ лӗнчӗр-ленчӗр венски пукансем, ҫӗвӗ ҫӗлемелли машина, кӑмака сакки ҫинче тахҫантанпа усӑ курмасӑр ларакан кивӗ сӑмавар — шӑвӑнса тухрӗҫ.

Взглядом охватил всю обстановку: тяжелый застав икон в переднем углу горницы, кровать, столик, пятнистое от старости зеркальце над ним, фотографии, несколько дряхлых венских стульев, швейную машину, тусклый, от давнишнего употребления самовар на лежанке.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Саланас умӗн «Пӗр ҫӗкленчӗ те хумханчӗ православнӑй лӑпкӑ Дон» юрра янӑратса ячӗҫ, вуннӑмӗш сӑмавар чей ӗҫнӗ май, стаканӗсене чӑнклаттарса шаккарӗҫ, шӳтлӗ черккесем ҫӗклерӗҫ.

Перед уходом пели «Всколыхнулся, взволновался православный тихий Дон», допивали десятый самовар, под звон стаканов шутливые произносились тосты.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӑмавар лартӑпӑр.

— Самовар поставим.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Асар-писер пуҫланса кайрӗ шалта, — илтетӗп, хӑй кӑшкӑрать: «Марея Федоровна, Марея Федоровна! Тӑр хӑвӑртрах, лартса яр сӑмавар. Иван Авдеевич килчӗ!» — тет.

Поднялась там смятенья, — слышу, сам кричит: «Марея Федоровна, Марея Федоровна! Вставай скорей, ставь самовар, Иван Авдеич приехал!»

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тен, сӑмавар лартас?

Может, самовар поставить?

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сӑмавар вӗресе тухрӗ.

Закипел самовар.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл сӑмавар лартрӗ, каллех кӑмака патне пырса: — Мӗн ҫинчен калаҫатӑр-ха? — тесе ыйтрӗ.

Он сам поставил самовар и, вновь подойдя к печи, спросил: — О чем же толкуете?

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Мӗн вара, халех сӑмавар лартатӑп!

— А что ж, сейчас будет самовар!

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сӑмавар лартмаллаччӗ… — терӗ Алевтина Васильевна.

— Самовар бы надо… — сказала Алевтина Васильевна.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Халь вара, Катя дивизи командирӗн пӳлӗмӗнче тата ҫитменнине сӑмавар умӗнче ларнине курсан, Травкин питех те хытӑ тӗлӗннӗ.

Теперь Травкин крайне удивился, увидя Катю в комнате командира дивизии, да еще за самоваром.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Полковник пӳртне пырса кӗрсенех, Улыбышевӑпа Катя ординарец пулӑшнипе хуҫаланма тытӑннӑ — сӑмавар вӗретнӗ те, кирлӗ-кирлӗмар ҫинчен хавассӑн пакӑлтатса, сӗтел хушшине кӗрсе ларнӑ.

Придя в избу полковника, Улыбышева с Катей принялись хозяйничать при помощи ординарца — вскипятили самовар и сели за стол, весело болтая о всякой всячине.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Сӑмавар хатӗр пулас, — терӗ хуҫа.

— Самовар, должно быть, готов, — сказал хозяин.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кухньӑран сӑмавар чашкӑрни илтӗнчӗ.

Послышался шум самовара в кухне.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сӗтел ҫинче лапчӑнкаласа пӗтнӗ пысӑк сӑмавар чашласа ларать, — генерал чей ӗҫсе йӑпанма юратнине Петя Уралец пӗлет.

На столе шумел большой помятый медный самовар, — Петя Уралец знал, что генерал любит побаловаться чайком.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Сӑмавар ҫеҫ ҫинҫен, хурлӑхлӑн нӑйлаткаласа ларчӗ.

Тоненько, жалобно попискивал самовар.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Лозневой тапак тӗслӗрех кӗпе, шалпартарах хура шалавар тата пушмак пӑру тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫирӗп атӑ тӑхӑнса янӑ та сӗтел хушшинче ларать, — унӑн сӑнӗ пӑс кӑларса вӗресе ларакан пӑхӑр сӑмавар ҫинче те курӑнать.

Лозневой сидел у стола, отражаясь на медном боку самовара, бьющего струйкой пара, в рубахе-косоворотке табачного цвета, просторных черных шароварах и добротных сапогах из яловой кожи.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех