Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сунатӑп (тĕпĕ: сун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ те маттур хӗрарӑма юбилей ячӗпе саламлатӑп, ҫирӗп сывлӑх, тулли телей, иксӗлми вӑй-хал сунатӑп.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑлӗ - ырӑ, алли - ылтӑн // А.ЕЖЕРГИНА. «Каҫал Ен», 09.06.17

— Сывлӑх сунатӑп, Ираида аппа.

- Желаю здравствовать, тетя Ираида.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

«Ҫамрӑксен хаҫачӗн» вулаканӗсене ырӑ кун сунатӑп.

Куҫарса пулӑш

Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

«Сире суйлав иртсе кайнӑ ятпа саламлатӑп, анчах суйлав кампанийӗ вӗҫленнӗ ятпа мар. Лайӑх депутатшӑн ҫак кампани халӗ пуҫланать ҫеҫ -ха. Сире пурне те хӑвӑрӑн кулленхи ӗҫӗрпе суйлавҫӑсем йӑнӑшманнине ӗнентерсе пама, тепӗр суйлавччен пысӑк опыт пухма сунатӑп», — терӗ А.Цветков.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ҫирӗп сывлӑх, вӑй-хал тата паттӑрлӑх сунатӑп сире пурне те!

Всем Вам желаю крепкого здоровья, сил и подвигов!

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Ырӑ пуҫарура ӑнӑҫу сунатӑп.

Куҫарса пулӑш

Районта та кадет класӗ пулӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Юлашкинчен физкультурниксен кунӗ ячӗпе районти мӗн пур ҫынсене, спортсменсемпе физкультурниксене, спорт ӗҫӗн активисчӗсене, спорт ветеранӗсене пурне те ӑшшӑн саламлатӑп, спортра ӑнӑҫусем, ҫирӗп сывлӑх, пурнӑҫра телей сунатӑп.

Всех жителей района, спортсменов и физкультурников, активистов спорта, ветеранов спорта поздравляю с днем физкультурника, желаю удачи в спорте, крепкого здоровья, счастья в жизни.

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

— Сывлӑх, вӑй-хӑват, пултарулӑхпа ӑнӑҫу сунатӑп сана ывӑлу ячӗпе, — тетӗп эпӗ.

- Желаю от имени сына тебе здоровья, творчества и удачи, - говорю я.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Ҫамрӑк фотоӑстасене те ҫавнах сунатӑп: шутшӑн мар, пахалӑхшӑн ӗҫлӗр.

Молодых фотомастеров того же желаю: не на численность, а на качество работайте.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Патреккелти халӑх хорӗн /ертӳҫи - Г. Борисов/, районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Туслӑх» /ертӳҫи - И. Шурбин/, Вырӑскассинчи «Шанӑҫ» ансамбль /ертӳҫи - А.Краснова/, Ҫӗнӗ Пӑвари культура ҫурчӗ ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗн /ертӳҫи - В.Доброхотов/ коллективӗсене, ҫавӑн пекех историпе тӑван тавралӑх музейӗн /ертӳҫи С.Голубева/ тата районти культура ӗҫченӗсене пултарулӑх ӗҫӗнче малашне ӑнӑҫусем сунатӑп.

Народному ансамблю из Патрекеево /руководитель - Г.Борисов/, коллективу при районном доме культуры "Дружба" /руководитель - И. Шурбин/, ансамблю "Надежда" из Выраскасси /руководитель - А.Краснова/, творческим коллективам дома культуры из Нового Буа /руководитель В.Доброхотов/, а также работникам историко-краеведческого музея /руководитель - С.Голубева/ и работникам культуры района в дальнейшей творческой работе желаю удачи.

«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» пӗрлештереҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Ачасене вара вӗренӳ ҫулне ӑнӑҫлӑ вӗҫлесе каникула савӑк та усӑллӑ ирттерме сунатӑп.

Детям желаю успешно завершить учебный год, весело и с пользой провести каникулы

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

— Тавах интереслӗ калаҫушӑн, Раҫҫей конкурсӗнче ҫӗнтерме вӑй-хӑват, ӑнӑҫу сунатӑп.

- Спасибо за интересную беседу, желаю сил, удачи в победе на Российском конкурсе.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Юбилей сире хавхалану, вӑй-хал хуштӑр, нумай ҫул сывӑ, телейлӗ, пурӑнма ыр сунатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

«Ҫемьере пӗччен телейлӗ пулма май килмест, мӑшӑра, ачасене телей парнелемесӗр хӑв та телейлӗ пулаймӑн. Сире телей, ӑнлану, юрату сунатӑп», - тенӗ Александр Иванович юбилярсене.

Куҫарса пулӑш

50 ҫул — паллӑ ҫул // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Ентешӗмсене, ветерансене ҫывхарса килекен сумлӑ уявпа, Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗпе, чӗререн саламлатӑп, мирлӗ пурнӑҫ, ҫирӗп сывлӑх, телей сунатӑп!

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Чӑваш радиора ӗҫлекенсене ҫитӗнӳ, сывлӑх сунатӑп.

Желаю успехов, здоровья сотрудникам Чувашского радио.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

«Эпир Чӑваш Енри пушар ӗҫӗн йӑли-йӗркине тивӗҫлипе хаклатпӑр тата тӗрлӗ енлӗн аталанма тӑрӑшатпӑр: пушар деповӗсене хальхи йышши техникӑпа пуянлататпӑр, ӑслӑлӑх-техника ҫӗнӗ ӗҫӗсемпе тата технологисемпе пушар сӳнтернӗ чухне усӑ куратпӑр. Сире пурне те уяв ячӗпе саламлатӑп, ӗҫрен киле яланах ырӑ-сывӑ таврӑнма сунатӑп», — терӗ Станислав Юрьевич.

Куҫарса пулӑш

Пушар хуралӗнче — чи хӑюллисем, хастаррисем // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Юлашкинчен Чӑваш Енре пурӑнакансене вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗпе саламлатӑп, ҫирӗп сывлӑх, телей, ҫитӗнӳ сунатӑп.

Куҫарса пулӑш

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Сире малашлӑхлӑ ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫлама пӗтӗм чунтан ӑнӑҫусем, ҫирӗп сывлӑх, телей тата ырлӑх сунатӑп!

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

9. Хамӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр Ҫурчӗшӗн сана ырӑ сунатӑп, саншӑн кӗлтӑватӑп.

9. Ради дома Господа, Бога нашего, желаю блага тебе.

Пс 121 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех