Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

стена сăмах пирĕн базăра пур.
стена (тĕпĕ: стена) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Стена ҫине ӳкернӗ лаша кӗлетки ҫине чылайччен пӑхса ларчӗ.

Долго смотрел на фигуру лошади нарисованную на стене.

Урхамах туянса парсан-и? // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016,04,07

Кунталла ан килтӗр тульккӑш, атту чӳрече витӗр те, стена витӗр те ним мар ҫунтарса-шӑтарса кӗрет те витӗрех тухса каять.

Куҫарса пулӑш

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

«Уява хатӗрленсе Николай Сидоров ятарлӑ стендсем хатӗрленӗ, кунтах Кӗрлев ял пурнӑҫне, ял историне тата Чӑваш Республикинчи Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ стена хаҫачӗсем. Кӗрлевсем кунти сӑнсемпе хаваспах паллашрӗҫ», — тесе ҫырать автор хыпарӑн тӳрлетмен вариантӗнче.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Чим, аннӳ мӗн стена еннелле ҫаврӑнса выртнӑ?

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Стена тарланӑ пулсан ӑна нӳрӗк лайӑх ҫӑтакан пусмапа типӗтмелле.

Куҫарса пулӑш

Панулми упрама // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Стена ҫинчи портретран нумай ҫул пӗрле пурӑннӑ мӑшӑрӗ ун ҫине ӑшшӑн пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ҫитес вӑхӑтра стена ҫине стендсем ҫакӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Районта та кадет класӗ пулӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Вӑл стена ҫумне таянчӗ.

Он прислонился к стене.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Шкул стена хаҫатӗнче Валя паттӑрлӑхӗ ҫинчен ҫырса кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Кашни краватьпе юнашар стена ҫинче хӑйне евӗр галерея: журналсемпе хаҫатсенчен касса илнӗ чиперккесен сӑнӳкерчӗкӗсем.

На стене, рядом с каждой кроватью, была своеобразная галерея: изображения красавиц из журналов и газет.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ӗҫ хыҫҫӑн тӑхӑнмалли ҫи-пуҫӗсене стена ҫумне типтерлӗн ҫакнӑ.

Рабочая одежда аккуратно висела на стене.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Стена хаҫачӗ ҫине атте кӑларттармастчӗ аннене.

Папа не разрешал писать в стенгазете о маме.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Ҫулла редактор пулса ӗҫлетчӗ, стена хаҫачӗ кӑларатчӗ.

Летом работал редактором, выпускал стенную газету.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Ӳнер туртӑмӗллӗ ачасем эпир пырса кӗнӗ чухне тӑрӑшсах стена хаҫачӗ кӑларатчӗҫ.

Когда мы пришли, дети склонные к рисованию, старательно работали над выпуском стенгазеты.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ҫил урӑх енчен вӗрессине туйсан унран хӳтӗленме ҫӳллӗ стена хӑпартмалла маррине, кун пек чухне ҫил арманӗ ҫӗклемеллине ЮТВ телеканал директорӗ Юрий ГУРЬЯНОВ питӗ лайӑх чухлать.

Директор телеканала ЮТВ Юрий ГУРЬЯНОВ прекрасно понимает, что, когда дуют ветра не с той стороны, не стоит подымать стену для защиты от него, а надо в такие времена ставить ветряную мельницу.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Стена ҫумне ҫакса хунӑ чечек калчиллӗ пластик савӑтсем те ҫӗртме уйӑхӗнче чечеклӗ ешӗл чаршава ҫаврӑнӗҫ.

Вывешенные на стены пластиковые посуды рассадой цветов уже в июне станут зеленым занавесом.

Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Симӗс сухан, кинза, укроп-петрушка стена ҫумӗнчех ӳсӗҫ.

Лук на зелень, кинза, укроп и петрушка могут расти прямо у стен.

Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Вертикальлӗ клумбӑсем ҫӗр ҫинче юпа пек ҫӗкленисем, стена ҫумне ҫирӗплетнисем, ҫӳлтен ҫакса янисем пулаҫҫӗ.

Вертикальные клумбы бывают подымающееся столбом вверх от земли, укрепленные на стены, провисающие сверху вниз.

Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

7. Тулашӗнчи картишӗ енчен пӑхсан, пӳлӗмсен мал енӗ тулаш стена пулать, вӑл аллӑ чике тӑршшӗ, 8. мӗншӗн тесессӗн тулаш картишӗнчи пӳлӗмсен тӑршшӗ те аллӑ чике ҫеҫ, Турӑ Ҫурчӗ умӗнче вара — ҫӗр чике.

7. А наружная стена напротив этих комнат от внешнего двора, составляющая лицевую сторону комнат, имеет длины пятьдесят локтей; 8. потому что и комнаты на внешнем дворе занимают длины только пятьдесят локтей, и вот перед храмом сто локтей.

Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Турӑ Ҫуртӗнче шалта та, тулашӗнче те алӑксен тӑрринчен пуҫласа пӗтӗм стена ҫине йӗри-тавра, шалта та, тулашӗнче те, тӗрлӗ ӳкерчӗк каса-каса кӑларнӑ, 18. херувимсемпе пальмӑсем тунӑ: икӗ херувим варринче — пальма, кашни херувимӑн — икӗ пит-куҫ.

17. От верха дверей как внутри храма, так и снаружи, и по всей стене кругом, внутри и снаружи, были резные изображения, 18. сделаны были херувимы и пальмы: пальма между двумя херувимами, и у каждого херувима два лица.

Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех