Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сассӑр (тĕпĕ: сасӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялта сассӑр кино ҫавӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Вӑл пӗтӗм ӑшчикӗпе чӗтренсе сассӑр макӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эрнепи ун ҫине пӑхмарӗ, питне ик аллипе хупларӗ те сассӑр тенӗ пек макӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем ыталашса илчӗҫ те пуҫӗсене пӗр-пӗрин хул пуҫҫийӗ ҫине хурса сассӑр макӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лешӗ пӗр сассӑр ҫӗре чикеленсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Килте ҫеҫ вӑл пӗр сассӑр кӳтсе макӑрать, минтер йӳҫек куҫҫульпе йӗпенет.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Чӑмса тухнӑ хыҫҫӑн ҫӳҫе каялла вырттаратӑп, куҫа уҫса хӗрсем патнелле сассӑр ишетӗп.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Анне, питне хупласа, сассӑр йӗрсе ячӗ, пуп патне тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Укӑлча хапхи сассӑр уҫӑлса хупӑнчӗ.

Беззвучно распахнулись и закрылись ворота околицы.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пушӑ чашӑк пӗр сассӑр курӑк ҫине ӳкрӗ.

Чаша бесшумно полетела в траву.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫил вӗрнипе уҫнӑ пек, кӗленче алӑксем пӗр сассӑр уҫӑлса кайрӗҫ.

Стеклянные двери бесшумно раскрылись перед ним, как по мановению волшебной палочки.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Мӗн сӑлтавпа ҫак мӗскӗн халӑх Вӗреннӗ сассӑр пӗшкӗнме?

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сӗм тӗттӗмре тӳлеккӗн, сассӑр Каҫхи ҫил сӳрӗккӗн ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сассӑр, шавсӑр Ухтер чунтан хӑра-хӑра, — Чӗри тапать ытла тӑрлавсӑр, — Кӗрет тӗп-тӗттӗм пӑлтӑра.

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ирхи шыв-шурсенчи тӗтре Хӗвел тухсассӑн сирӗлет, Вӑл хӑпарать те пӗлӗтре Хуллен, пӗр сассӑр ирӗлет.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӑватлӑ, сассӑр хӗҫ-пӑшал.

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Шур пӗлӗт те, — тӳпе чаршавӗ — Ҫухалчӗ сассӑр ирӗлсе.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ҫавӑншӑн пулмасӑр, — тутине чалӑштарса сассӑр кулчӗ Гариф.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре ӑна сассӑр кулӑпа ҫеҫ тавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем пӗр-пӗрин патне темӗн чухлӗ чупса халтан кайнӑ ҫынсем пек пырса тӑрӑнчӗҫ, аллисене хулпуҫҫисем ҫине хурса хӗрарӑмла сассӑр макӑрса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех