Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сассӑр (тĕпĕ: сасӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сассӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫапах та асламӑшӗ тутӑрӗн вӗҫне куҫҫульпе йӗпетнине, сассӑр йӗнине аван туять.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Самантлӑха куҫ харши-пӗлӗт айне пулса илетчӗҫ вӗсем, шывпа йӗпеннӗ хурлӑхан евӗр йӑлтӑртатса, мана пӗр сассӑр, ҫапах та питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ сӑмах калатчӗҫ: «Юрату!»

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Пӗр сассӑр, ҫав вӑхӑтрах ҫамрӑк чуна тем каласа, ӳкет вӑл, ура айне пулса, хӑй каланине ӑнланманшӑн кӑмӑлсӑрланса натӑртатать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хулпуҫҫисене вӗттӗн-вӗттӗн сиктерсе, ача пӗр сассӑр йӗрсе ярать.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Ватах мар-ха, сакӑрвун пӗррере кӑна, — терӗ старик, сассӑр кулса.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хапхана пӗр сассӑр уҫса, Петӗрпе Варук бригада ҫурчӗн картишне кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тислӗклӗ вырӑнсенче, анса ларас хӗвелӗн сарӑ ҫутинче, каҫхи ӳпре-шӑна кӗтӗвӗсем пӗр сассӑр явӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сассӑр, ачашшӑн ҫутӑ урайне шуса анчӗ, урай хӑмисем тӑрӑх ҫутатса кайрӗ, пытаннӑ пек, тӑлӑх арӑма вӑратас мар тесе вырӑн ҫине йӑпшӑнса хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл тӑлӑх арӑмӑн ҫурчӗ патне пӗр сассӑр, вӑрттӑн шуса пычӗ, малтан тахҫанах, вӑрҫӑчченех кӑвак сӑрӑпа сӑрланӑ, халӗ палӑрмаллах шупкалнӑ чӳрече хашакӗсене сӗртӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӳлӗме шӑши пек сассӑр кӗчӗ, хунарӑн сикекен вутлӑ чӗлхине чакарчӗ те типӗ улӑм хурса хатӗрленӗ вырӑн ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Лейтенант пӳлӗмрен пӗр сассӑр тухса ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл сассӑр кӑшкӑрать пулать, анчах ӑна илтекен ҫук.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Акӑ кунта пӗр чул катӑкӗ, тата тепри, лере татах тепри чӗрӗлчӗ те нимӗн сассӑр йӑшӑлтатма пуҫларӗҫ.

Вот один камешек, другой, а там третий ожили и бесшумно задвигались.

Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑрманта тӑманасем, ӳхӗсем ним сассӑр тенӗ пекех вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ.

Почти бесшумно по лесу летают совы и филины.

Тайгари ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Енчен те пӗр-пӗр каҫ ӑнсӑртран кантӑк калпакӗ ҫинчен манчӗ пулсан, е сурӑхӗ ҫӗр варринче пӗр сассӑр тухса шӑвӑнчӗ пулсан…»

Вдруг он как-нибудь вечером забыл про стеклянный колпак или барашек ночью втихомолку выбрался на волю…»

XXVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Касса янӑ йывӑҫ тейӗн, ерипен тата пӗр сассӑр йӑванчӗ.

Потом упал — медленно, как падает дерево.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Халь ӗнтӗ ним сассӑр фотоӳкерчӗк мар, машинкӑпа пичетленӗ йӗркесем мар, чӗрӗ ҫын калаҫать, Оля ҫӗр ҫинче пурри, вӑл чӗрри ҫинчен калать!

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унччен те пулмарӗ, вӗсен ҫывӑхнех ҫӑмӑл машина пӗр сассӑр ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тракторист ҫимӗсленсе ҫитме те ӗлкӗреймен калча ҫине пӑхса тӑрать, калчи, сӑпкара ҫывӑракан ача тейӗн, пӗр сассӑр сывлать, сывлӑшӗ тракторист питне ӑшӑтать…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех