Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Сансӑр пуҫне никама лартма та ҫук», – тесен ҫеҫ атте ӗҫлеме пуҫларӗ."Кроме тебя некого назначить", - после этих слов только отец согласился работать.
Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
41. Патша хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: эй Даниилӑн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ, Эсӗ аслӑ, Сансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук! тенӗ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑйне шанса тӑракансемшӗн ҫавӑн чухлӗ тума пултаракан урӑх турра Сансӑр пуҫне ӗмӗр те илтмен, хӑлхапа тӑнламан, нимӗнле куҫ та курман.
Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсене пирӗн урлӑ Хӑвӑн сӑваплӑхна кӑтартнӑ евӗр, Хӑвӑн хӑватна пире вӗсен урлӑ кӑтарт — 5. эпир епле пӗлсе тӑратпӑр, вӗсем те пӗлччӗр ҫакна: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Сансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сансӑр пуҫне пуриншӗн те тӑрӑшакан урӑх Турӑ ҫук, ҫавӑнпа та «Эсӗ тӗрӗс мар сут турӑн» теекенӗ пулмӗ.
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сансӑр пуҫне мана ҫӗр ҫинче нимӗн те кирлӗ мар.
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑсенӗн Патши, пӗтӗм пуҫлӑхсенӗн Хуҫи! ҫав арӑслан умӗнче калаҫма ман чӗлхем-ҫӑварӑма ҫаврӑнӑҫуллӑ сӑмах парсамччӗ, унӑн чӗрине пире пӗтерме шутлакана курайми тусамччӗ, ҫав элекҫӗпе ун майлисем хӑйсем пӗтчӗр; пире Хӑвӑн аллупа ҫӑлса хӑварсамччӗ, мана та, пӗчченскере, пулӑшсамччӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑм, Сансӑр пуҫне пулӑшаканӑм ҫук манӑн!
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пирӗн Патша — пӗртен-пӗр Эсӗ; эпӗ — тӑр-пӗччен, Сансӑр пуҫне манӑн пулӑшаканӑм ҫук, пулӑшсам мана: манӑн инкекӗм хампа юнашарах.Ты один Царь наш; помоги мне, одинокой и не имеющей помощника, кроме Тебя; ибо беда моя близ меня.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ пурне те пӗлетӗн; эпӗ мухтава юратакан Амана пуҫҫапмарӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ мӗншӗн ҫапла тунине Эсӗ пӗлетӗн, эпӗ ҫакна ҫынна кӳрентерес тесе туман, мӑнаҫланнипе те, чыса кӑмӑлланипе те туман, Израиле ҫӑласшӑн эпӗ Аман ури йӗррине хаваспах чуптунӑ пулӑттӑм; эпӗ ҫакна этем чапне Турӑ чапӗнчен ҫӳле хурас мар тесе, Сансӑр, Ҫӳлхуҫамӑмсӑр, пуҫне никама та пуҫҫапас мар тесе турӑм; эп куна мӑнаҫланнипе тумастӑп.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑвӑн пӗтӗм халӑхна, кашни йӑха ӑса кӗртсемччӗ, курччӑр вӗсем, Эсӗ — Турӑ, пур тӗрекӗн, пур хӑватӑн Турри, Сансӑр пуҫне Израиль йӑхне хӳтӗлекен урӑх ҫук.
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хамӑр хӑлхамӑрпа мӗн-мӗн илтнинчен пӗлетпӗр эпир: Сан евӗрли ҫук, Сансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук.Нет подобного Тебе, и нет Бога, кроме Тебя, по всему, что слышали мы своими ушами.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ пур тӗлӗшпе те аслӑ! хамӑр хӑлхамӑрпа мӗн-мӗн илтнинчен пӗлетпӗр эпир: Сан евӗрли ҫук, Сансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук.
2 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа пек сӑвапли урӑх ҫук; Сансӑр пуҫне урӑх никам та ҫук; пирӗн Турӑ пек тӗрекли урӑх ҫук.2. Нет столь святаго, как Господь; ибо нет другого, кроме Тебя; и нет твердыни, как Бог наш.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара [Вооз] хӑйӗн хурӑнташне каланӑ: хайхи Моав ҫӗрӗнчен таврӑннӑ Ноеминь хӑй упӑшкин — пирӗн Елимелех тӑванӑмӑрӑн — анине сутать; 4. эпӗ ҫак хыпара сан хӑлхуна кӗртес терӗм, сана калас терӗм: ҫакӑнта ларакансем умӗнче, халӑхӑмӑн аслӑ ҫыннисем умӗнче ил эсӗ ҫав анана; тӳлесе илессӳ килсессӗн — тӳлесе ил; тӳлесе илессӳ килмесессӗн — мана кала, эпӗ пӗлсе тӑрам; сансӑр пуҫне илме тивӗҫлӗ ҫын ҫук, сан хыҫҫӑнхи вара — эпӗ, тенӗ.
Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах Иосиф килӗшмен, вӑл хӑйӗн хуҫин арӑмне каланӑ: акӑ манӑн хуҫам эпӗ пур чухне хӑй килӗнче нимӗншӗн те пӑшӑрханмасть, хӑйӗн мӗн пуррине вӑл йӑлтах ман аллӑма пачӗ; 9. ҫак килте манран асли ҫук; вӑл мана сансӑр пуҫне нимӗне те чармарӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ — унӑн арӑмӗ; епле эпӗ ҫак пысӑк усал ӗҫе туса Турӑ умӗнче ҫылӑха кӗрем? тенӗ.
Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл: «Сансӑр пуҫне никампа та пулман», — тесе ачасен сывлӑхӗпе тупа турӗ.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №