Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

саккуна (тĕпĕ: саккун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унчченех эпӗ бала ҫӳремелли платье тӑхӑннӑ пӗр-пӗр майрана курсан, темле аванмарланаттӑм, шикленеттӗм, халь вара манӑн сехре хӑпсах тухать; мана вӑл уҫҫӑнах саккуна хирӗҫле, ҫынсемшӗн хӑрушӑ, хатарлӑ япала пек туйӑнать, манӑн полицейские кӑшкӑрас, хӑрушлӑхран хӑтӑлма хӳтӗлекене чӗнес, ҫав хӑрушӑ япалана куҫ умӗнчен тасаттарас килет.

И прежде мне всегда бывало неловко, жутко, когда я видал разряженную даму в бальном платье, но теперь мне прямо страшно, я прямо вижу нечто опасное для людей и противузаконное, и хочется крикнуть полицейского, звать защиту против опасности, потребовать того, чтобы убрали, устранили опасный предмет.

IX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Шалти тӑшмансем тесе эпир пӗтӗмпех саккуна хирӗҫле тӑракансене калатпӑр.

Унутренними врагами мы называем усех сопротивляющихся закону.

XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Пӑлхава ӑнӑҫтарайманнисене темле те хӑртса пӗтеретчӗҫ, ҫӗнтерекенсен вӑйӗ саккуна кӗрсе ҫитрӗ: пӑлхавҫӑсем чӑтса кӑна тӑччӑр!

Допускалась любая низость по отношению к поверженному, ибо все насилия победителей были узаконены. Vае victis!

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ун пек фотоӳкерчӗк саккуна хирӗҫ пынине пӗлтерме пултарать, вӑл ӳкерчӗке ҫынсем хушшинче салатни питех ӑслӑ пулмасть тесе, ӳкерчӗкне республикӑ ҫинчен калакан статйи мӗнӗпех шаларах чиксе хурать.

Но, сообразив, что распространять столь крамольные фотографии не очень благоразумно, убрал их подальше вместе с республиканскими статьями.

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Заманов ҫак саккуна хирӗҫ ҫырнӑ йӗркесене тӗплӗн вуласа тухрӗ те, унӑн илемсӗр пичӗ йӑл кулкаласа илчӗ.

Заманов внимательно прочел эти крамольные строки, и на его некрасивом лице заиграла какая-то неопределенная улыбка.

V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Калатӑп-ҫке сана, пӗтӗм ҫемьем саккуна хирӗҫ пырассипе аташнӑ.

— Я тебе повторяю, что вся моя семья заражена крамолой.

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Община тата хӑй енчен, шкулсене пӑхса тӑракансемпе килӗшмесӗрех, Радӑна та вӑл саккуна хирӗҫ тӑраканӑн тусӗ тесе, шкул ӗҫӗнчен кӑларса ячӗ, Михалаки Алафрангов вара, вӗренекенсене вӗри шухӑшран «сӗврӗлтерес» тесе, арҫын ачасен шкулне хуптарчӗ.

Община, со своей стороны, наперекор мнению попечителей, поспешила выгнать из школы Раду, как возлюбленную крамольника, а Михалаки Алафранга предложил временно закрыть мужское училище, чтобы его «проветрить».

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Ҫав сӗтӗрӗнчӗкӗн хушамачӗ Огнянов марах ӗнтӗ, — шухӑшларӗ Стефчов, — Лозенград ҫынни те мар, ку пӗрремӗш тейӗпӗр, иккӗмӗшӗ, Петканчовӑ урамӗнче никама та мар, ӑнах хӑваланӑ, саккуна хирӗҫ ҫырнӑ листовкӑсем те унӑнах пулнӑ.

«Да, фамилия этого бродяги не Огнянов, — думал Стефчов, — и родом он вовсе не из Лозенграда, это первое; во-вторых, на Петканчовой улице гнались за ним, и крамольные листовки принадлежали ему.

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Голос! Голос!» тесе кӑшкӑрчӗ — саккуна хирӗҫ пырать тейӗн ҫав, хӑй, тупата, сиксе чӗтрерӗ.

Кричит: «Голос! Голос!» — словно какая припадочная, а сама вся дрожит от страха.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл Огнянова юратать, хӳтӗлет те ӑна, анчах хӑй умӗнче саккуна хирӗҫ пӗр-пӗр сӑмах каласанах вӑл ун пек шухӑшпа пурӑнни ӑса пӗлтермен япала тесе хӑтӑрать.

Самую мысль об этом он называл безумием и строго отчитывал Огнянова, которого любил и всегда защищал, за каждое крамольное слово, сказанное в его присутствии.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑлхарсем сӑрт-ту ҫамкине кӑна перетчӗҫ-ха, тӗрӗксем вара чӗрӗ ҫынсенех пере-пере пӑрахрӗҫ; пӑлхар хӗрӗ-хӗрарӑмӗ саккуна хирӗҫ юрланӑшӑн тӗрӗксем вӗсене мӑшкӑл кӑтартма тытӑнчӗҫ, шӑллӗсемпе пиччӗшӗсене пӗр хӗрхенмесӗр пере-пере вӗлерчӗҫ.

На стрельбу болгар но голым обрывам турки отвечали выстрелами в живых людей; на крамольное пение болгарок — изнасилованием их сестер и убийством их братьев.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл хӑйне халӑх мухтасса кӗтмесӗрех тухса тарма ӑс ҫитернӗ, саккуна хирӗҫ юрланине те вӑл пуҫламӑшне кӑна илтсе юлнӑ.

Решив не дожидаться лавров от публики, он благоразумно улизнул, как только началось крамольное пение.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ӑна эпир икӗ сӑлтава пула суйласа илтӗмӗр: пӗр енчен каласан, саккуна хирӗҫҫи унта нимӗн те ҫук, чорбаджисем «шанчӑклӑрах» япала пултӑр терӗҫ, тата ӑна пурте вуланӑ, сцена ҫинче мӗнле иккенне курасшӑн.

— Мы выбрали «Геновеву» по двум причинам: во-первых, это не крамольная вещь, а на этом настаивали чорбаджии; во-вторых, все ее читали и хотят видеть на сцене.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ара эс бее улталанӑ теҫҫӗ, Соколова элеклес тесе, хаҫачӗ саккуна хирӗҫ пыраканни тесе каланӑ теҫҫӗ.

— Говорят, будто ты обманул бея — сказал ему, что газеты крамольные, потому что хотел оклеветать Соколова.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унта пирӗн саккуна хирӗҫ ҫыраканччӗ», — тет судья.

Не та крамольная?» — судья спрашивает.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Эфенди — тет вӑл судьяна шӑппӑн кӑна, — ку хаҫатра пирӗн саккуна хирӗҫ калани пӗр сӑмах та ҫук, ӑна Царьградра кӑлараҫҫӗ», — тет.

«Эфенди, — говорит он судье тихо, — в этой газете нет ничего противозаконного, она издается в Царьграде».

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шутсӑр нумай парне, пенсисемпе тӗрле йышши хаклӑ япаласем салата-салата панӑ, кунашкал хисеппеле вӑл тепӗр чух ҫулталӑкӗпе те паман, Ахимааса та, Нафалим ҫӗрӗн пуҫлӑхне, хырҫа-марҫа суя майпа пухнӑшӑн, маларах тарӑхупа тӑвӑлса таратчӗ пулин те, каҫарнӑ, саккуна пӑсса тунӑ нумай-нумай ҫын айӑпне пӑрахӑҫланӑ, хӑй ҫӗршывӗнче пурӑнакансен ыйтӑвне нихӑшне те тимлӗхсӗр хӑварман, пӗринсӗр пуҫне.

Он роздал столько наград, пенсий и подарков, сколько не раздавал иногда в целый год, и простил он Ахимааса, правителя земли Неффалимовой, на которого прежде пылал гневом за беззаконные поборы, и сложил вины многим, преступившим закон, и не оставил он без внимания просьб своих подданных, кроме одной.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ҫак Саккун, ҫак Саккуна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрекен 2 статьясӑр пуҫне, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗрет.

Настоящий Закон вступает в силу с 1 октября 2018 года, за исключением статьи 2 настоящего Закона, которая вступает в силу по истечении десяти дней после дня его официального опубликования.

Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №49 от 15 сентября 2018 г.

3. Ҫак Саккунӑн 1 статйин 2-мӗш тата 3-мӗш пункчӗсем ҫак Саккуна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кунран пуҫласа вӑя кӗреҫҫӗ.

3. Пункты 2 и 3 статьи 1 настоящего Закона вступают в силу со дня его официального опубликования.

Чӑваш Республикин «Раҫҫей Федерацийӗн налуксемпе тӳлевсем ҫинчен калакан саккунӗсемпе Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсене шанса панӑ налук йӗркелӗвӗн Чӑваш Республикинчи ыйтӑвӗсем ҫинчен» саккунне улшӑнуcем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №4 от 18 февраля 2019 г.

2. Ҫак Саккунӑн 1 статйин 1-мӗш пункчӗ ҫак Саккуна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кунран пуҫласа вӑя кӗрет тата 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫланнӑ право хутшӑнӑвӗсене пырса тивет.

2. Пункт 1 статьи 1 настоящего Закона вступает в силу со дня его официального опубликования и распространяется на правоотношения, возникшие с 1 января 2019 года.

Чӑваш Республикин «Раҫҫей Федерацийӗн налуксемпе тӳлевсем ҫинчен калакан саккунӗсемпе Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсене шанса панӑ налук йӗркелӗвӗн Чӑваш Республикинчи ыйтӑвӗсем ҫинчен» саккунне улшӑнуcем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №4 от 18 февраля 2019 г.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех