Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

саккуна (тĕпĕ: саккун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раҫҫей Правительствине ку поправкӑна саккуна кӗртессине пӑхса тухма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Проектсем ытларах // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14250-p ... m-ytlarakh

- 2023 ҫулхи апрелӗн 23-мӗшӗнче ҫӗршыв ертӳҫи ҫар учетне цифровизацилесси ҫинчен саккуна алӑ пуснӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи сыввисем элита ҫар чаҫӗсене кайӗҫ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/chi-syivvisem-eli ... kajec.html

Ҫурхи вӑрманта кайӑксене хӑратса ҫӳрени вӑл — саккуна пӑсни.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

1728 ҫулта вӑл кивҫене кӗнисен тӗрмесенче реформа ирттермелли саккуна парламента кӗртме пултарнӑ, 1730 ҫулта — Америкӑра ҫӗнӗ колоние никӗслеме ирӗк илнӗ.

В 1728 году ему удалось провести в парламенте закон о реформе долговых тюрем, а в 1730 году — получить разрешение на основании новой колонии в Америке.

Джеймс Оглторп // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%80%D0%BF

Маларах «Башинформ» Раҫҫей президенчӗ ҫар ҫинчен фейкшӑн пурлӑха конфискацилесси ҫинчен калакан саккуна алӑ пусни ҫинчен пӗлтернӗ.

Ранее «Башинформ» информировал о том, что президент России подписал закон о конфискации имущества за фейки об армии.

Владимир Путин Пушкӑртстанри федераци судйисене палӑртнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/pravo-tata-zakon ... tn-3646403

саккуна пӑсса хатӗрленӗ йывӑҫ калӑпӑшне, 2020 ҫулхипе танлаштарсан, виҫӗ хут чакарнипе.

уменьшения объемов незаконно заготовленной древесины в три раза в сравнении с 2020 годом.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

2023 ҫулхи раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 265 сасса хирӗҫле пӗтӗмӗшле 270 сасӑ пухса правительство сӗннӗ иммиграци ҫинчен калакан саккуна пӑхса тухассинчен илнӗ.

11 декабря 2023 года Национальное собрание большинством в 270 голосов против 265 сняло с рассмотрения предложенный правительством законопроект об иммиграции.

Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD

Йывӑҫсене саккуна пӑсса кассан (тепӗр май каласан, ятарлӑ ирӗк илмесӗр хуҫалансан) административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ ҫеҫилсе килтӗр // Владимир ГЛУХОВ. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d1%83%d1% ... 82e%d1%80/

Эпӗ саккуна сиртен лайӑхрах пӗлетӗп.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑй лӑпкӑ пурӑннипе ниепле айӑпа кӗменнине аса илсен, хваттерте пурӑнакансенчен хӑшӗ те пулин саккуна хирӗҫле ӗҫ тунине тавҫӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Патшалӑх Канашӗн черетлӗ XXIII сессийӗн кун йӗркинчи пӗрремӗш ыйтӑва шӑпах вӗсем сӑлтавланӑ: пӗрремӗш вице-премьер — финанс министрӗ Михаил Ноздряков налук йӗркелӗвӗ ҫинчен калкан саккуна кӗртме сӗнекен улшӑнусемпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Интереслӗ ыйту — Чӑваш Республикин патшалӑх наградисем ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртесси.

Куҫарса пулӑш

Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe

Патшалӑх Канашӗн черетлӗ XXIII сессийӗнче ГКЧС председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Степанов трибуна умне ирӗклӗ пушар хуралӗ ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртмелли проектпа тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe

Кун сиктерсе е виҫӗ кунра пӗрре вӗсене тӗрмерисен айӑпӗсене тӗпчекенсем — следовательсем чӗне-чӗне илеҫҫӗ: хута кӗме, пулӑшма пулаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах саккуна, ҫӗршыва «хирӗҫле» ӗҫ тунине йышӑнма хистеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Саккуна пӗлетӗп.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

2000 ҫулта ҫак кун Тӗп саккуна йышӑнни Чӑваш Республикин политика тытӑмӗн никӗсне хывнӑ, патшалӑх влаҫӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлне йӗркелеме пулӑшнӑ.

Принятие основного Закона в этот день в 2000 году заложило основу политического устройства Чувашской Республики и обеспечило слаженную работу всей системы органов государственной власти и местного самоуправления.

Олег Николаев Чӑваш Республикин Конституцийӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2023/11/30/chva ... avash-resp

Мӗншӗн саккуна хирӗҫ кайнӑ вӑл?

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑлӑх арӑм хӑраса ун-кун пӑхкаларӗ — сасартӑк унӑн сӑмахӗсене, саккуна хирӗҫле шухӑшӗсене кам та пулин илтнӗ пулсан?

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

UBER: таксипе усӑ курнинчен кӑшт йӳнӗрех, анчах та вӑл аэропорта ҫитмелли саккуна пӑхӑнман меслет шутланать (такси профсоюзӗсем ҫине тӑнине пула ҫӗршыв влаҫӗсем UBER-а саккунлӑ ӗҫлеме май уҫса параймаҫҫӗ) Машинӑна тара илни: ку меслетпе усӑ курма сӗнекен компанийӗсен йышӗ сахал мар.

UBER: чуть более дешёвый, чем такси, но нелегальный способ добраться до аэропорта (власти страны не могут легализовать UBER из-за давления профсоюзов такси) Аренда машины: есть большое количество компаний предлагающих этот вид услуг.

Пистарини министр ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери аэропорт // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9F%D0% ... 1%80%D1%82

Халь паллӑ, унӑн, следователӗн, ӗҫри тусӗсем нумайӑшӗ ҫавӑн пек «саккуна пӑхӑнмасӑрах» хӑйсен ӗҫне пит маттур туса пынӑ…

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех