Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

саккуна (тĕпĕ: саккун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл «Раҫҫей Федерацийӗнчи туризм ӗҫӗ-хӗлӗн никӗсӗсем ҫинчен» федераллӑ саккуна «экскурси», «ҫулҫӳрев», «поход» тата «экспедици» ӑнлавсене кӗртсе туризма пырса тивекен право хутшӑнӑвӗсенчи ҫитменлӗхсене пӗтерме май парӗ», — пӗлтернӗ А.Салаева.

Куҫарса пулӑш

Икӗ пуҫарупа тухнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%b8%d0%b ... %bd%d3%91/

Наркоманипе чирлисене вӑхӑтра консультаци тата сиплев пулӑшӑвӗ парассипе ҫыхӑннӑ ыйтупа, наркотикпа суту-илӳ тунине е наркопритон йӗркеленине ҫирӗплетекен, саккуна пӑснӑ ытти тӗслӗхсем пулсан граждансем округри полици пайне шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Унӑн тӗп тӗллевӗ — наркоманипе ҫыхӑннӑ саккунсем, ку енӗпе саккуна пӑссан тивекен яваплӑх пирки ӑнлантарасси, наркотикпе суту-илӳ тӑвассине, унпа усӑ курассине хирӗҫ кӗрешессине профилактикӑласси тата ҫак ӗҫе общественноҫа анлӑн явӑҫтарасси.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Этем ҫут тӗнчери куҫа курӑнакан пин-пин пулӑма, саккуна кӑна мар, куҫа курӑнманнисене те (калӑпӑр, радио хумӗсем, магнит вырӑнӗсемпе электромагнит хумӗсем, ультрафиолетовӑй пайӑркасем тата ытти те) тӗпчесе тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

…Ула Тимӗр вуннӑмӗш класра вӗреннӗ чух, хӗлле, унӑн пурнӑҫӗнчи тепӗр тӗп тӑван тӗрев «шартах хуҫӑлчӗ» — ҫулсерен шалтан-шала кайса пынӑ вӑрҫӑ суранӗсене пула ашшӗ ҫӗре кӗчӗ (юрать-ха патшалӑхӗ ку тӗле вӗреннӗшӗн тӳлемелли саккуна пӑрахӑҫларӗ).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вокзалсемпе портсенче, аэропортсенче тата вӗсен ҫывӑхӗнче пирус мӑкӑрлантарни те - саккуна пӑсни.

Куҫарса пулӑш

Тӗтӗм хакӗ // Н.СТЕПАНОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 5 с.

Республикӑн Шалти ӗҫсен министерстви пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх - 2014 ҫулта Чӑваш Енре «табака хирӗҫ» саккуна пӑснӑшӑн граждансене 167 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗтӗм хакӗ // Н.СТЕПАНОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 5 с.

«Укҫам манӑн — ирӗкӗм те манӑн» текен саккуна пӑхӑнчӗ ҫамрӑк упӑшка.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Саккуна пӑснине хирӗҫ кӗрешес тӗлӗшпе вӑхӑтра профилактика ӗҫӗсем пурнӑҫлани пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Унчченхи ҫулсенче тунӑ преступленисем пирки те, хӗҫ-пӑшалпа, наркотиксемпе саккуна пӑсса усӑ курнине тӗрӗслесе тӑрассипе те, тарса ҫӳрекен преступниксене шыраса тупас тӗлӗшпе те ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Саккуна хирӗҫ пулса мӗн турӑм?

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Саккуна хирӗҫ!

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Саккуна ҫакӑн пек сӗмсӗррӗн пӑсакан водительсене мӗнле явап кӗтет?

Куҫарса пулӑш

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

Анчах ҫакӑ ӑна юсанма хистемен – саккуна каллех ҫӑмӑллӑнах паснӑ.

Куҫарса пулӑш

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

Йӑлтах саккун йӗркипе, саккуна пӑхӑнса тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑпах ҫак кун, 2007 ҫулта, «Куҫман пурлӑхӑн патшалӑх кадастрӗ ҫинчен» федераллӑ саккуна йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫӗ ҫынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ // Екатерина КАРПЕЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11107-c- ... p-lter-shl

Хальхи вӑхӑтра комитет ҫӗнӗ «Туризм тата туризм ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен» саккуна хатӗрлессипе масштаблӑ ӗҫ ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвӗ те саккунра ҫырӑнӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11111-ac ... unra-cyr-n

Саккуна пӗлменни яваплӑхран хӑтармасть.

Куҫарса пулӑш

Террора хирӗҫ пӗрле! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11392-te ... ir-c-p-rle

Кӑҫал утӑ уйӑхӗнче информаци технологийӗсем тата информацие хӳтӗлесси ҫинчен калакан федераллӑ саккуна тӳрлетӳсем кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Террора хирӗҫ пӗрле! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11392-te ... ir-c-p-rle

- Чи малтанах журналистсен массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пирки каланӑ саккуна ҫирӗп уямалла, - палӑртрӗ Роскомнадзорӑн территори уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Евдокимова.

Куҫарса пулӑш

Террора хирӗҫ пӗрле! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11392-te ... ir-c-p-rle

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех